Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккани (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк алӑкран хыттӑн шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑкран виҫӗ хутчен шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак вӑхӑтра алӑкран шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тултан тата хытӑрах темиҫе хутчен шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каласа пӗтереймерӗ, алӑкран шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кив сехет маятникӗ кӑна пӗр улшӑнмасӑр шаккани илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Моргиана хӑйне хӑй мӗн калассине алӑкран шаккани татрӗ.

Стук в дверь оборвал то, что хотела сказать сама себе Моргиана.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сахал пулнӑ-и тата Маригоспожа-Марикарчӑк патне килне пырса шаккани, куҫран пӑхни.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл питӗ ҫывӑхран иртсе кайрӗ, винт валӗ шаккани те илтӗнет.

Он прошел так близко, что слышен был стук винтового вала.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Таврӑнсан ҫӗрле ман патӑма кӗрӗр, ҫывӑратӑп-и эпӗ е ҫук-и — виҫӗ хутчен шӑппӑн шаккани мана эсир килнине пӗлтерӗ.

Возвратясь, зайдите ночью ко мне, буду я спать или нет, — тихий тройной стук известит меня о вашем прибытии.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫак вырӑнта Ботредж сӑмахне алӑкран шӑппӑн шаккани пӳлчӗ, ҫакӑ хӑмаран ал тупанӗпе хыттӑн шаплаттарнипе вӗҫленчӗ.

На этом месте речь Ботреджа перебил тихий стук в дверь, закончившийся громким хлопком ладони о доску.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл тупӑк патнелле ҫывхарса пынӑ май аялтан шаккани уҫӑмлӑнрах та хыттӑнрах илтӗнет.

По мере того, как она пробивалась к гробу, стук снизу становился все явственнее и настойчивее.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ҫапла хуллен пынӑ май чиперех мунча умӗпе ирте пуҫланӑччӗ, пӗчӗкҫеҫ кантӑкран шал енчен шаккани, ӑна ятран чӗнни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сулахай стенара аялтан шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сана калама маннӑ: иккӗ шаккани — ырӑ хыпар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫҫӗмӗш кунне сасартӑк стенара такам шаккани илтӗннипе вӑранса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ак ҫак стена ӑшӗпе ҫӳлелле хӑпарать, пӳлӗмре питӗ лайӑх илтӗнет шаккани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

…Ехвинпе хӑнисем ҫапла чиперех калаҫса ларатчӗҫ, такам калинккерен шаккани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи вӑхӑт нумай иртрӗ-и, сахал-и, сасартӑк такам пӳрте янраттарсах кантӑкран шаккани шартах сиктерсе вӑратрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗтмен ҫӗртен Регинӑн шухӑшне алӑка шаккани татрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех