Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпи (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле таврӑнсан та ҫав хӗрача шӑпи пуҫран тухма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑпи пирӗн ҫапла пулӗ тет; кӑна Хветюк ним калама аптранӑ енне.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«…Сирӗн ҫутӑ ӗмӗтӗрсене татнӑ чуниллисен хӑйсен те шӑпи тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсене нимрен ытла Яхуте шӑпи пӑшӑрхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хусанти Магмет-Эминь патша чирлӗ текен хыпар пур, эпӗ ҫав юртра патша пулма хамӑн шӑллӑма Сахиб-Гирее лартма шутлатӑп; халь Магмед-Эмиль патша шӑпи мӗнле пулать, эпир Сагиб-Гирее ҫав юртра патша тӑватпӑр, ҫавӑн пек калаҫса татӑлтӑмӑр; урӑх юртран кам та пулин патшана килсе ларсан ман тӑванӑм аслӑ князь та айӑплӑ пулать, ку пирӗншӗн те ырӑ пулас ҫук».

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан шӑпи паллӑ, вӑл Мускав аллинче.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача ҫав-ҫавах хӑйӗн шӑпи ҫинчен шутласа пахчари вӗтлӗх хыҫӗнче тӑратчӗ, асламӑшӗ хӑйне парнеленӗ шурӑ путек курӑк чӗпӗтсе ҫинине сӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑвах каларӑн-ҫке: шӑпи унӑн телейсӗр пулӗ, — кӳренни палӑрчӗ Евӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пурӑнать-ши Павлуш пиччӗшӗ, е унан та шӑпи Романовӑнни пекех-ши?

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсен шӑпи епле пулӗ-ши, епле пире ӑнланӗҫ-ши, епле пире савӑнӑҫ куҫҫулӗ парнелӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp

Шӑпи мӗнле пулӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Часах нимӗҫсен шӑпи тулӗ, эпир ҫӗнтерӗпӗр, вӑрҫӑ пӗтӗ!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн тӑвӑп-ха ӗнтӗ, шӑпи ҫапла пулсан?

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Шӑпи манӑн телейсӗр пулӗ», — тенӗ вӑл хӑйне хӑй, шӑпи-мӗнне ӗненмен пулсан та.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑпи ҫапла тухнӑ пулӗ, ним тума та ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑпи ҫапла килсе тухнӑ пулсан — пӗрлешчӗрех, пурӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ман шӑпи ҫапла пулӗ: атте-аннерен иртме ман вӑй ҫитес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗччен ҫын, уйрӑм килйыш шӑпи пӗтӗм халӑх шӑпин пӗр пӗчӗк тӗпренчӗкӗ ҫеҫ пулин те, унта чӑн пурнӑҫӑн, пулни-иртнин тӗрӗс те ҫухалми йӗрӗсем ӳкерӗнсе юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Унӑн шӑпи вӑрттӑн та сайра тутлӑ шӑршӑ сӗмӗпе юлать.

Ее судьба должна быть как благоухание, таинственное и редкое.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ева шухӑшласа кӑларнине тӗшмӗртсе Детрей ӑна аптӑратас темерӗ те хӗрсен пӗтӗмӗшле шӑпи пирки сӑмахланипех ҫырлахрӗ.

Догадавшись, что Ева выдумывала, Детрей не захотел конфузить ее и ограничился замечанием о судьбе девушек вообще.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех