Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлӗсене (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан калаҫӑр-ха… — табак шӑршине пӗтермешкӗн шӑлӗсене пан улми тимӗрӗн шӗвекӗпе сӑтӑрнӑ май хуравларӗ Элда.

Бросьте, — ответила Элда, протирая зубы раствором яблочного железа, чтобы уничтожить табачный запах.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Е урисенчен турта-турта антарса, е чӑмӑрӗпе ҫапа-ҫапа чикелентерсе Витт пурин асав шӑлӗсене те тухтӑр пек ҫӑмӑллӑн, хумханмасӑр тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларать.

И у всех их, то дергая за ноги, то опрокидывая кулаком, вырывал он клыки с хладнокровием и легкостью зубного врача.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Малтанхи слонпа вӑл ҫапларах курнӑҫрӗ: хоботне ҫӗкленӗ слон ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Витт хобота аллипе яваласа тытрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ улӑп пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе хурсан Витт унӑн асав шӑлӗсене тӑпӑлтарса кӑларчӗ; ҫак «операци» хыҫҫӑн тискер кайӑк сехри хӑпнипе ухмаха ернӗн тарса ҫухалчӗ; Витт вара асав шӑлсене ҫӗре чиксе лартса малалла ҫул тытрӗ.

Его первая встреча со слоном произошла так: слон бросился на него, подняв хобот. Витт намотал хобот на руку, пригнул голову испуганного великана к земле и вырвал клыки; после такой операции зверь бросился бежать, а Витт, всадив клыки в землю, пошел дальше.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Вӗсен асав шӑлӗсене алӑпах тӑпӑлтарса кӑларӑттӑм та — пирус купи пек кӗлти-кӗлтипе сӗтӗрӗттӗм.

— Я вырывал бы руками клыки и таскал бы целые снопы их, как пачку папирос.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Телейсӗрскерӗн ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене Тарт пекӗпе уҫать, алӑ айӗнче сиплӗреххи урӑх нимӗн те ҫукран — Скоррей ҫӑварне шурӑ эрех яма пуҫлать, кӑштах ҫеҫ, хуллен — ӑнсӑрскер чыхӑнса каясран асӑрханса.

Раскрыв стиснутые зубы несчастного складным ножом, Тарт, за неимением под рукой ничего лучшего, стал лить в рот Скоррея водку, но понемногу, дабы бесчувственный не захлебнулся.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Пӑрлӑ шывран вӗсем шӑлӗсене шатӑртаттарса чупса тухнӑ та ӑшӑ вигвама кӗнӗ, анчах вӗсем ирпе шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйсене ҫав тери ҫирӗп те сывлӑхлӑ туйнӑ.

Дрожа и щелкая зубами, выскакивали они из ледяной воды и бежали в теплый вигвам, но зато какими бодрыми и здоровыми чувствовали они себя после утреннего купания!

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кун хыҫҫӑн казаксем, хулӑм тутисене йӗрсе пӑрахса, шӑлӗсене кӑтартса, ахӑлтатсах кулса ячӗҫ, — куклене-куклене пӗҫҫисене ҫапса кӑтартма пуҫларӗҫ…

Тогда казаки, разинув губастые, зубастые рты, захохотали, — приседая, били себя по ляжкам…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑйсем тутисене йӗрсе пӑрахса, шӑлӗсене ҫыртса, броневикӑн умӗнчи пӗчӗк хушӑка тӗллесе пеме тӑрӑшаҫҫӗ.

скаля зубы, прицеливались в узкую щель в передней броне.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Раксене миллионӗпех ӑшаласа хучӗ пулӗ ӗнтӗ ку, — терӗ машинист, шӑлӗсене йӗрсе.

Машинист, скаля зубы, сказал: — Раков, чай, наколотило — миллион.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анасласа ҫӑварне карчӗ те вӑл, йытӑнни пек ҫирӗп шӑлӗсене тата вӗри ҫӑварӗ тӗпӗнчи кӗҫӗн чӗлхине кӑтартрӗ.

Он широко открыл рот, показывая крепкие, как у собаки, зубы и в горячей гортани красный маленький язычок,

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл сасӑсӑр кулса илет те, сухалпа хупланса ларнӑ хура сӑн-питлӗскер, кӗтмен хушӑрах ҫӑварне уҫса сахӑр пек шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартать.

Он улыбнулся, неожиданно открыв на заросшем черном лице зубы, как сахар,

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чебышев хӑйӗн тирпейлӗ вӗтӗ шӑлӗсене, ҫыртма хатӗрленнӗ пек, уҫса кӑтартса: — Сергей Константинович, — тет, — пӗтӗм тӗнчипе пушар кӑлармаллине ӑнланатпӑр эпир.

Чебышев, открыв мелкие опрятные зубы, точно собираясь укусить, спросил: — Сергей Константинович, мировой пожар — это понятно.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах, ҫыртнӑ шӑлӗсене аран-аран уҫса: — Иван… Сывӑ-и? — тесе ҫех каларӗ.

Проговорила только, с трудом разжимая зубы: — Иван… Здравствуй…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ачасем иккӗшӗ те шурӑ шӑлӗсене кӑтартса хытах кулса ячӗҫ.

Тогда оба хлопца совсем уже громко засмеялись, показывая белые зубы.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Лешӗ: «Клим курсне тыт» тесе вуларӗ, ӑшшӑн кулса шурӑ шӑлӗсене кӑтартрӗ.

Тот прочел: «Держи курс на Клима…» — и вспыхнул белозубой улыбкой.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пиллӗкмӗшӗ, — хӑяккӑн ларнӑ та, ури кӗлисене урапа кустӑрми шӑлӗсене перӗнтеркелесе, урапине хӑйӑр ҫинчен аран-аран туртса кӑларакан тарланӑ лӑпсӑркка лашине текех тилхепепе турткалать.

Пятый сидел бочком, задевая пятками спицы колеса, понукал вожжой мокрую лошаденку, едва вывозившую телегу из песка.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шӑлӗсене шатӑртаттарччӗ.

Заскрипел зубами.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Сывӑ-ха, Аникей Борисович, — тавӑрать Иона, сывпуллашнӑ май шурӑ шӑлӗсене вӑл тепӗр хут уҫса кӑтартать.

— Здорово, Аникей Борисович, — ответил Иона и опять блеснул зубами.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Лаши шӑлӗсене йӗрсе пӑрахнӑ… револьверӗпе тӳрех куҫран тӗллет… вӑрҫать, ҫынсене яра-яра тытать, тӗртсе ярать…

Оскаленная лошадиная морда… револьвер прямо в глаза… Ругался, хватал, толкал…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах ҫынсем — хӑйсен шӑлӗсене шатӑртаттарса ҫыртнӑ.

Но у людей — стиснуты зубы.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех