Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
чунлӑ (тĕпĕ: чунлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура чунлӑ этемпе пӗр куркаран сӑра ӗҫни амӑшӗн ятне яни, ашшӗне хур кӳни пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хресченсем мӗнле чунлӑ этемне аса илсе, тепӗр май шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашкӑр чунлӑ ҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сана мухтарӗ вӑл, хитре, ӑслӑ, ҫирӗп чунлӑ хӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакнашкал кулак чӗпписемпе кӗрешекен вӗри чӗреллӗ, таса чунлӑ ҫамрӑк, — тавӑрчӗ Уҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эсӗ акӑ шӑпах ҫавӑн пек ырӑ чунлӑ

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла шутлӑр, ку хавшак чунлӑ пулчӗ тейӗр.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫирӗп чунлӑ мур илесшӗ этемӗ, — шутларӗ Сарри ӑна хӑваласа кӑларасси патне ҫитсе.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫемҫе чунлӑ эс, ҫынна хӗрхенме пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сирӗншӗн ҫемҫе чунлӑ пулса пӗтереймӗн, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пек хытӑ чунлӑ ан пул, Тукай мӑрса, — йӑлӑнмаллипех йӑлӑнчӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑслӑ, ырӑ чунлӑ тата хӑй: хӑйшӗн ҫеҫ мар, ҫемйишӗн те тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

«Мӗнле ырӑ чунлӑ ҫынах эсир!

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Сирӗн паха тӗслӗхӗр тата та нумай ентеше ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарасса, ҫавна май пирӗн волонтер юхӑмне ырӑ кӑмӑллӑ та хастар чунлӑ ҫынсем ытларах та ытларах хутшӑнасса шанса тӑратӑп.

Уверен, ваш пример вдохновит на добрые дела многих земляков, и наше волонтерское движение пополнится новыми неравнодушными и активными людьми.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Ӑна халь платниксен бригадине ертсе пыракан ҫирӗп чунлӑ ҫын тееймӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

47-мӗш шкулта вӗренекенсен инициативлӑ, таса чунлӑ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма вӑй ҫитерекен, хӑй ҫемйине, хулине, Тӑван ҫӗршыва юратаканскер пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

— Темшӗн, кам пӗлет, — терӗ Наҫтиҫ, — питӗ усал чунлӑ ҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ай, сиенлӗ, кашкӑр чунлӑ ҫын, — терӗ кукамай.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗлен чунлӑ путсӗр Усал Гитлӗре Нимле хӗрхенӳсӗр Ылхан ҫиттӗрех.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Курас килчӗ чунтанах Тӑван киле, салана Курас килчӗ Вовӑна — Чӗкеҫ чунлӑ ачана.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех