Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шав сăмах пирĕн базăра пур.
шав (тĕпĕ: шав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗт тӳпере шӑвать, Пурнӑҫ шав ҫапла юхать.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир пырса ларӑр, ак кунта, — илтрӗ вӑл хӑлхара янӑракан шав витӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах хыҫалти шав вӑйланчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе утӑм ҫеҫ турӗ малалла, хыҫалта каллех шав илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Умӗнчи темӗн ҫӳллӗш хума тӗртсе, халиччен лӑпкӑн тӗлӗрсе выртакан кӳлӗ ҫийӗн шав кӑларса, таврана хускатса самаях хӑвӑрт ишме пуҫларӗ хайхи.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Вӑл вӑхӑтра эпӗ джунглири тискер кайӑксен пурнӑҫӗпе йӑли-шӑпи ҫинчен шав шухӑшлаттӑм, хам вара тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташпа чӑн пирвайхи ӳкерчӗке сӑрласа хума мехел ҫитернӗччӗ.

Я много раздумывал о полной приключений жизни джунглей и тоже нарисовал цветным карандашом свою первую картинку.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ун хыҫҫӑн ҫурхи шав хыттӑнрах та хыттӑнрах илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑван тӑрӑхра тӑрӑшса шав малалла ӗҫленӗ, темӗн те пурнӑҫланӑ, кулленхи хӗвешӳре пӗрре кӑна мар ҫиеле тухса ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

— Вӑхӑт шав малалах шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Чӑнах та, нумай кӗттермерӗ вӑл, паҫӑрхи пекех шав туса, Укаҫ умне тӑчӗ те ӑна салтак гимнастерки тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урхамахсем улттӑн, утҫӑм пӗччен, Шав туртаймӗ тесе хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӗҫ тухаймарӗ унӑн, лешӗ шав Шӑхальтен пӑрӑнчӗ, тантӑшӗсенчен пӗрре те уйрӑлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ карчӑк, анчах хӗр ӑна итлемерӗ — шав йӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ янӑ вӑл йыхрав Маттурсене пуҫтарма, Ӑҫта кирлӗ шав пӑлхав Тума хушнӑ, тапратма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл аллипе пӗр суллать, Ӗҫекене шав ырлать: Ӗҫет, ҫиет туй ҫынни, Тӗнче ҫурать юрлани!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ ӗнтӗ Сившура Урӑм-сурам туй сикет: Сасси янтрать таврара, Вӑрманти пек шав ӳлет.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ватти-вӗтти килелле Саланмашкӑн тытӑнать, Сукмаксемпе, ҫулсемпе Шап-шур халӑх шав утать.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ вӗсем, ытарайми тавралӑха асар-писер шав кӳрекенскерсем пирӗн окопсем умне ӳксе, хаяррӑн шартлатса ҫурӑлчӗҫ, темӗн ҫӳллӗш хура тӗтӗмпе тусан ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пурнӑҫ шав малалла!

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Эпир кӗнӗ чухне хваттерӗнче шав.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех