Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗнче (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр йӗкӗте мӑйӗнчен ытакласа вӑрахчен чуп турӗ, Маюк куҫӗсенче сывлӑм шӑрҫисем пек куҫҫуль курӑнсан Кавӗрле чунӗнче ӗненӳпе шану хӑватлӑ тымарланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Карачӑмсен ҫурчӗн кантӑкӗсенче ҫутӑ ҫуккипе Пракух чунӗнче темле кӗтменлӗх йӑшӑлтатса илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Мӗн пулнӑ унӑн чунӗнче — турӑ кӑна пӗлет!

Что гнездилось в этой душе — бог весть!

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эпӗ унӑн чунӗнче мӗн пулса иртнине пӗлетӗп; эпӗ пӗлетӗп: вӑл, асапланса, хӑйне канӑҫ паман туйӑма хирӗҫ кӑштах кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫак самантра парӑнчӗ.

Я знал, что свершалось тогда в ее душе; я знал, что после недолгой, хоть и мучительной, борьбы она в этот самый миг отдавалась чувству, с которым уже не могла более сладить.

Роза // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 169–170 с.

Наталья чунӗнче чылайранпа тӑвӑнса пуҫтарӑннӑ пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑ сасартӑках тытамак тытнӑ чухнехилле хыттӑн чӗтресе ӗсӗклени ҫине куҫрӗ.

Все, что так долго копилось у Натальи на сердце, вдруг прорвалось в судорожном припадке рыданий.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чунӗнче хуняшшӗ ҫапла туни килӗшрӗ пулин те, Наталья сӑмах-мӗн чӗнмерӗ.

Наталья промолчала, хотя в душе она и была согласна с поступками свекра.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав йӗрӗхе ачашлать мӗн-ха чунӗнче!

Запек ей душу висельник!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн чунӗнче чӑлханса тулнӑ вӑрттӑн вӗчӗ тинех ӗнтӗ вӗҫерӗнсе вӑй илчӗ.

В нем освободились плененные, затаившиеся чувства.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Мелехова хӗрхенни тата ӑна курайманни Мишкӑн чееленме пӗлмен чунӗнче пӗр тӗвве тӗвӗленсе чӑлханчӗҫ…

Жалость и ненависть к Григорию Мелехову переплели Мишкино простое сердце…

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевичӑн чунӗнче те ӗнтӗ икӗ хире-хирӗҫ вӑй хаяррӑн кӗрешрӗ: сарӑ хӗрлӗ юн пӑлханса вӗрерӗ, ӗҫе хӑваларӗ, акма, ҫурт-йӗрсем тума, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсене юсама, пуйма хӑваласа хистерӗ; анчах ҫав хушӑрах пуҫа: «Кирлӗ мар мул пухма. Усӑсӑр ҫухалать!» — текен салхуллӑ шухӑшсем хӗсӗне-хӗсӗне кӗчӗҫ, пурне те сӳрӗклӗхӗн виле сӑнӗ пек шуранка тӗсӗпе витрӗҫ.

Да и в самом Мироне Григорьевиче свирепо боролись два этих начала: бунтовала рыжая кровь, гнала на работу, понуждала сеять, строить сараи, чинить инвентарь, богатеть; но все чаще наведывалась тоска — «Не к чему наживать. Пропадет!» — красила все в белый мертвенный цвет равнодушия.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чунӗнче темле савӑнӑҫлӑ пулсан та, гектартан икҫӗр аллӑ пӑт илме ҫӑмӑлах мар иккенне Рагулин аван пӗлнӗ…

И как там ни было торжественно у него на душе, а старик Рагулин понимал: получить двести пятьдесят пудов зерна с гектара — дело не шуточное…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Атарщиков ҫинчен шухӑшланӑ май, Листницкий пӗртен пӗр ҫакна ҫеҫ тавҫӑрса илме пултарчӗ: Атарщиков халӗ хӑйӗн чунӗнче тӑвӑлса тулнӑ хирӗҫӳсене татса памалли тӗрӗс ҫула шыраса асапланать, казакла туйӑмсене большевикла шухӑшсемпе ҫыхса хурса сыпӑнтарма хӑтланать.

В данном случае, думая об Атарщикове, он догадывался лишь об одном — что тот мучительно ищет выхода из создавшихся противоречий, увязывает казачье с большевистским.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Платонович, стариксен кӑмӑлсӑр пичӗсем ҫине ирӗксӗррӗн кулкаласа пӑхса тӑнӑ май, чунӗнче темле пӑтранчӑк та ирсӗр япала йӑшӑлтатнине туйрӗ.

Сергей Платонович, насильно улыбаясь, оглядел расстроенные лица стариков, на душе у него стало сумеречно и гадко.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Акӑ хайхи. Пуҫланать!» — шухӑшласа илчӗ вӑл; ҫак самантрах чунӗнче хаяр курайманлӑх капланса тӑвӑлчӗ, ҫывхарса килекен хӑрушлӑха сиссе, чӗри йывӑррӑн ыратса килчӗ.

«Вот оно. Начинается!» — подумал он, охваченный ненавистью и сдавленный тяжестью надвинувшихся предчувствий.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн чунӗнче марш кӗввисем янраса тӑраҫҫӗ.

В его душе звучали мелодии марша.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хаяр курайманлӑхпа хӗрӳ юрату ҫивӗтленсе ларчӗҫ ун чунӗнче.

И плелась в душе ненависть с великой любовью.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тухатмӑш чунӗнче мӗн пулса иртнине тӗнчере пӗр ҫын та каласа пама пултарайман пулӗччӗ; анчах вӑл унта мӗн пулса иртнине курас пулсан, пӗрре те тӑраниччен ҫывӑрайман пулӗччӗ, пӗрре те кулман пулӗччӗ.

Не мог бы ни один человек в свете рассказать, что было на душе у колдуна; а если бы он заглянул и увидел, что там деялось, то уже недосыпал бы он ночей и не засмеялся бы ни разу.

XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ун ҫине пӑхса илекен ҫын ҫав цыганӑн тӗлӗнмелле чунӗнче аслӑ тивӗҫлӗхсем вӗресе тӑраҫҫӗ теме хатӗр ӗнтӗ, анчах та ҫав хушӑрах лайӑх пӗлсе тӑрать вӑл, ҫав тивӗҫлӗхсемшӗн ҫӗр ҫинче мӗн пурри те пӗр награда ҫеҫ пулма пултарать, вӑл — ҫакса вӗлермелли такан.

Человек, взглянувший на него, уже готов был сознаться, что в этой чудной душе кипят достоинства великие, но которым одна только награда есть на земле — виселица.

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах юлташӗсем епле утнине куркаланӑ самантсенче вӑл хай те туять: хӑйӗн чунӗнче те ҫав ҫилех, ҫав хӗл пуҫланас умӗнхи ҫилех уласа шӑхӑрать…

Но в те секунды, когда он видел, как брели товарищи, он чувствовал, что в его душе свистит и воет такой же вот предзимний ветер…

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак улшӑнусем ҫине-ҫинех палӑра пуҫланӑ: халичченхи пек, йӑпӑр-япӑрах ӳкӗте кӗмен вӑл, йӑвашах та пулман, юлташӗсем хушшинче хӑйне хӑй хӑюллӑрах тыткаланӑ, калаҫасса ҫине тӑрса, хӑш-пӗр чух тата чӑрсӑртарах та калаҫнӑ, пур ӗҫе те вӑр-вар, ҫине тӑрса, хыпкаланса тунӑ, — хӑйӗн чунӗнче майӗпен капланса пынӑ тӑвӑл ӑна пӗрмаях ҫӗклентерсе пынӑ.

Эти перемены начали сказываться во всем: он стал менее сговорчив и добр, среди товарищей держался смелее, разговаривал настойчиво, а иногда даже дерзко, делал все быстро, напористо и беспокойно, — так и поднимала его та буря, что медленно копилась в его душе.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех