Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туссем пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫывӑрма выртрӗҫ, ҫӗрӗпех хӑйсен йывӑр шӑпи ҫинчен шухӑшласа асапланчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫавӑн чух тусӑм мана Тайӑр шӑпи ҫинчен пӗлтерчӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Эх, мӗскӗн чӑваш интеллигенчӗн тертлӗ шӑпи!
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫӗр ҫинчи мӗн пур халӑх пекех, Мухаров та виҫӗ талӑк приемник умӗнчен каймарӗ, космосра вӗҫсе ҫӳрекен паттӑр янташӑн шӑпи ӑна канӑҫ памарӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Вӑт, тусӑм, ҫапла вӑл пирӗн, летчиксен, шӑпи: вӗҫевре кӑшт йӑнӑшрӑн е хӑраса ӳкрӗн — шӑммусене те шыраса тупаймӑн.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кашни ҫулах пӗрле ӗҫлесе хӑнӑхнӑран тата хӑйсене питӗ хӗрхенсех хакланӑран, вӗсем пурте хӑйсен пурнӑҫ шӑпи ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартма васкатчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Чӑн та, хӗрарӑм пикенсех ун шӑпи ҫинчен калама васкарӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
«Республика Пуҫлӑхӗшӗн кирек епле районӑн шӑпи те пӗлтерӗшлӗ.
Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne
Шӑпи те пӗрешкелтерех пулчӗ-и, тен, вӗсен.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ашшӗ те ҫавнашкалах асса пурӑнчӗ те, шӑпи тулчӗ-тулчех, ырӑ вилӗмпе вилеймерӗ… — мӑкӑртатрӗ Ҫтаппан.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Нихҫан та шӑпи тулмӗ-ши?
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр уполномоченнӑйӗ шӑпа туртса кӑларчӗ те, ҫавӑркаласа пӑхса: — Чӑх ури палли! Камӑн шӑпи? — тесе кӑшкӑрчӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Камӑн шӑпи малтан тухать, ҫавна «Тиреклӗх» ҫаранӗ пулать!
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан, яланхи пекех, шӑпи ҫине чӑх ури паллӑ туса ҫӗлӗк ӑшне ячӑ те айккинелле кайса тӑчӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑна энӗшкассисем вӑл ялта чи тӳрӗ ҫын иккенне шанса ҫеҫ мар, унӑн шӑпи телейлине, вал янӑ шапана ялан лайӑх ҫаран тухасса ӗненсе суйларӗҫ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӗ ӗнтӗ пирӗн пурнӑҫ шӑпи те, пуянлӑх та пӗр танах.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах мӗнле пулӗ-ши унӑн малашнехи ҫулӗ, шӑпи, ӑраскалӗ?
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Шӑпи, чӑнах та, ҫапла ӗнтӗ унӑн.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ҫук ҫав, Якку атте, сирӗн пурнӑҫ шӑпи йӑлтах хӑвӑрӑн аллӑрта, — терӗ Уҫӑп, теме систернӗн.
Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Раҫҫей хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене палачсене аркатса тӑкма памасть тата вӗсен шӑпи ҫине аякран пӑхса тӑма пултараймасть.
Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl