Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах кӳлӗ кӳлмекӗ, хӗрлӗ чечексем сырӑннӑ ыйхӑри тӗмсен хашакипе ҫавӑрса ункӑланнӑскер, ҫав тери чипер, Моргиана ӗнер чулпа пенӗ хысак тӗпӗнче кӑвак куҫ кӗски уйрӑмах селӗм — шыв айӗнче ирхи вӑрман тӗлӗнмелле капӑррӑн та чаплӑн сӑнланнӑ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпир асӑннӑ карчӑк тахҫан вӑл пурӑннӑ хваттер хуҫиччӗ; вӑл хӑех апат илсе килсе паратчӗ; унӑн тахҫанхи хитре, халӗ вара типсе кушӑрханӑ алли турилкке лартнӑ чух чӗтретчӗ, тата вӑл яланах чаплӑн калатчӗ:
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пулӑшнӑшӑн пӗлӗшӗме хӑналасан карап ҫине кайрӑм, унтан вара Гез кунта, хӑна ҫуртне, пурӑнма куҫнине пӗлсен, — ара, чаплӑн сӑйланас терӗ ахӑр, — ун патне…
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тен, чунӗ хурах та мар пулӗ-ха лешӗн, анчах ресторана илсе кайса чаплӑн хӑналасан, центрти хаҫатра ӗҫлекен журналист статья ҫырма килӗшрӗ.
IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ну, Больт, эпир кӗрекере, хӑна пӳлӗмӗнче ларатпӑр, пирӗн патӑмӑрта хӑнасем, хӑвна чаплӑн кӑтарт.Ну, Больт, мы сидим в обществе, в гостиной, у нас гости, смотри отличись.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Чаплӑн тасатрӑм та вара сире! — укҫана ывӑҫласа кӑшкӑрса ячӗ Тоббоган.— Здорово я вас обчистил! — вскричал Тоббоган, сжимая деньги.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мана чаплӑн кӗтсе илчӗ, лайӑх сӑйларӗ, малтан вара хӑйӗн ҫынни урлӑ эпӗ ӑҫта тата мӗншӗн кайнине тӗпчесе пӗлчӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Цаупере те пеме хатӗррине асӑрхасан Гент ӑна хускалмасӑр тӑма паллӑ пачӗ, унтан пӗчӗк ракета кӑларса фитильне васкавлӑн чӗртрӗ; йӗри-тавра хӗлхемсем ывӑтӑннине курсан фейерверк ҫав тери чаплӑн ӗҫленине ҫирӗплетрӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак пӑтӑрмах сельдсене тӑван ҫӗр-шывне тавӑрчӗ, мана вара питӗ чаплӑн ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн «Кист» карап ҫине матроса вырнаҫма хистерӗ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Хаклӑ Эверест, — сирӗн «хальлӗхе» пӗлтерӗшӗ тӗрӗсех мар, — терӗ пике хӑйне ҫав тери чаплӑн алла илсе тата, ахӑртнех, Орсуна калавне пачах та нимӗн вырӑнне хумасӑр.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мана уйӑх анлӑшӗсен хушшинче тыткӑнласа ҫупӑрланӑ ҫав кӗвӗ сыпӑкӗ халӗ хӑлха тӗлӗнчех янӑрать, ку мухтав кунӗнче, — Ката-Гур утравӗсем патӗнчи тинӗс ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн, — чаплӑн юхнӑ юрӑ пек пулчӗ, нумай ҫул иртсен ун чухне эпӗ Ахуан-Скапӑн хӗвел хӗртсе шӑратнӑ ҫыранне, ылтӑн трубасемпе кӑвак чечексен хушшине ҫӗнтерӳне ярса пуснӑччӗ.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хыпаланчӑк шыравӑмра тӗлӗнмелле, ытарлӑ хутлӑхсемпе лапӑшсенчен утса-чупса иртрӗм, вырӑн-вырӑнпа вӗсене ҫӳлеллех кармашакан уйӑх чаплӑн ҫутатать, ҫул ӑҫталла выртнине хӑпӑл-хапӑл тӗшмӗртес йӳтӗмпе нумай хут, ҫав тери нумай хут чарӑна-чарӑна тӑратӑп, юлашкинчен пуҫӑм ҫаврӑнмаллипех ҫаврӑнса кайрӗ.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ пуринчен те сахалрах тӗлӗнетӗп, мӗншӗн тесен пулма пултарайми ӗҫ-пуҫ кӗтетӗп яланах, халӗ тепре курса ӗнентӗм: эпӗ пурнӑҫ ҫине мӗнлерех пӑхни ҫав тери чаплӑн ҫирӗпленсе пырать.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫапла вара эпир Поппа ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр: саккӑр хыҫҫӑн, пурте уява хатӗрленме саланса пӗтсен, манӑн ҫав йывӑҫ тӑррине улӑхмалла, Молли чӳречи умӗнче ҫав тери чаплӑн усӑ курнӑ пултарулӑхӑма хута ямалла.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсемпе мӗнле те пулин тепре курнӑҫатпӑрах, питӗ чаплӑн курнӑҫатпӑр.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫакнашкал кӗнекесене вуласан хӑвна питӗ чаплӑн тытма хӑнӑхатӑн.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫиелтен сӑнасан вӑл малта лараканнинчен вӑйсӑртарах, анчах аванах каҫӑрӑлса тӑнӑ та — ҫав тери чаплӑн кулать.Он был на вид слабее первого, но хорошо подбоченивался и великолепно смеялся.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Питӗ чаплӑн ҫакаҫҫӗ, — чӗнчӗ Ботредж.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Нотариуса хуравланӑ май вӑл шутсӑр чаплӑн та ҫепӗҫҫӗн «ҫапла» терӗ те — унӑн кӑмӑл-туйӑмӗн ытараймилӗхне парӑннӑран чӗннӗ хӑнасемпе кӳнтеленсем Георг Ван-Конета темиҫе минутлӑх ӗненчӗҫ, ӑна, паллах, питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ пулин те.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав тери чаплӑн юла юпса, — ӑна та пысӑк туйӑм ҫупӑрланӑ тейӗн, — Ван-Конет арӑмӗ ҫине ӑшшӑн та тимлӗн пӑхать, хура ҫӳҫӗнчи шурӑ чечеклӗ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗр ун ҫумӗнче тӑнӑран тата хитререх те пархатарлӑрах курӑнать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.