Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кондратьев вара, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ тӑнлавне пӳрнепе шӑлкаласа: «Эх, Танюша, эпӗ те тахҫан сан ҫулти ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа ҫамрӑк чухне савӑнӑҫлӑ мар пулни аваннипе япӑххине пӗлетӗп» — тенӗ пек, ачашлӑн та савӑнӑҫлӑн йӑл кулса илчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Корней вара куҫҫульне урӑх чарса тӑраймарӗ, пит-куҫне, кӑвак сухалне сӑхман аркипе шӑлкаласа, аяккалла ҫаврӑнчӗ, крыльца ҫинелле тухрӗ.
IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Вӑл ӗҫрӗ те ҫанӑ вӗҫӗпе тутисене шӑлкаласа илчӗ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Эпӗ фортепиано патне пырса тӑнӑ вӑхӑтра арӑм хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне шӑлкаласа епле йӑвашшӑн та телейлӗн, кӑштах хурланчӑклӑрах кулкаланине аса илтӗм.
XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хӗрарӑмсем те, хӑйсен куҫҫулӗсене васкавлӑн шӑлкаласа, часах Марийка тавра пуҫтарӑнчӗҫ.Торопливо утирая слезы, вокруг стола, плотно окружив Марийку, столпились женщины.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Халь вӑл вучах умне выртнӑ та, пӗтӗм пӗвӗпе силлене-силлене илсе, йынӑша-йынӑша хӑсать, хӑйне хӑй кӑкӑрӗнчен яра-яра тытать, пуҫне пӑркалать, пӗтӗмӗшпех халран кайнӑ пек куҫӗсене хупса, йӗпе тутисене ывӑҫ тупанӗпе шӑлкаласа илет.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Чӑнах та, пӗтӗм ҫӗршывран… — терӗ те вӑл, мамӑк пек ҫемҫе кӑвак шарфа ачашшӑн шӑлкаласа илчӗ.— Действительно, со всей страны… — сказал он, ласково потирая пушистый синий шарф.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл, эрехне тӑкас марччӗ тесе, стопкӑна хуллен ҫеҫ ҫӗклерӗ те, ӗҫсе ярса, васкамасӑр уссине шӑлкаласа илчӗ.Он осторожно поднял стопку, боясь сплеснуть вино через край, выпил, не спеша обтер усы.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чей чашкине ҫӗклерӗ те вӑл, юнашар тӑракан Лозневой ҫинелле пӑхса илчӗ, — лешӗ пӗҫертсе янӑ пӳрнисене ҫӗтӗк-ҫатӑк пиншак аркипе шӑлкаласа, ним чӗнмесӗр тӑрать.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Куҫне шӑлкаласа илсе, пуҫне кӑларса пӑхмасӑрах, вӑл сарӑрах тӗслӗ шӗвек тултарнӑ бутылка ярса тытрӗ.Протерев глаза, не выглядывая, он схватил бутылку с желтоватой жидкостью.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шинельне хулпуҫҫийӗнчен уртса, ҫамка хӗрринчи тӗссӗрленсе, лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫӳҫ пайӑркисене шӑлкаласа, Лозневой пӳртумне тухрӗ; сӑнӗ-пичӗ салху, тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑран ӗнтӗ, кӳпченӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӗшенчӗклӗн танкӑлтатса пынӑ хушӑра, тусанланнӑ питне вӑл час-часах пилоткипе шӑлкаласа илет.Он шел усталым шагом, часто обтирая запыленное лицо пилоткой.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Лукашка, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗнчен хӑй вӑтаннӑ пек пулса, папахине хыврӗ те, ҫамкине ҫаннипе шӑлкаласа, Марьянкӑпа Устенька патне пырса тӑчӗ.
XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Мӑйне тӑсса, куҫӗсене хупса, хӑраса тӑракан автана тӗттӗм кӑвак пуҫӗнчен аллипе шӑлкаласа, Лукашка ӑна алли ҫине илчӗ.
VII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл пынӑ ҫӗртех лаплатса ӳкнӗ, халӗ вара, йӑлт тусанланса пӗтнӗскер, хӑрах аллипе пӑшалне варри тӗлӗнчен тытса та тепринпе сӑмсине халсӑррӑн шӑлкаласа, амуници йывӑрӑшне чӑтаймасӑр аялаллах пӗкӗрӗлсе хутланнӑскер, тӑват уран упаленнӗ пек чупса, хӑйӗн ҫурма ротине хӑваласа ҫитесшӗн хыпаланать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кимӗрен вӑл пӗр вунӑ хут сиксе тухса каялла сиксе кӗчӗ: пӗрре, ҫийӗнчи пиншакне вӗҫертсе ярса, ашшӗ пуҫне кӑкӑрӗ ҫумне ыталаса тытрӗ, тепре унӑн ҫывӑрса кайнӑ алли-урине шӑлкаласа ҫемҫетме тытӑнчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ак ҫак сӑваплӑ христиансем какай таврашне тиркеҫҫӗ те, аппару тимӗр шапасем курӑк чӑмласах тӑранаҫҫӗ, — хушса хучӗ Боримечка, тутинчи мулкач юнне шӑлкаласа.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӗррӗн пӗрне те вӗҫертмӗпӗр, мур илесшӗсене! — мӗкӗрсе ячӗ Иван Боримечка, тарланӑ питне ҫӗлӗкӗпе шӑлкаласа.
XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Алӑк умне ҫитсе чарӑнсан, Кандов тарланӑ питне шӑлкаласа илчӗ те алӑка шаккарӗ.Остановившись перед дверью, Кандов отер пот с лица и постучался.
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурте лӑпланса ҫитсен, Мичо бай, йӗпеннӗ куҫне шӑлкаласа, Огнянова ҫакӑн пек каласа хучӗ: — Председатель, йышӑнсамччӗ ху вырӑнна: пирӗн лару пӗтмен-ха! — терӗ.
VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.