Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхнӑ (тĕпĕ: юх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑкӑш-якӑш юхнӑ чух Вӗҫсе пырать симӗс хыс, Ҫавӑрӑнса илнӗ чух Пӑркаланать пит тӑкӑс.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗҫех ҫӗр грамм кӗрекен кӗленче черккесем чӑр-р-р! юхнӑ эрехпе, икҫӗр грамм кӗрекен полиэтилен стакансем шӑпӑр-шӑпӑр-шӑпӑр «сикнӗ» сӑрапа чӑп тулса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кӑштахран, тӗтре пачах сирӗлсен, пуҫа таҫтан иртнинчен, пайтах юхнӑ шыв-шур енчен, ҫак ҫыннӑн чыссӑр, путсӗрле хӑтланӑвӗ, йӗкӗм шӑрши килтерсе, хӑсӑк сӗлеки пек туртӑнса-тӑсӑлса пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Юхнӑ

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансанах ҫанталӑк та пӑсӑлчӗ: халӑх куҫҫулӗ юхнӑ евӗрлех, кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр тӑкать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ял вӗҫӗнче ҫамрӑксен юрри ҫӑл шывӗ шӑнкӑртатса юхнӑ пек янӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумайӑшсемшӗн эрех-сӑра пек те туйӑнмарӗ вӑл, юн пек туйӑнчӗ, кунта вуншар ҫул хушши юхнӑ этем юнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сулахай куҫӗ шӑтса юхнӑ.

Левый глаз вытек.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн сылтӑм куҫӗ те шӑтса юхнӑ ӗнтӗ, пуҫӗ те темиҫе ҫӗртен шӑтнӑ.

Его правый глаз вытек, голова пробита в нескольких местах.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫу сӗрнӗ пек йӑлтӑртатса тӑракан йӑмӑх хура ҫӳҫне сарлака ҫамки ҫине усса шӑтса юхнӑ куҫне ҫынсенчен пытарнӑ.

Иссиня-черные волосы, будто смазанные маслом, нависали над широким лбом, пряча от людей вытекший глаз.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑмӑшсем калаҫнӑ пек пӑшӑлтатнӑ, йывӑҫсем йӑвашшӑн кашласа ларнӑ, шыв шӑмпӑртатса юхнӑ, кӗмӗл тӗслӗ ҫутӑра пӗтӗм тавралӑх асамлӑн йӑлтӑртатса ҫиҫнӗ.

О чем-то мирно шепчутся камыши, вздыхают деревья, журчит река… в серебристом свете луны все вокруг кажется таинственно-волшебным.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шывӗ те пӑтранса та кӑпӑкланса мар, тӳлеккӗн те сарлакан ҫаврӑнса юхнӑ.

Вода не мутная, и не пенящаяся, текла тихо и широко.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытти ачасеннипе пӗрле ҫав самантра Сашокӑн хӑйӗн те сӗлеки юхнӑ.

У самого Сашка, как и остальных, в этот момент текли слюни.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атӑл юнпа хӗрелсе юхнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗвӗҫ те ӗмӗтсӗр ҫынсем имӗш ку боярсем, вӗсен сарӑплӑхне, кӗрмеклӗхне пула вырӑс патшалӑхӗнче нумай юн юхнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юхчӑр хӑйсем халиччен юхнӑ пек — анӑҫран тухӑҫалла-и е тухӑҫран анӑҫалла, ҫыннисем те (унта ҫын пулсассӑн) халиччен пурӑннӑ пек пурӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юн юхнӑ йӗрпе тутар нукерӗсем ӗрӗхсе ҫитӗҫ, анчах та шурӑ ҫар ҫынни темшӗн пытанма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав кӳлӗрен, ҫӗлен пак авкаланса, ҫырмасен тепӗпе куҫҫуль пек тӑрӑ шыв сӑрхӑнса юхнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сылтӑм аллипе уҫӑ ҫыххине чӑмӑртанӑ Артур хапха юпи кутӗнче выртнӑ-мӗн, унӑн ҫӑварӗнчен юн юхнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сулахай хулран аманнӑ пирки нумай юн юхнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех