Шырав
Шырав ĕçĕ:
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.34. И сказал им: душа Моя скорбит смертельно; побудьте здесь и бодрствуйте.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.38. Тогда говорит им Иисус: душа Моя скорбит смертельно; побудьте здесь и бодрствуйте со Мною.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ӑстӑнӑм улталать-ши мана е чунӑм тӗлӗк тӗлленет-ши?36. Чувство ли мое обманывает меня, или душа моя грезит во сне?
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӑл каларӗ: манпа ан чӑрман, хуҫамӑм, эпӗ хам пирки йӗретӗп, хуйхӑм-суйхӑма лӑплатаймастӑп: чунӑм хӑшкӑлать, мӗскӗне юлнӑ ҫын эпӗ, терӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Саккӑрмӗш каҫхинех ман чӗрем ҫӗнӗрен хускалчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма пуҫларӑм: 37. ӗнтӗ ӑшӑм вут-ҫулӑмла хыпса илчӗ, чунӑм та ҫунать.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара эпӗ вӑрантӑм — ӳтӗм-пӗвӗм сиксе чӗтретчӗ, чунӑм та, вӗҫне ҫитнӗ пек, йӑлт халран кайнӑччӗ.14. И я пришел в себя, и тело мое сильно дрожало, и душа моя изнемогла, как будто исчезала.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кунта килсессӗн, эпӗ шутсӑр нумай усал ӗҫ куртӑм; вӑтӑр ҫул тыткӑнра пурӑннӑ хушӑра ман чунӑм ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййине курчӗ те, чӗрем ыратрӗ: 30. Эсӗ ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем тӗлӗшӗнчен тӳсӗмлӗ пулнине, усал ҫынсене хӗрхеннине куртӑм эпӗ, Хӑвӑн халӑхна вара пӗтертӗн, тӑшманусене сыхласа хӑвартӑн.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗр уйӑхра кӗтӳҫӗсенчен виҫҫӗшне пӗтерсе пӑрахӑп; вӗсен чунӗ Манран писнӗ пекех, Манӑн чунӑм та вӗсенчен писӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Е Ӑна хамӑн усал ӗҫӗмшӗн — малтан ҫуралнӑ ывӑлӑма, чунӑм ҫылӑха кӗнӗшӗн — хамӑн варӑмран ҫуралнӑскере парӑпин ҫеҫ?» 8. Эй этем! мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла, хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑшӑмра чунӑм халтан кайса ҫитсессӗн эпӗ Ҫӳлхуҫана аса илтӗм, вара манӑн кӗллӗм Сан патна, Санӑн таса Ҫуртна ҫитрӗ.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Шывсем мана чунӑм патне ҫитиех хупласа илчӗҫ, тӗпсӗр авӑр ҫавӑрса илчӗ мана; манӑн пуҫӑм тавра тинӗс курӑкӗ яваланчӗ.6. Объяли меня воды до души моей, бездна заключила меня; морскою травою обвита была голова моя.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл ҫапла куҫкӗретех асма пуҫласассӑн, хӑйӗн ҫарамасне уҫсассӑн, Манӑн чунӑм унӑн аппӑшӗнчен мӗнле сивӗннӗччӗ, кунтан та ҫавӑн пекех сивӗнчӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! манӑн чунӑм нихӑҫан та ирсӗрленменччӗ, ачалӑхӑмран пуҫласа халиччен те эпӗ виле таврашӗ е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫисе курманччӗ; манӑн ӑшӑма нимӗнле таса мар аш та кӗменччӗ, терӗм.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ манӑн чунӑм ӗҫне хӳтӗлерӗн; манӑн пурӑнӑҫӑма хӑтарса пытӑн.58. Ты защищал, Господи, дело души моей; искуплял жизнь мою.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм, тет манӑн чунӑм; эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп.24. Господь часть моя, говорит душа моя, итак буду надеяться на Него.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна манӑн чунӑм асра ҫирӗп тытать, хуйхӑпа касӑлать.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, куҫна уҫса пӑхсамччӗ, Сана ҫине тӑрсах итлеменшӗн чунӑм тӑвӑрланчӗ, ӑшӑм-чиккӗм пӑлханать, чӗрем вырӑнтан тапранчӗ; тул енчен мана хӗҫ ача-пӑчасӑр тӑратса хӑварчӗ, килӗмре вара — вилӗм ҫитнӗ пекех.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.