Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чаплӑн сăмах пирĕн базăра пур.
чаплӑн (тĕпĕ: чаплӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шап-шурӑ простыньпе, хитре утиялпа чӗркенӗ ачана чаплӑн ҫӗклесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирлене ларкӑч ҫинче юриех питӗ чаплӑн ларса пыма хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, вӑл тӗпре мӗн тери чаплӑн ларса пырать.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ хӑй ҫине тинкерсе пӑхсан та, ним асӑрхаман пекех, чаплӑн утса иртет.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун хыҫҫӑн хӑй вырӑнне чаплӑн майлашӑнса ларчӗ те каҫчен те тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Площадка уҫасси Ҫирӗклӗ ялӗн ялавне чаплӑн ҫӗклесе тухнинчен пуҫланнӑ.

Открытие прошло торжественным выносом флага с. Зириклы.

Ҫирӗклӗре ҫуллахи кану площадки стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3378818

Пирӗн искусствӑн чи лайӑх произведенийӗсенче Этемӗн мӑнаҫлӑ ячӗ татах та чаплӑн ӳсет, ҫав Этемӗн аслӑлӑхӗпе илемне, унӑн ӑс-тӑнӗпе аллисен иксӗлми вӑйне ҫирӗп шанса тӑни хӑватлӑн янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Унта чаплӑн алла паччӑр.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Малтанлӑха чи кирли — чиркӗве никӗсленине чаплӑн уявласа ирттересси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ.

Соревнование торжественно открыл заведующий сектором физической культуры, спорта и молодежной политики администрации Николай Чангайкин.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи тӳре-шара шахматпа шашкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34579.html

Раҫҫейри Педагог тата наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне чаплӑн уҫма Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Мария Илларионова хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, вӑтам шкул, культура учрежденийӗ тӑрӑшнипе уяв чаплӑн иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

Ачасем строй упражненийӗсене ура-уран утса чаплӑн кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 77-мӗш ҫулне районти кашни ял поселенийӗнче чаплӑн паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Икӗ ҫул каялла кӑна-ха вӑл Сююнбикепе, ун шӑллӗпе пӗрле Хусана чаплӑн пырса кӗресси ҫинчен шутлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫемьере вара пурте хыпӑнса ӳкеҫҫӗ, ӑна чаплӑн кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Воеводӑна аслӑ княҫа кӗтсе илнӗ пек чаплӑн кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр эмирӗ ҫемҫе минтерсем ҫинче чаплӑн ларакан Шигалее тӑрӑхларах касса кӑларнӑ пергамент листи пырса пачӗ, хан ӑна вулам пекки турӗ те нишан хурса ҫирӗплетме Булат Ширина тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Покровски урам пысӑк мар, ҫавӑнпа пӗрремӗш гимнази ытла пысӑк ҫуртах мар пулсан та, пит чаплӑн туйӑнать ытти ҫуртсем хушшинче.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл… хм… урӑхла каласан — ӳплене питӗ чаплӑн хӑтланӑран яланах типӗ ҫӳрекенскер…

Она… гм… то есть та, которая всегда была сухой благодаря отличному устройству шалаша…

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех