Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑраса (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирле каласа хӑварни: «Хӑв та, манӗпен, эп ҫитнӗ тӗлех ҫитсе ӳкетӗн. Тӗрӗс пурӑнмарӑмӑр эпир. Питӗ йӑнӑш ҫулпа утрӑмӑр», — тени халӗ те Мустай хӑлхи умӗнчех янӑраса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗлӗнмелле керменти пекех янӑраса илтӗнет унта сасӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чупмар ҫырми тӑрӑх, Ялакки ҫырми тӑрӑх, Ара шывӗ еннеллех янӑраса каять ал ҫупнӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чупмар ҫырми енче сасартӑк купӑс сасси янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пин-пин сасӑ янӑраса тӑрать вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ялта кӗрхи тивлетпе юрӑ-кӗвӗ янӑраса кайӗ, хуткупӑсне туртса ярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шуйттан ҫӑпати! — тепӗр хут янӑраса кайрӗ хапха енчен.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хирте ташӑ кӗвви янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗҫех савӑнӑҫлӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Хас! — янӑраса кайрӗ ҫак вӑхӑтра мучи сасси.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн хӗррине ҫитсе, кӑшт хуллен кӑна юрласа ярсанах, вӑрман, калама ҫук пысӑк та пин-пин хӗлӗхлӗ кӗсле пек, янӑраса каяссӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ял хӗрринче, Униҫҫе карчӑк пурӑнакан тӗлте пулас, купӑс сасси янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темле, тӗнчери чи илемлӗ кӗвӗ пек янӑраса тӑратчӗ арӑмӗн сасси.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн ҫепӗҫ, уҫӑ сасси хӑлха патӗнчех янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑнкӑр-р туса янӑраса кайрӗ пралук.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Улатакка таккани инҫенех янӑраса каять.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑрушӑ пулӑмсем хыҫҫӑн сакӑр вунӑ ытла ҫул иртсессӗн унӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче хӗҫ-пӑшал залпӗ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

… — Вӑт ҫапла пурӑнатпӑр эпир, — лампочка ҫутипе пӗрле янӑраса кайрӗ Денисӑн сасси.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ташлакан мӑшӑрсем пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑрах, урисене мӗнле ярса пуснӑ ҫаплах тӑрса, ача ҫине пӑхса, музыка малалла янӑраса каясса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫак сӗрме купӑс шӑратакан музыка та ача каланипе мар, тавралӑхра хӗлӗхсем ҫеҫ сисмелле сасӑпа юрлакан япаласенчен янӑраса пулать пуль.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех