Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑклӑрах (тĕпĕ: шанчӑклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ илем, ман алра шанчӑклӑрах.

— Я возьму, в моих руках вернее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шанчӑклӑрах пултӑр тесен эпӗ кассетӑна улӑштартӑм, каллех тӗллерӗм.

На всякий случай я переменил кассету, снова нацелился.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫав стрелка юлташунтан та шанчӑклӑрах: хӑш чухне юлташу та хӑй сӑмахӗ ҫине тӑраймасть, анчах стрелка яланах, кирек хӑҫан та, ӑна хуть те мӗнле ҫавӑркаласан та, ҫурҫӗр еннеллех пӑхать.

Стрелка эта тебе верней друга: бывает, друг твой изменит тебе, а стрелка неизменно всегда, как ее ни верти, все на север глядит.

II // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Командирсене канашлӑва пуҫтарса вӑл кам та пулсан тата шанчӑклӑрах шухӑш парӗ тесе шухӑшларӗ.

Собирая совет, он думал, что у кого-либо может возникнуть более надежная мысль.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Капла шанчӑклӑрах: е ҫапӑҫса вилетӗн е…

Так вернее: или отбиться, или…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем приказа ӗҫе кӗртнӗ, лайӑхрах шутласа пӑхсан, паллах ӗнтӗ, йытта тӗпсакайне хупни сӑнчӑрпа кӑкарнинчен шанчӑклӑрах.

Приказ они выполнили, потому подпол, подумать ежели, куда вернее цепи.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Вӗсене кунта ытларах тытса тӑрас пулать, ҫынсем сиссе илччӗр, тен, кӗрӗксемпе тыррисене шанчӑклӑрах пытарма ӗлкӗрӗҫ.

«Подольше надо затянуть, подольше, чтобы все люди узнали, авось, успеют понадежней упрятать полушубки и продукты.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Патак вӗҫҫӗнех вӑкӑртан хӑтӑлайманнине пӗлет-ха вӑл, ҫапах та патакпа шанчӑклӑрах.

Он понимал, что палкой от быка не спасешься, но все же с нею было как-то спокойнее.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

— Ирхи апат хыҫҫӑн, ӗҫе килес умӗн, эпӗ магазина кӗтӗм, — Пробатов пулӑшнипе хавхаланса, Анохин малалла шанчӑклӑрах каларӗ.

— После завтрака, перед работой, я зашел в магазин, — одобренный поддержкой Пробатова, более уверенно продолжал Анохин.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров ирӗк ыйтмасӑрах, Ксюшӑна хул айӗнчен хӑюллӑн тытнӑ, Ксюша ӑна пӑхӑннӑ, хӑйне ҫавӑнтах шанчӑклӑрах туйса илнӗ.

Мажаров, не спрашивая разрешения, смело взял Ксюшу под руку, она доверчиво подчинилась ему, сразу почувствовала себя увереннее.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӑйне пур ӗҫре те кунран-кун шанчӑклӑрах туйнӑ, укомран килнӗ хутсене халӗ тӳсӗмлӗн пӑхса тухса майлаштарса хунӑ, часах хӑйӗн хушаматне хӑвӑрт чӑрмаласа ҫырса алӑ пусма пуҫланӑ.

С каждым днем он чувствовал себя увереннее во всех долах, сам терпеливо разбирал пришедшие из укома бумажки и вскоре бойко, размашисто выводил свою фамилию.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Парӑр мана Алешка аттине, ун кӗли шанчӑклӑрах.

Дайте мне Алешкины сапоги, под ними подошва дюже надежная.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий вара чунӗпе лӑпланса пычӗ, хӑйне ҫирӗпрех, шанчӑклӑрах туйма тытӑнчӗ.

Тем увереннее и холоднее становился Григорий.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Прохор, шанчӑклӑрах ҫуна туп-ха, эпир ун ҫине роторпа пралук хурӑпӑр.

— Прохор, подбери надежные сани, на них мы положим ротор и провода.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тата ҫав михӗсем чӑланта ларни хӑратнӑ ӑна, нӳхрепе антармалла пулнӑ — унта шанчӑклӑрах.

И еще ее беспокоило то, что мешки стоят в чулане, а надо было бы отнести их в погреб — место куда надежнее.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара Алеша хӑвӑрттӑн утса кӗрсе, виҫӗ хут листине сӗтел ҫине мӑнаҫлӑн хучӗ, ун хыҫҫӑн кашни листа ҫинчех тӑваттӑн алӑ пусрӗҫ те, Кондратьев ҫӑмӑллӑн сывласа илсе: — Ну, халӗ алӑ пуснисем те пур… Пакета ятарласа уйӑрнӑ юланутҫӑпа ярӑр, ку пуринчен те шанчӑклӑрах… — терӗ.

И когда Алеша, войдя своими быстрыми шагами, положил три листа на стол и когда на каждом листе закрасовались четыре подписи, Кондратьев легко вздохнув сказал: — Ну вот, есть и подписи… Пакет пошлите с коннонарочным, это надежнее всего…

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Пистолетсене урӑх шанчӑклӑрах вырӑна куҫарса хурас пулать, мӗншӗн тесен Дубининсен хваттерӗнче усрама хӑрушӑ» — тенӗ.

И сказал, что надо пистолеты перенести в другое, более надежное место: квартира Дубининых стала уже небезопасной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ҫынран илтни вӑл хӑйне-ха, ҫаплах пулса тӑрасса ху пӗлетӗн пулсан шанчӑклӑрах та…

— Одно дело, когда слышишь что-нибудь от людей, а другое, когда сам наверное знаешь, что именно так и будет…

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах хальхинче ӑна эп шанчӑклӑрах вырӑна пытаратӑп: пурте вӑрӑ мар-ҫке — сан пек пирӗштисем вӗсем ҫилле хывмаҫҫӗ.

Только я упрячу их в более надежное место: не все же воры — такие ангелы незлобивые, как ты.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов хӗвел анса ларасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтрӗ, хӑй валли шанчӑклӑрах кӗтес шыраса, вӑл вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрерӗ.

Огнянов с нетерпением ждал захода солнца и в поисках более надежного убежища несколько раз переходил с места на место.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех