Шырав
Шырав ĕçĕ:
Енчен те сальчичонлӑ бутербродпа эрех ӗҫес кӑмӑл пур-тӑк, хӗрлӗ эрехе суйласа илсен аванрах.Если же есть желание запить бутерброды с сальчичоном вином, лучше остановить свой выбор на красном.
Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD
Кӗленче тӗпӗнчи эрехе малтан шӑршласа пӑхрӗ, унтан чӗлхи вӗҫне йӗпетрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӗрӗссине каламалла, эрехе Куҫук юратсах кайман.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Апат хыпкаличчен малтан виҫ черккене хура кӗленчери хӑй юхтарнӑ эрехе тултарчӗ:
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ырӑ вырӑнта пултӑр, Ҫимун, — Сӑпани хисте-хистех черккери эрехе Ҫимуна ӗҫтерсе ячӗ, анчах хӑни иккӗмӗш черккене тытасшӑн та пулмарӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эпир эрехе ҫын пуҫ шӑмми ҫине тултарса ӗҫетпӗр.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӑмах патӑм ӗҫместӗп, тесе, Пӳрнепе эрехе тӗплесе!
Пӳрнепе тӗллесе // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.
— Ӗлӗкрех эпир питӗ тӗплӗ ӗҫлеттӗмӗр, эрехе те ӗҫместӗмӗр.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑл эрехе те тепӗр чухне яркалать.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Сывӑ пулӑр, кукрашкасем! — тесе кӑшкӑртӑм та эрехе шаларах чиксе хутӑм.
Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.
— Типӗ эрехе ӗҫмеҫҫӗ пуль вара, ҫыртаҫҫӗ пуль?
Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Анчах ача куҫӗнчен ним те пытараймастӑн: Наталь амӑшӗ тӗлӗрсе каясса кӑна кӗтнӗ — кӗленчери эрехе ӗҫме васканӑ, ун чухне вӑл вунтӑваттӑра пулнӑ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Начар тӑваҫҫӗ эрехе Таланцевсем, начар!..
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Вилнӗ ҫынна патӗнчех пӑрахса хӑварса, вӗсем урамри кран патне пырса аллисене ҫунӑ, вара кунтан инҫетрех те мар пурӑнакан палланӑ хӗрӗсем патне кӗрсе ҫав эрехе ӗҫнӗ.
4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
— Ҫын эрехе пула вилет, ӑна пытарнӑ чух пурпӗрех эрех ӗҫетпӗр, хамӑр та пӗр-пӗр синкерлӗ кун Ҫтаппан Фомич пек хытса выртма пултарасса аса та илместпӗр.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Эрехе ӑна саккунсӑр-мӗнсӗр ӗҫме юрамасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пӑрӑҫлӑ эрехе ҫамрӑк арҫын вӗри чейпе хутӑштарса ӗҫрӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Унӑн йӑлтӑркка кулли эрехе тутлӑлантарчӗ тейӗн — Испуханов та хӑш-пӗр черккесене тӗппипех ӗҫрӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Павӑл сӗтел хушшине пырса ларчӗ, кӗленче тӗпӗнчи эрехе хӑй стаканне ярса тепӗр кӗленче уҫрӗ, стакансене чӑп тулли тултарчӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Эрехе сӗтел ҫине шап! лартрӗ те сӗтел сунтӑхӗнче тем пӑлхатма тапратрӗ.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.