Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлне (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Касмухха тӳсеймерӗ, йӑпӑлти чиркӳ старостинчен кашкӑр пулса, шӑлне шӑтӑртаттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик ирӗксӗрех шӑлне ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Суха патне кайма вӑхӑт» тесшӗнччӗ, ӗнерхине аса илсе шӑлне ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах кулма чарӑнса шӑлне ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурпӗрех нимӗн те каласа парассӑм ҫук сире! — ыратнипе ним тума аптраса кӑшкӑрса ячӗ те вӑрӑ-хурах шӑлне ҫыртса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑнӑхӗ ҫур михӗрен иртсен, Хветут шӑлне вӗҫертрӗ те: — Ҫитет пуль, Сергей, унсӑрӑн эпӗ ҫӗклесе те каҫаймӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑлне шатӑртаттарса ҫыртнӑ, куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑтрӗ мӑрса, шӑлне ҫыртрӗ те чӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай хӑйне мӗнле мӑшкӑл кӑтартнине аса илсен вӑл вырӑн ҫинчен сике-сике тӑчӗ, читлӗхе хупнӑ кашкӑр пек, пӳлӗм тӑрӑх чупрӗ, шӑлне шатӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫул ҫинче хӑйӗн ҫыннисене пӗр сӑмах чӗнмесӗр нумайччен пит ҫинчи, хулпа ҫурӑм ҫинчи юнланнӑ вырӑнсене сӑтӑркаласа пычӗ вӑл, шӑлне шатӑртаттарчӗ, Кӑкшамара мӗнле пырса кӗресси ҫинчен шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран тин ӑнланчӗ, ку сӑмаха урӑхларах ҫавӑрса каламаллаччӗ унӑн, мӗншӗн тесен Мамич-Бердей тарӑхнипе шӑлне ҫыртрӗ, унӑн тути чӗтресе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗнче пӗтет пуль тарҫӑсем ҫапла хӑтланма пуҫларӗҫ пулсан, тупата, тӗнче пӗтесси патне ҫитсе тӑтӑмӑр нуль, — шӑлне шатӑртаттарса хӑй тӗллӗн калаҫрӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи вӑтанса шӑлне ҫыртнӑ пек пулчӗ, апата лариччен те, сӗтел хушшинче те пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алексей Адашев, боярсен хыҫӗнче сӗтел хушшине лартман хӑна пек шӑлне ҫыртса тӑраканскер, хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Енибекӗн вара шӑлне ҫыртмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов каялла ҫаврӑнчӗ, такама чышкӑпа юнарӗ, хыҫалта инҫе те мар вырӑс юлан учӗсем сиккипе килнине асӑрхасан шӑлне ҫыртса хӑйӗн воинӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах Иливан шӑлне ҫыртрӗ те пушӑ вӗҫӗ тивнӗ ҫамкине ал лаппипе тытса ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике шӑлне ҫыртрӗ те тарҫӑ умӗнче нимӗн те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ах-хах-ха, — шӑлне йӗрет вара ыйтаканӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ревком председателӗ инкен катӑк шӑлне, алчӑраса кайнӑ куҫне, ҫиллес питне курсан нимӗн калама аптрарӗ…

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех