Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чух сăмах пирĕн базăра пур.
чух (тĕпĕ: чух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
КСМО вара чиновниксемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ ҫӗрте те, власть органӗсемпе ыйтусене татса панӑ чух та витӗм кӳме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ Г.Н.Волков академик те ҫапла каланӑ: «Аннесем пур чух пурӑнатпӑр-ха. Чӑнах та, ача хӑй ашшӗ-амӑшӗ виличченех ача вӑл, ачалӑх унра вӗсем ҫутӑ тӗнчерен уйрӑлсан ҫеҫ пӗтет пулмалла».

И известный чувашский мудрец Г.Н.Волков академик говорил так: "Пока есть матери живем. И вправду, ребенок до смерти родителей ребенок, в нем детство заканчивается, когда они распрощаются с белым светом".

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Тен, ҫавӑнпа та вилтӑпри умӗнче тӑнӑ чух вӑл пирӗнпе юнашар пулнӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Каччӑ чух та чӑваш хӗрӗсенех вӑйӑран ӑсатнӑ.

Будучи женихом провожал чувашских девушек с игрищ.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Нумайранпа вырӑсла ҫеҫ хутшӑннӑран чӑвашла калаҫнӑ чух чӗлхи кӑшт такӑнать унӑн.

Из-за того, что давно разговаривает только на русском, при разговоре на чувашском у него чуть заплетается язык.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ӗҫлеме те вӑл шӑп кӑна ҫӗнӗ реформа пурнӑҫа кӗрсе пынӑ чух пуҫланӑ.

И к работе она приступила как раз в то время, когда реформа только началась.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Районта пуян предприятисемпе организацисем самай пулсан, вӗсем нумай чух ялсен йывӑрлӑхӗсене татса пама пулӑшаҫҫӗ.

Если в районе имеется больше богатых предприятий и организаций, они в большинстве случаев помогают решить трудности деревень.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫӑпанран сипленнӗ чух иммунитет, веществосен ылмашӑвӗ, нерв системине, вар-хырӑм мӗнлерех ӗҫленине пӗлмелле.

При лечении фурункула надо проверить иммунитет, обмен веществ, нервную систему, работу кишечного тракта.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫинӗ чух кашни турилкке ҫине лимон касӑкӗ, 2-3 оливка хурса памалла.

При подаче на стол положить на каждую тарелку дольку лимона, 2-3 оливки.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Таврӑннӑ чух инҫетрен пӑхса килетӗп, никам та курӑнмасть.

Возвращаюсь обратно, гляжу издали, никого не видно.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Йывӑҫпа сипленнӗ чух хӑвӑра лӑпкӑ, ирӗклӗ тытӑр.

При лечении деревом ведите себя спокойно, свободно.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Уйӑх тӑхрисем улшӑннӑ чух сиплев пуҫламалла мар.

При смене лунных фаз не надо начинать лечение.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Сивчир чух температурӑна чакарать.

При лихорадке понижает температуру.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тукмак тӳнмелле туй кӗрлеттерменшӗн ҫывӑх ҫыннисене ун чух та, халӗ те пӗр сӑмах каласа та ӳпкелемест мӑшӑр.

И тогда, и сегодня пара не упрекает родных людей за то, что не отгрохали свадьбу до упада колотушек.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

– Аверкий ҫамрӑк чух спортпа туслӑччӗ, кашни кун турник ҫинче йӑтӑнатчӗ.

- Аверкий в молодости увлекался спортом, каждый день потягивался на турнике.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Лилия Валерьевна Чӑваш Енри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ вӑхӑтрах халӑх ташшисене кӑмӑлланӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ чух вара ҫак туртӑм тата вӑйлӑрах ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кун пек урай пассажирсемшӗн транспорт ҫинчен аннӑ тата хӑпарнӑ чух меллӗ.

Такой пол удобен для пассажиров транспорта при посадке и высадке.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Колхоз председателӗнче ӗҫленӗ чух атте пуҫарнипе Мемеш патӗнчи хурӑнлӑхра Акатуй ирттерме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Галина ҫамрӑк чух Ишлейри ҫӑкӑр пӗҫерекен заводра технолог пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Унсӑр пуҫне тепӗр чух хам та кӗвӗ-ҫемӗ авӑрне путатӑп.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех