Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав тери чаплӑ ҫурт, чаплӑ завод, лайӑх ҫынсем…
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чаплӑ, чаплӑ!
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Курнӑ, — терӗ артист, — питӗ чаплӑ вырӑс актрисине курнӑ; анчах эпӗ ӑна пӗр никампа танлаштармасӑр хаклатӑп; эсир асӑннӑ актрисӑсем пурте лайӑх, кашни хӑйне майлӑ чаплӑ, анчах вӗсен искусстви эпӗ курнӑ актрисӑна мӗнле пырса тивнине пӗлместӗп.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Геройсене-и сана аса илтермелле, вӗсен Чаплӑ ушкӑнне куҫ умне илсе тухса, Хӑйсен чаплӑ йӑх-несӗлӗсене Вилӗмсӗрлӗхӗн йӑлтӑр хӗлхемӗсемпе Венчетлеме тӑрӑшаканскерсене…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Черноморецсем Севастополь оборони геройӗсен ҫапӑ-ҫури чаплӑ традицийӗсене, социализмлӑ ҫапӑҫура чаплӑ традицийӗсене, социализмлӑ революци ӗҫӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ моряксен традицийӗсене таса чысласа тытаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Тӑрук, ҫитӗнсе ҫитсе чаплӑ ҫулҫӳревҫӗ е лётчик пулса тӑрсан (эпӗ тахҫанах чаплӑ лётчик е ҫулҫӳревҫӗ пулма шухӑшласа хунӑ), тӑрук ҫак кивӗ хаҫата кам та пулин курӗ те: «Тӑванӑмсем, шкулта вӗреннӗ чух вӑл иккӗ паллӑсем илнӗ вӗт-ха!» — тейӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Чкалов вара чӑтса тӑрайман — вӑл Поликарповпа хыттӑн тавлашнӑ, нумай ҫул хушши ӗҫленӗ ҫак чаплӑ конструкторпа, чаплӑ ҫынпа вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут хытӑ тавлашнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Орехов хӑйӗн хӑнине хулари паллӑ вырӑнсене — чаплӑ керменсене, музейсене, театрсене, памятниксене, Петергофри чаплӑ фонтансене кӑтартса ҫӳренӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Алексей хӑй те, унӑн арӑмӗ те тӗрлӗ кирлӗ мар япаласене юратакан пулса кайнӑ, вӗсем хӑйсен пӳлӗмӗсене улпутсен ҫуртӗнчи пек тӗрлӗрен чаплӑ сӗтел-пукансем лӑках лартса тултарнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫав сӗтел-пукансене парнелеме юратнӑ: Натальйӑна фарфорпа илемлетнӗ кулӑшла шкап, хунямӑшне сӑранпа витнӗ пысӑк кресло тата Карели хурӑнӗнчен тунӑ, бронзӑпа эрешленӗ чаплӑ кравать парнеленӗ; Ольга тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасенчен тӗрлесе питӗ хитре картинӑсем тунӑ, анчах упӑшки хӑй кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ун валли ҫавӑн пек тӗрӗсемех илсе килсе панӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Поездра пӗр чаплӑ инженерпа унран каях мар чаплӑ профессор калаҫаҫҫӗ.В поезде завязалась беседа между крупным русским инженером и не менее крупным профессором.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑнана чӗннӗ фортри офицерсен чаплӑ мундирӗсемпе эполечӗсем, ҫар музыкки, Каса-дель-Корво нӳхрепӗсенчи пит аван авалхи эрехсем, — ҫаксем пурте ӗҫке-ҫике чаплӑ тунӑ, кӳн пеккине Леона шывӗ тӑрӑхӗнче ку таранччен курман-мӗн.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ашшӗ ҫырнӑ ултӑ томлӑ «Чаплӑ ҫулҫӳревҫӗсемпе чаплӑ ҫулҫӳревсен историйӗсем» те ун юратнӑ кӗнекисем пулса тӑнӑ.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чаплӑ кӗнеке ӳкни, ытти чаплӑ япаласем ӳкнӗ пекех, нумай шав турӗ тата темӗн чухлӗ тусан ҫӗклерӗ.Такова судьба всякой славы — сначала много шуму, затем туча пыли.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах ҫакӑн ҫумне тата та хушса каламалла: унӑн аслӑ пиччӗшӗ пулса тӑнӑ ҫын — чаплӑ профессор Отто Лиденброк, пӗтӗм тӗнчери мӗн-пур ӑслӑлӑхсен те, географипе минералоги обществисен те член-корреспонденчӗ пулса, пурте пӗлекен паллӑ та чаплӑ ҫын пулса тӑчӗ.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах вӑл нимӗнех те курман; нимӗнпе те чаплах мар король дворецне те музей умӗнче канал урлӑ хывнӑ XVII ӗмӗрти илемлӗ кӗпере те, Торвальдсен скульптурӑран масар тӑпри ҫине туса лартни пысӑк памятнике те, ку памятникӗн стенисем ҫинче те мӗнле хӑрушӑ картинӑсем тата ҫав скульптор тунӑ кӗлеткесем пурччӗ, питех илемлӗ паркри Розенбергӑн чаплӑ ҫуртне те, Ренессанс стилӗпе туса лартнӑ тӗлӗнмелле ҫурта та, унӑн тӑрринче тӑватӑ драконӑн хӳрисене явкалантарса тунӑ башняна та, крепость хӳмисем тӑррине туса лартнӑ пысӑк ҫиларманӗсене те, вӗсен пысӑк ҫуначӗсем тинӗсрен вӗрекен ҫилпе карап парусӗсем пек хӑпарса тӑнине те — ҫаксене вӑл пурне те курман.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
1840 ҫулта Висбаденри театр тулашӗнчен те чаплӑ пулман, ун труппи вара ытла та начар, кая юлнӑ труппа шутланнӑ; халӗ те-ха нимӗҫ театрӗсем ҫав театр шайӗнчен ҫӳле хӑпарман; ҫак театрсенчен чи палли юлашки вӑхӑтра Девриент господин «питӗ чаплӑ» ертсе пыракан Карлсруэри труппа пулнӑ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл тӑхӑннӑ чаплӑ тумтир унӑн кӗлеткипе килӗшӳллӗ пулнӑ, вӑл хӑйне кӑшт вӗҫкӗнрех те питӗ чаплӑн, Англи ҫыннисем евӗрлӗ (вӑл Англире икӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ), ҫапах та питех те киленмелле, килӗшӳллӗ тыткаланӑ!
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ ҫавӑн тӳрӗ несӗлӗ, саккунлӑ герцог Бриджуотерский, анчах эпӗ ак ҫакӑнта — пӗр-пӗччен, хама тивӗҫлӗ чаплӑ чинӑмсӑр тӑрса юлтӑм, мана ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, пур ҫӗртен те хӑвалаҫҫӗ, чаплӑ ҫынсем сума сумаҫҫӗ, ҫӗтӗк ҫи-пуҫпа ҫӳретӗп, асапланса пӗтрӗм, чӗре ҫурӑлать — ирӗксӗрех сулӑ ҫинче темӗнле шульӑксем хушшинче пурӑнма лекет!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Павел Петрович вара стенисене темле тӗслӗ хӳхӗм шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, чӑпар тӗслӗ персидски ковёр ҫине хӗҫпӑшалсем ҫакса тултарнӑ, тӗттӗм-кӑвак триппа ҫаптарнӑ мӑйӑр йывӑҫҫинчен тунӑ сӗтел-пуканлӑ, ватӑ хура юмантан тунӑ renaissanse библиотекиллӗ, чаплӑ ҫырмалли сӗтел ҫинче бронза статуэткӑсем ларакан, каминлӑ чаплӑ кабинетне таврӑнчӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.