Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупать (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗнкӗ пулсан та ҫын ӑсне ҫитерет: вӑл хуллен кӑна сӑнаса тӑрать, ушкӑнтан Лӗхтинккапа Шахруна палласа илет те лешсем тухса кайсан тин стараста патне чупать.

Приглядевшись, признал среди грабителей Лехтинку и Шахруна и, как только они ушли с ворованными товарами со двора, побежал к старосте.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паҫӑрхи айӑпа каҫарттарнӑ Ивук савӑнӑҫлӑн каялла чупать.

Довольный местью, Ивук бежит назад…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулла вӑл ачисене ертсе ҫум ҫумлама ҫӳрет, ҫынсене ӗҫлесе парать, хӗлле ҫӑпата туса сутать, арӑмне пир тӗртме пулӑшать, сунара чупать.

Летом он всей семьей подряжается к богатым на прополку, зимой плетет лапти на продажу, помогает жене ткать холсты, бегает на охоту.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗлле те, ашшӗ пекех, мӑйкӑчпа та танатапа вӑрмана кайӑка чупать.

Даже лютой зимой бегает с петлей в лес на зайцев, как отец.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл васкасах Каҫҫан пиччесем еннелле чупать.

Чуть ли не бегом устремляется к дому Касьяна.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван Мултиер патне тухса чупать.

Прорвавшись, Ухтиван бежит к Мульдиеру.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуллен, асӑрханса пускалаканскер, чӑх ҫынсем тӗлӗнчен иртнӗ чухне ҫеҫ васкаса шӑк-шӑк-шӑк-шӑк чупать.

Тихо, неспешно ступая, курица бежит быстро и щебечет только тогда, когда проходит мимо людей.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тӑхта кӑшт, илсе килем, — тесе Ухтиван тӑрса килне чупать те ҫав самантрах каялла таврӑнать.

— Ты погоди, я разом сбегаю, — Ухтиван быстро встает и бежит домой.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Аптраса ӳкнӗ Мулкач Терушӗ тӗлӗннипе пӗҫҫине шарт ҫапать те кӳршисем патне тухса чупать.

Заметался тут Теруш, бьет себя по ляжкам, бежит к соседям.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тул ҫутӑлса килнине кура Яриле старик шартах ҫикет те каялла ҫавранса картишнелле чупать.

Увидев приближающий рассвет, старик Яриле вздрогнул и, повернувшись, побежал во двор.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Авӑ сасса илтнӗ те, Пӗр ҫын урампа чупать

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Лаши чупать пуҫ ухса, Ӳсӗр хуҫи хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Акӑ пӗр этем чупать, Ула ӗни мӗкӗрет, Сӗмсӗр сысни ҫухӑрать, Пӗтӗм яла ҫӗмӗрет, Кӗтӳ хыҫҫӑн урампа Хура тусан хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ват Атӑл, эс юхан канмасӑр; Сан тӑрӑх ҫил чупать вӑш-ваш.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

…Ваҫлей пӗрне те систермесӗр, Васкать барон патне — чупать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сас-чӳ, шав еннелле пӗр ҫулсӑр, Ҫырма-ҫатрасене пӗлмесӗр, Чупать ут хӑвӑрт, сиккипе.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер чупать.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чупать Ухтер, васкать хуҫа, Чӗтрет, хӑй кайнӑ талӑрса.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӳрет, чупать ав йӑрӑ тилӗ, — Вӗт-шак, асту! ан пул анра, — Сыхланмасассӑн ҫитӗ вилӗм, — Ҫурса тӑкать пӗр самантра.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗрен Марине те пӗр тӗлтен тепӗр тӗле чупать, ҫынсем ун хӗрле ҫавӑрса ҫыхнӑ шур тутӑрне ҫеҫ курса юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех