Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

январӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Гороховецри лагере ирхине январӗн пӗрремӗшӗнче ҫитнӗччӗ.

Мы приехали в Гороховецкие лагеря утром первого января.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эсир хӑвӑрӑн январӗн 14-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑрта мана ҫакӑнта килме хушнӑ.

Распоряжение, содержащееся в письме от 14 января.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

1863 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче вӑл пилӗк ҫынна ертсе тухса кайнӑ.

Он выехал 1 января 1863 года в сопровождении пяти человек.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Зеландири ҫулпуҫсене Англин Пара ялӗнчи резиденчӗ патне чӗнтернӗ Гобсон капитан вӗсене Англин Ҫӗнӗ Зеландири ирӗклӗхӗсене йышӑнтарасшӑн пулнӑ.

5 января следующего года главные новозеландские вожди были приглашены к английскому резиденту, в деревню Пара, капитан Гобсон хотел склонить их к признанию державных прав Англии над Новой Зеландией.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара чӑнах та, 1840 ҫулхи январӗн 29-мӗшӗнче, Ика-на-Маорин ҫурҫӗр пайӗнчи утравсен бухтине «Герольд» корвет ҫитнӗ.

И в самом деле, 29 января 1840 года в бухту Островов в северной части Ика-на-Маори прибыл корвет «Герольд».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл вара Аркату бухтинчен (бухтине ҫавӑнтанпа ҫапла ят панӑ) тухса кайнӑ, ҫурҫӗрелле Ика-на-Маорин ҫурҫӗр енчи вӗҫӗ курӑнакан пуличчен хӑпарнӑ, вара январӗн 5-мӗшӗнче якӑр ҫине тӑнӑ.

Он вышел из бухты, получившей с тех пор название бухты Разгрома, поднялся к северу и 5 января стал на якорь в виду северной оконечности Ика-на-Маори.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр кун, январӗн 27-мӗшӗнче, ҫулҫӳревҫӗсем ирех «Макари» ҫине ҫитсе унӑн тӑвӑр кубрикӗнче вырнаҫрӗҫ.

На следующий день, 27 января, путешественники с утра явились на борт «Макари» и разместились в его узком кубрике.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Январӗн ҫирӗм пӗрремӗшӗнче ултӑ сехет те аллӑ минутра…»

«Двадцать первого января в шесть часов пятьдесят минут…»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Январӗн 9-мӗшӗ

«9 января

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Бояркӑран губкомпарт та, эпир те телеграмма илтӗмӗр: «Бандитсем тапӑннине ответлесе, эпир, ҫак митинга пухӑннӑ ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул тӑвакан рабочисем, «За власть Советов» бронепоездӑн команди тата утлӑ ҫар полкӗнчи красноармеецсем, темӗн пек йывӑрлӑхсем пулсан та, январӗн пӗрремӗшӗ тӗлне хулана вутӑ паратпӑр, тесе шантаратпӑр.

Из Боярки губкомпарт и мы получили телеграмму: «В ответ на бандитские нападения мы, строители узкоколейки, собранные на настоящем митинге, совместно с командой бронепоезда «За власть Советов» и красноармейцами кавполка заверяем вас, что, несмотря на все препятствия, дадим городу дрова к первому января.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Январӗн пӗрремӗшӗнче пур ӗҫсене те туса пӗтермелле.

К первому января все работы должны быть закончены.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Фёдор строительсене чугун ҫула срокра — январӗн пӗрремӗшӗнче туса пӗтересси ҫинчен каласа пачӗ.

Федор говорил строителям о невозможности ломать срок окончания постройки, назначенный на первое января.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Паян губком ҫӗнӗ решени йышӑнчӗ: ҫулӑн малтанхи черетне, вӑрман касма пуҫланӑ тӗле ҫитиччен, 1922 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Сегодня губком вынес решение: стройку первой очереди, до границы лесоразработки, закончить не позже 1 января 1922 года.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр кунхине, январӗн 24-мӗшӗнче, Мюльреди кӑшт-кашт уткалама пуҫларӗ.

На следующий день, 24 января, Мюльреди прошёл часть пути пешком.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ывӑннӑ пулсан та паттӑрлӑха ҫухатман ҫулҫӳревҫӗсем январӗн 23-мӗшӗнче ирпе татах ҫула тапранчӗҫ.

23 января утром усталые, но не потерявшие бодрости путешественники выступили в поход.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав вӑхӑтрах «Дункан» январӗн 16-мӗшӗнче Мельбурнран тухма приказ илчӗ.

Между тем «Дункан» получил приказ выйти из Мельбурна 16 января.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Гленарван ун ҫинчен илтесшӗн те мар: Делегейта ҫитиччен экспедицин виҫӗ кун иртет, океан хӗррине ҫитиччен пилӗк кунран кая иртмест, унта январӗн 26-мӗшӗнче тин ҫитме пулать.

Но Гленарван не хотел и слышать об этом: до Делегейта экспедиция могла добраться в три дня, до берега океана не раньше, чем через пять дней, то есть 26 января.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара чӑнахах та январӗн 21-мӗшӗнче ирпе Паганель ҫӗр каҫиччен шыв пӑртакках чакнине астурӗ.

И в самом деле, утром 21 января Паганель заметил, что за ночь уровень воды несколько понизился.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Январӗн 19 — 20-мӗш кунӗсем те ҫавӑн пекех ывӑнтарса яракан ӗҫсӗрлӗхпе иртрӗҫ.

Дни 19 и 20 января прошли в том же томительном бездействии.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Январӗн 18-мӗшӗнче вӗсем ӑна шыв ҫине ячӗҫ, харсӑрлӑх, ҫавӑрӑнӑҫулӑх, вӑй тата ӑсталӑх енчен мӗн тума пултарнине пурне те туса пӑхрӗҫ.

18 января они спустили её на воду; всё, что могли сделать храбрость, ловкость, сила и искусство, было сделано.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех