Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лоренцо аттене упӑшкипе арӑмӗ мӑнастир валли те, чухӑнсем валли те пуян парнесем парса, ырӑ сунса ӑсатрӗҫ.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Гоголь столицӑра илемлӗ Невски проспекта ҫеҫ мар, ун тӑрӑх вӗҫӗмсӗр чаплӑ каретӑсем, вӗҫкӗнле тумланнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем иртнине ҫеҫ мар, унпа юнашар чухӑнсем пурӑнакан тӗттӗм урамсене, «пӗчӗк ҫынсем» ҫав тери асапланса пурӑннине, вӗсене Ковалевсемпе Пироговсем таптаса тӑнине, чинлӑ тата укҫаллӑ ҫынсем аскӑн пурнӑҫпа пурӑннине те курма пултарнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ҫак пуянах мар ростовщиксем пуян ростовщиксемпе танлаштарсан темиҫе хут чунсӑр пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен начар тумтирне уҫҫӑнах кӑтартакан чухӑнсем хушшинче суту-илӳ тума пуҫлаҫҫӗ, пуян ростовщиксем вара вӗсене курмаҫҫӗ, вӗсем каретӑпа ҫӳрекенсемпе кӑна ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пуян хӑйӗн патне ыйткалакан кӗнине юратмасть пулсан, чухӑнсем хуҫа кӗнине унтан та ытларах юратмаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ну, эпир, чухӑнсем, хамӑрӑнне те шутлатпӑр, ҫыннӑнне те упратпӑр.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Саншӑн пулсан — пур ҫынсем те пӗрех, маншӑн вара пирӗн пек телейсӗр чухӑнсем пур тата ӗмӗрӗпех пирӗн юна ӗҫсе пурӑнаканнисем пур… вӗсем пире тӳрленсе тӑма памаҫҫӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Чухӑнсем, япӑх хуҫалӑхлисем мӗнле?
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуяннисем хуторта виҫӗ кил, ыттисем пурте чухӑнсем.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуяннисем ҫавӑн пек пурӑннӑ-ха ун чух; пирӗн йышши чухӑнсем мӗнле пурӑннине курасчӗ: ҫӗре шӑтӑк алтнӑ та — вӑт сире пӳрт!
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпир пролетарисем, чухӑнсем совет влаҫӗшӗн пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫемье нуши пӑвса лартнӑ чухӑнсем, пур чухне те чакма, кирек мӗнле усал ӗҫ тума та, вӗлересси таранчченех, салтак пусӗсене ҫаратма хатӗр тӑракан ыйткалакансем, — ҫакӑ вӗт пӗтӗмпе те хӑйӗн пӗр чӳлмек купӑста яшкишӗн.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эппин чорбаджисене хӗр чысӗнчен кулма юрать иккен те, саккунсене чухӑнсем валли кӑна ҫырнӑ-им?Значит, чорбаджии вольны надругаться над девичьей честью, а законы писаны только для бедняков?
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗншӗн вӑл пуян ҫынсем пекех путсӗр те ӑссӑр чухӑнсем нумай пулнине курать-ха?»И отчего видит она так много бедных, которые так же безрассудны и дурны, как богатые?»
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл хӑйне чееленме пӗлекенсем тата ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑнсем нумай улталанине курма пуҫланӑ, ҫитменнине тата пулӑшма тивӗҫлӗ, укҫана тыткалама пӗлекен ҫынсене те ҫав панӑ укҫа нихҫан та тенӗ пекех ҫителӗклӗ усӑ паман: вӑхӑтлӑха нушаран хӑтарать те, тепӗр ҫур ҫултан, ҫулталӑкран ҫав ҫынсем каллех нушана кӗрсе ӳкеҫҫӗ, Катерина Васильевна ҫакна та курнӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, вӑт лайӑх пулать чухӑнсем пулман чухне, никам та никама та ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерес ҫук, пурте хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, телейлӗ ҫынсем пулаҫҫӗ».
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Питӗ тӗлӗнмелле, — шухӑшлать Верочка, — вӑл чухӑнсем ҫинчен мӗн каланине те, хӗрарӑмсем ҫинчен мӗн каланине те, мӗнле юратмалли ҫинчен каланине те — ҫаксене пурне те эпӗ хам туйнӑ-ҫке-ха, пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ, — ӑҫтан илнӗ-ха эпӗ вӗсене?
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ чухӑнсем тӗнчере ан пулччӑр тесе ӗмӗтленнипе йӑлтах килӗшетӗп, мӗншӗн тесен ман ҫураҫнӑ хӗр ҫакна тӑвать те ӗнтӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Пулмалла мар? — терӗ Верочка пӳлсе, — эпӗ хам та чухӑнсем пулмӗҫ тесе шутлатӑп; анчах епле пулмаҫҫӗ-ха вӗсем, ҫавна эпӗ шухӑшласа тупаймарӑм, — калӑр, мӗнле?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ, чухӑнсем пекех, чухӑнсем ан пулччӑр, тесе шухӑшлатӑп, ҫак ӗмӗт хӑҫан та пулин пурнӑҫланатех: паян-и е ыран-и, эпир пурнӑҫа пурпӗрех чухӑнсем пулмалла мар тума пултаратпӑр; анчах…
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ырӑ кӑмӑллӑ та ӑслӑ хӗр сирӗн вӑл: ҫапла, эпир, хӗрарӑмсем, — мӗскӗн чунсем, чухӑнсем эпир! — терӗ Верочка, — анчах, кам-ха сирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗр?