Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккани (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳлӗмре шӑп, чирлӗ ҫын хӑвӑрт-хӑвӑрт сывланипе будильник пӗр виҫеллӗ шаккани кӑна илтӗнеҫҫӗ.

В тишине было слышно лишь прерывистое дыхание больного и мерное тиканье будильника.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Алӑка майӗпен кӑна виҫӗ хут шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Послышались три негромких стука в дверь.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алӑк шаккани илтӗнчӗ.

Раздался громкий стук в дверь.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр ӑна порошок пама та ӗлкӗреймерӗ, алӑка шаккани илтӗнсе те кайрӗ.

Не успел доктор дать ему порошки, как в дверь постучали.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Петр хапха патне чупса та ҫитменччӗ-ха, тул енчен алӑка шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Но не успел Петр подбежать к воротам, как кто-то постучал.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Татах алӑк шаккани илтӗнчӗ, тулта такам кӑшкӑрашрӗ, йытӑ вӗрсе ячӗ.

Снова раздался стук в дверь, кто-то крикнул, залаяла собака.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сасартӑк хапхана шаккани илтӗнсе кайрӗ.

Но тут раздался громкий стук в ворота.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Давыдов каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн тӗпелти пӳлӗмне кӗчӗ те, почтӑран халтерех кӳрсе панӑ хаҫатсене пӑхса тухма тесе, сӗтел хушшине ларнӑччӗ кӑна, — чӳрече хашакӗнчен хуллен шаккани илтӗнчӗ.

Поужинав, Давыдов прошел к себе в горницу и только что присел к столу просмотреть недавно принесенные ему с почты газеты, как услышал тихий стук в переплет оконной рамы.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хашлатса йывӑр сывлани, сӗтел ҫинче унӑн кӗсьене чиксе ҫӳрекен пысӑк сехечӗ шаккани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Слышно было только, как тяжело, с сапом, он дышит да тикают на столе его большие карманные часы.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Алӑка шаккани, вӑйлӑ тенор сасси илтӗнсе кайрӗ:

Стук в дверь, сильный тенорок:

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Татах шаккани илтӗнчӗ.

Стук повторился.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урамран кӑшт шаккани илтӗнет-и — вӑл пуҫне ҫӗклет, хӑш чух вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, форточка уҫса итлет: Обломов мар-ши?

Чуть застучат на улице, она поднимет голову, иногда вскочит с постели, отворит форточку и слушает: не он ли?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫаксене пула ҫуртра та, ял ҫинче те шӑв-шав, йытӑ вӗрни, ҫухӑрашни, шаккани, кӑшкӑрашса чӗнни, музыка сасси янӑраса тӑратчӗ.

Все это наполняло дом и деревню шумом, гамом, стуком, кликами и музыкой.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах пӗлместӗп, таҫта темӗн шаккани илтӗнчӗ — пуҫӑмраччӗ-ши, чӗрере-и, — мана вара пурнӑҫ шаккаса вӑратнӑ пекех туйӑнчӗ, халӗ вӑйсӑр пулин те, вӗҫертмен аллисемпе тем тума, тем юсама тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Но что-то стучало, не знаю где — в голове или в сердце, — и мне казалось, что это жизнь стучит, и возится, и строит что-то ещё слабыми, но цепкими руками.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каллех пуҫ тӗлӗнчех хытӑ шаккани янраса кайрӗ.

И опять над самой головой раздались тяжелые удары.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗскен шаккани илтӗнчӗ, унпа пӗрлех алӑк майӗпен уҫӑлчӗ.

Одновременно с коротким стуком дверь приоткрылась.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла шаккани тата хӗрхенсе пекле калаҫас йӑли аттене ҫилентерет.

Только отца раздражали и этот стук, и снисходительная манера говорить.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапах унта та темӗн чӗриклететчӗ, темӗн шӑтӑртататчӗ — сасартӑк пӗр вӗҫҫӗн чӗтретсе шаккани илтӗнетчӗ, — сехет мӑлатукӗ янӑракан япала хӗррипе ҫапнӑ пек.

Но и там что-то поскрипывало, шуршало — и вдруг начинался мерный дребезжащий стук, как будто молоточек в часах бил мимо звонка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Адрианӑн ҫак шухӑшӗсене алӑка такам франмасонла виҫӗ хутчен шаккани сасартӑк татнӑ.

Сии размышления Адриана были прерваны нечаянно тремя франмасонскими ударами в дверь.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кайӑк-кӗшӗк сасси ҫеҫ — улатакка шаккани, туратсем хушшине вӗҫкелекен сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем хаваслӑн чӗвӗлтетни е кӗпшӗл-кайӑк выҫтаххӑн чарлатни — ҫак пӑлхануллӑ та кичем, ҫемҫе хумсемпе сарӑлакан шава тӗрлӗрен сас-чӳ хушса тӑрать.

Только птичья возня, стук дятла, веселое цвиканье стрелявших меж ветвей желтеньких синиц да жадный сухой кряк соек разнообразили этот тягучий, тревожный и грустный, мягкими волнами перекатывающийся шум.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех