Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шантарать (тĕпĕ: шантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускав университечӗпе Мускаври техника училищинче ӗҫлекен профессорӑн вӑхӑчӗ ҫук пулин те вӑл ҫак ыйту пирки шухӑшласа пӑхма шантарать.

И хотя профессор Московского университета и Московского технического училища был очень занят, он взялся за решение вопроса.

Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Шантарать кӑна мар-ха, туса памаллах ун: кивҫен илнӗччӗ те, парӑмне татмалӑх беседкӑ туса паратӑп терӗ.

Да не просто обещание, он должен это сделать: взял деньги в долг, взамен обещался беседку справить…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл мана беседкӑ туса паратӑп тесе шантарать тахҫанах.

Он давно уже обещает сделать мне беседку.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Шучӗпе виҫҫӗмӗш пулаканскер, ытти ҫулсенчинчен анлӑрах та интереслӗрех пуласса шантарать фестиваль йӗркелӳҫисенчен пӗри Раиль Садриев.

Один из организаторов фестиваля Раиль Садриев уверяет, что третий по счету будет обширнее и интереснее прошлых лет.

Пӑвана Юрий Гальцев килет // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rist-kilet

Пӗлтӗр пирӗн республикӑра 25 ФАП ӗҫе кӗртнӗ, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑҫал та ҫавӑн чухлех хута яма шантарать.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӑл хыснана кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче куҫарма шантарать.

Он обещает переводить казну в сентябре.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Лешӗ вӑрттӑнлӑха упрама шантарать.

Куҫарса пулӑш

Сӗтел ҫитти // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ун пек пулса иртсен кунта — ҫав ҫӗр ҫинче ӗҫлеме — китаецсем килсе тулмасса тата кам шантарать?

Если это случится здесь, кто заверит, что китайцы не заполонят - работать на этой земле?

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков бюджетран укҫа уйӑрма шантарать.

Куҫарса пулӑш

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Чӑнах та, калча пӗр тикӗс ешерет, пысӑк тухӑҫ пама шантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

7. Эсӗ ӑна кирлӗ пултӑн — вӑл сана йӑпӑлтатать, кулкаласа ҫеҫ тӑрать, пулӑшма шантарать, ӑшшӑн калаҫать: «мӗн те пулин кирлӗ мар-и?» тесе ҫеҫ тӑрать.

7. Возымел он в тебе нужду,- будет льстить тебе, будет улыбаться тебе и обнадеживать тебя, ласково будет говорить с тобою и скажет: «не нужно ли тебе чего?»

Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тепрехинче вӑл е ку япалана илсе килме шантарать.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех