Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑмми (тĕпĕ: шӑмӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ай-ай-ай, кӑкӑр шӑмми вансах пӗтнӗ пуль… сывлама пит асап.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗчӗ шӑмми пӗшкӗнме памасть.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑмми хуҫӑлман-и, тытса пӑх-ха, — терӗ вӑл, ман ҫине хӗрхенсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӗлхен шӑмми ҫук та, палкать вӑл.

— Язык без костей, вот и мелет.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хапха тӑррине така мӑйраки, пӳрт алӑк тӑррине янах шӑмми чиксе хураҫҫӗ.

Над воротами устанавливает бараньи рога, а над входной дверью втыкает в щели его нижнюю челюсть.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Садпа хурт-хӑмӑр таврашне куҫ ӳкесрен лаша йуҫ шӑмми ҫакаҫҫӗ.

От дурного глаза чуваш навешивает на изгородь, которой обнесен его сад и огород, лошадиный череп.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑмӑрчак ваннӑ пек, кӑкӑр шӑмми шӑтӑртатать, ҫын ахлатса сывласа ярать…

Ребра хрустнули как шкварки, человек протяжно простонал…

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтӗм шӑмми тӑрӑх сӑрлатса кӑкӑрӗ чикет, ӳслӗк тӑвӑна-тӑвӑна килет.

А в груди не проходит щемящая боль.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шаларах, ҫерем лаптӑкӗнче, хурт-хӑмӑр куҫӑхасран юпа тӑрне ҫакса янӑ лаша пуҫ шӑмми, икӗ каска вӗлле; хурлӑхан тӗмӗ, имшеркке шурӑ чечексем…

А в центре высился столб с надетыми на него лошадиным черепом — от дурного глазу — и пониже, словно игрушечными, двумя ульями; вокруг — кусты смородины, хиленькие белые цветы.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пакӑлтаттӑр, чӗлхен шӑмми ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калама тем те пулать, чӗлхен шӑмми ҫук.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗлхен ун шӑмми ҫук, ӑна кӑшт чарас пулать.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӳсӗртен урӑх операци туман эп ку таранччен, ал-ура шӑмми хуҫӑлсан е сыппи сиксен кӑна пулӑшма пултаратпӑр эпир, — хӑй ҫинчен тӗрӗсне каласа пачӗ ватӑ врач.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урисем чӑнахах та шыҫӑннӑ иккен, пакӑлчак шӑмми те палӑрмасть сулахай урин.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Манӑн аманнӑ пӗҫӗ шӑмми ҫӗре пуҫламан пулсан, эпӗ те Шупашкара таврӑнас ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мана комиссовать турӗҫ, пӗҫе шӑмми ҫӗре пуҫланӑ пирки.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Муляж кӑна вӑл, — ахӑлтатса ячӗ Данилов, — вил ҫын шӑмми мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳлӗме кӗрсенех, вӑл сӗтел ҫине пуҫ шӑмми кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Аслӑ князь Василий Иванович, ҫурӑм шӑмми сурнипе аптраса ӳкнӗскер, ӗнер хӑйӗн палатинче элчӗсене йышӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йытӑсен янах шӑмми ҫӳлти шӑмминчен вӑрӑмрах пулать, ҫӳлти шӑлӗсем аялтин хыҫне лекеҫҫӗ; Булькӑн вара аялти янах шӑмми тем пекех мала тухса тӑратчӗ, ҫӳлтипе аялти шӑлӗсем хушшине пӳрне те кӗретчӗ пулӗ.

У всех мордашек нижняя челюсть длиннее верхней и верхние зубы заходят за нижние; но у Бульки нижняя челюсть так выдавалась вперед, что палец можно было заложить между нижними и верхними зубами.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех