Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шал сăмах пирĕн базăра пур.
шал (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнекене кама та пулин парнеленӗ чухне, хӑвӑн ятупа халал сӑмахӗсене кӗнекен пӗрремӗш страницине е хуплашкан шал енне ҫыраҫҫӗ, ҫавӑнтах экслибрис (кӗнеке хуҫин ячӗпе хушаматне ҫырса хитрелетнӗ хут) ҫыпӑҫтараҫҫӗ.

Свое имя или посвящение пишут на первом листе книги или на внутренней стороне обложки, куда вклеивают и экслибрис.

Выставкӑра, музейре, библиотекӑра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Алӑка шал енчен ҫыхса илнӗ.

А та сидит взаперти, изнутри веревкой дверь к косяку привязала.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӳречесене шал енчен карнӑ, тул енчен те хупса лартнӑ.

Окна были затемнены изнутри и закрыты ставнями снаружи.

18. Колонист ҫурчӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Вӑл ункӑсене шал енчен шурӑ сарӑрах тӗслӗ тӗксӗм ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ пек туйӑнать.

Тусклый желтовато-белый свет освещал их как будто изнутри.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Тул енчен пӑрланса ларнӑ, шал енчен йӗпеннӗ полушубкӑсемпе, эпир, ӳпке чирӗпе чирлесрен шикленсех, хӗрсе кайнӑ кӑкӑра сивӗ сывлӑш ҫӑтса пыратпӑр.

И мы разгоряченной грудью вдыхали морозный воздух, рискуя с каждым глотком получить воспаление легких, и продолжали итти вперед в мокрых, обледенелых полушубках.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Башня шал енӗ пырса кӗмелле мар ҫирӗп пек туйӑннӑ.

Изнутри башня казалась неуязвимой.

VI. Ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑхӑтлӑха килӗшнипе усӑ курса тата кӑштах ун йӗркине пӑсса, вӑл хӑрамасӑрах канавӑн чӑнкӑ хӗррине пырса тӑнӑ, — унтан библиотекӑн шал енӗ курӑнать.

Пользуясь перемирием, а, может быть, отчасти и нарушая его, он отважился добраться до крутого склона обрыва, откуда была видна внутренность библиотеки.

IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Кӗлтесем хӗреслӗн-хӗреслӗн выртаҫҫӗ, пучахӗсем шал енче.

Снопы плотно лежали крест-накрест, колосьями внутрь.

Инҫетри уйра // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Сулахай тата сылтӑм урасен шал енчи пакӑлчак шӑммисенчен ҫӳлелле ВЕ виҫсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Пепкене пулӑшмалла // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.03.06

Тул енчен вара, тупӑ шал енчен пыра-пыра тӑрӑннӑ пекех, хумсем пырса ҫапӑнаҫҫӗ.

А снаружи морские валы, ударяясь о борта корабля, как бы вторили ударам, наносимым пушкой внутри.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӗр хуппийӗн шал енне нихӑҫан та анса ларман Хӗвел ҫутатса тӑрать, яланах тӳлек тӑракан лайӑх ҫанталӑк пирки кунта йывӑҫ-курӑк та пит лайӑх аталанса ӳсет, унти этемсем те ҫӗр тулашӗнчи этемсенчен авантарах пурӑнаҫҫӗ имӗш.

Ее всегда обогревает незаходящее Солнце, постоянный прекрасный климат обеспечивает великолепную растительность и идеальную жизнь для людей, гораздо лучшую, чем на внешней поверхности.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Вулкан кратерӗн шал енне каҫса пытаниччен эпӗ «ҫурҫӗрти хӗвел» ҫине вӑл чи аялта тӑнӑ вӑхӑтра пӑхма ӗлкӗртӗм; унӑн тӗксӗмрех шупка ҫутти манӑн ура айӗнчи тӗлӗрсе выртакан утрав ҫине сапаланса йӑвашшӑн ӳксе аран аран ҫутатать.

И, пределе чем укрыться во внутренности кратера, я успел взглянуть на «полуночное солнце» в низшей точке его стояния, откуда оно бросало свои бледные лучи на дремлющий у моих ног остров.

XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак кӗске сӑмах ӑна шал енчен ҫутатнӑ пек тата тул енчен пурне те ӑнланмалла пек турӗ.

Это краткое слово как будто осветило ее изнутри и сделало ясным все извне.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Английски ҫӑрана шал енчен уҫни илтӗнчӗ, алӑк ерипен уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.

Вӗсем шал енчен пӗтсе пыраҫҫӗ.

Их гибель идет изнутри.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тахӑшӗн папаххи хыҫне (пленум ирттерекен Культурӑ ҫуртӗнче шал шаккамалла сивӗ пирки хуҫи ӑна хывса хуман ӗнтӗ) пытанчӗ.

Укрылся за чьей-то папахой, не снятой с головы ее владельцем по причине великого холода в Доме культуры, где проходил пленум.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Гондола Лидон шал енчи ҫыранӗ патне ҫитсе чарӑнчӗ.

Гондола пристала ко внутреннему краю Лидо.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӳмен шал енчи ҫӗрӗ ҫине симӗс ҫулҫӑсемпе витнӗ.

Земля внутри ограды была покрыта густым ковром из зелёных листьев.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Коридорсемпе пӳлӗмсенче халӑх туллиех, ӗҫсен управлени алӑкӗн шал енче машинӑсем ҫатӑртатаҫҫӗ.

В коридорах и в комнате людно, приглушенный стук машинок за дверью управления делами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Алӑкӑн шал енче, Рита пӳлӗмӗнче, сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, такам гитара калать.

За дверью в комнате Риты слышны голоса, кто-то играл на гитаре.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех