Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхӑмне (тĕпĕ: юхӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кунах Ф.Рахимзянова республикӑра Олимп юхӑмне сарас тата физкультурӑпа спорта аталантарас тӗлӗшпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑшӑн Раҫҫей Олимп комитечӗн Хисеп грамотине парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорта парӑннӑ ҫын // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%81%d0%b ... %8b%d0%bd/

Эпир виҫӗ хулӑн кӗнекен фабулине чылаях тӗплӗн каласа тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен унсӑрӑн нумай эпизодсемпе тата персонажсемпе тулнӑ романӑн пӗтӗмӗшле тытӑмне те, автор шухӑш ҫулӗ-йӗрӗн юхӑмне те ӑнкарса илме йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ачасене ӑмӑртусенче хастар пулма, хӑйсен пӗлӗвӗсемпе хӑнӑхӑвӗсене ҫирӗппӗн кӑтартма салам сӑмахӗсемпе районти ГИБДД уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Казыкин, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Владимир Малов, Аҫӑмҫырминче ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмне чылай ҫул ӳсӗмлӗ ертсе пыракан Владимир Петров хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та – пӗрремӗшсем // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10672-k- ... em-shsem-2

Раҫҫейре тивӗҫлӗ ӑмӑртас тесен пӗр вырӑнта тӑма юрамасть, ачасем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ, – вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса пӗлтерчӗ Владимир Петров педагог – Аҫӑмҫырми шкулӗнчи ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсен юхӑмне вуншар ҫул ертсе пыраканӗ тата чи ҫӳллӗ шая ҫӗклекенӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Сирӗн паха тӗслӗхӗр тата та нумай ентеше ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарасса, ҫавна май пирӗн волонтер юхӑмне ырӑ кӑмӑллӑ та хастар чунлӑ ҫынсем ытларах та ытларах хутшӑнасса шанса тӑратӑп.

Уверен, ваш пример вдохновит на добрые дела многих земляков, и наше волонтерское движение пополнится новыми неравнодушными и активными людьми.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Ӗҫ хӑвалать мана: шыв юхӑмне, вӑл хутшӑннипе чакнине, юр-ҫумӑр мӗн хулӑнӑш ӳкнине сӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пыр та чар Атӑл юхӑмне.

Подойди и остановиь течение Волги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑвна лӑнчӑ ярса пурнӑҫ юхӑмне парӑн кӑна — эс пӗтнӗ ҫын.

Стоит дать себе слабинку, поплыть по течению — и окажешься раздавленным,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

2000 ҫулхи март уйӑхӗнче ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсене тата районти ветерансен юхӑмне хастар хутшӑннӑ тата хутшӑнакансен ячӗсене районти ветерансен Хисеп кӗнекине ҫырса хума пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Ветерансен совечӗсен председателӗсен М.А.Краснова («Рассвет»), А.Ф.Волков (Нӗркеҫ) тата ветерансен юхӑмне хастар хутшӑнакан А.И.Турханов ячӗсемпе те ырӑ сӑмах нумай калас килет.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫав вӑхӑтрах «юхӑмне» тепӗр еннелле ҫавӑрма май пуррине те сисет Ухтиван.

Но в то же время парень начинает смутно догадываться, что можно изменить направление водоворота, повернуть его, направить в нужное русло.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Юхӑмне» «ҫул» кӑтартса параканни ӗлӗкрех урӑх «юхӑм» пулнӑ, лешин тата урӑххи…

Когда-то давно «водовороту» «путь» показывал другой водоворот, а тому еще какой-то.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишут шутларӗ те ӑнкарчӗ, Тин курчӗ пурнӑҫ тумхахне, Вӑл тимлӗх юхӑмне хӑй чарчӗ, Пӗлмесӗр улшӑну хакне.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

…Хускалнӑ шухӑш юхӑмне Ӑс-тӑн анчах-мӗн йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Итлет асламӑш шарламасӑр, Пӳлмест вӑл шухӑш юхӑмне, Хӑй кӑмӑлне вӑл кӑтартмасӑр Хистет халь туйӑмӑн хумне.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Икӗ ҫамрӑк мӑшӑр, Атӑл юхӑмне хирӗҫ кӑшт ишнӗ хыҫҫӑн, киммине йӑлӑм еннелле ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Миша, куратӑн-и, пӗчӗк пура юхса анать! — кӑшкӑрса ячӗ Павӑл, пиччешӗпе пӗрле ҫурхи шыв юхӑмне сӑнаса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ аслӑ ҫулпуҫ: тин вӑраннӑ мусульман пролетариачӗ революци юхӑмне мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫсемпе хутшӑнӗ, тесе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Капла эс революци юхӑмне те кураймасӑрах юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хирӗҫ ответ парас вырӑнне Соня Эльгеева вӑркӑнтарса краковяк юхӑмне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех