Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳтӗленме (тĕпĕ: хӳтӗлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем кирлӗ-кирлӗ мар чухне те ҫак пулӗме кӗме хӑнӑхнӑ, вара Витьӑн ӗҫлеме кансӗрлекен ытла кӑмӑллӑ ҫынсенчен хӳтӗленме тивнӗ.

Сюда заглядывали при каждом удобном и неудобном случае, и Вите приходилось обороняться от любвеобильных посетителей, мешающих ему работать.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпир ҫак операцие таҫта, Ҫурҫӗр тинӗсӗн районӗнче, ӗрӗхсе ҫӳреҫҫӗ текен нимӗҫ сумбаринисенчен Российӑна хӳтӗленме пулӑшатпӑр тесе, официальнӑй йӗркепех пӗлтертӗмӗр.

Мы даже официально назвали это помощью России против германских субмарин, будто бы рыщущие где-то в районе русской Арктики…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Степан хӳтӗленме шутламарӗ те.

Степан не пытался защищаться.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Виҫҫӗшӗ те юланпа пулнӑ, вӑл, лаши ҫинчен анса, вутӑ купи хыҫне вырнаҫнӑ та пульӑсенчен хӳтӗленме лашине хӑй умне тӑратнӑ.

Все трое были верхом, а он соскочил с лошади и засел за кучей дров, а лошадь поставил перед собой, чтобы загородиться от пуль.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Заикин хӳтӗленме пӑхрӗ: — Кунта тӑшман пулма кирлӗ мар-ҫке, — терӗ вӑл иккӗленерех.

Заикин пробовал защищаться: — Но здесь не должно было быть противника.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сукмак ҫинче, ятарласа нимӗҫсенчен хӳтӗленме купаланӑ евӗр мӑкӑрӑлса тӑракан сӑрт-тӗмесем хыҫӗнче, масар тӑприсемпе вӗтлӗх йывӑҫсен хӳттинче, темиҫе боец тӑраҫҫӗ.

Несколько бойцов стояли во весь рост на тропинке, прикрытой с двух сторон, словно специально от немцев, естественными холмами с могилами и кустарником.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Дикарьсем тапӑнас ҫуккине аванах пӗлсе ҫакна вӑл хӳтӗленме мӗнле майсем пуррине шырама мар, тухса тапма майлӑрах вырӑн шыраса тупас тӗлӗшӗпе тума хушрӗ.

Не для того, чтобы выяснить возможность защиты её, — он не опасался нападения со стороны дикарей, — а для того, чтобы поискать наивыгоднейшее направление побега.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ку ӗнтӗ дикарьсем питӗ лайӑх хӳтӗленме пӗлнине аванах кӑтартнӑ.

Это свидетельствовало о незаурядных фортификационных знаниях дикарей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сыватаҫҫӗ! — хӗвелтен хӳтӗленме куҫӗсене хӗссе тепӗр еннелле ҫаврӑнса ответлерӗ Славка.

— Вылечат! — щурясь и отворачиваясь от солнца, ответил Славка.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хӑтӑлма, хӳтӗленме… ӑҫта-ха унта!

Спасаться, защищаться… где уж тут!

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Савӑнма та, хӳтӗленме те пӗлеҫҫӗ.

Умеют утки себя обезопасить.

Аптраман кӑвакалсем // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 34,36,40 с.

Вырӑнти халӑх хӳтӗленме тесе пуҫтарнӑ пӗчӗк отрядсене тытӑҫусенче пӗтере-пӗтере тӑкса, банда виҫӗ кун Донӑн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗ.

Дня три банда рыскала по левобережью Дона, уничтожая в стычках небольшие отрядики местной самообороны.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак самантра вӑл Степанран тем те кӗтрӗ, урӑлса пырса, хӳтӗленме хатӗрленчӗ.

Он ждал в этот миг от Степана всего и, трезвея, готовился к защите.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мажаров аманнӑ аллине малтанхи пекех кӑкӑрӗ ҫумӗнче тытнине, хӑйне хӳме патнелле хӗсекенсенчен сылтӑм хулпуҫҫийӗпе хӳтӗленме тӑрӑшнине Ксюша тин ҫеҫ асӑрханӑ.

Только сейчас Ксюша заметила, как по-прежнему бережно прижимает Мажаров к груди раненую руку и старается встать к тем, кто теснил его к забору, правым плечом.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чир юханшывӗн сулахай ҫыранӗ айккипе тӑсӑлакан сӑртсем казаксене оборонӑра лайӑх хӳтӗленме май параҫҫӗ.

Горы, тянувшиеся левобережьем реки Чира, были теми командными высотами, которые давали казакам прекрасную возможность обороняться.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка хӑйне мӗнле тыткӑна илнине, хӳтӗленме пултарайманнине, ҫуна ҫинче хӑварнӑ винтовкине аса илчӗ те, чунӗ тӑвӑнса килнипе, куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухиччен хӗрелсе кайрӗ.

Мишка вспомнил, как брали его в плен, беззащитность свою, винтовку, оставленную в санях, — мучительно, до слез покраснел.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тапӑнма пултараймаҫҫӗ, анчах хӳтӗленме пултараҫҫӗ.

Нападать не могут, но могут защищаться.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Травкин е унӑн ҫыннисенчен кам та пулсан хӑй мӗн чухлӗ те пулин тӗлӗннине е хӑранине кӑтартакан хускану тунӑ пулсан, тапӑнма е хӳтӗленме хӑтланас-тӑвас пулсан, тен, нимӗҫсем тревога хускатнӑ пулӗччӗҫ, вара ҫак тӗтреллӗ вӑрман уҫланки кӗске те юнлӑ ҫапӑҫу вырӑнӗ пулса тӑнӑ пулӗччӗ.

Если бы Травкин или кто-нибудь из его людей сделали хоть малейшее движение удивления или испуга, хоть малейшую попытку к нападению или защите, немцы, вероятно, подняли бы тревогу, и эта туманная лесная опушка превратилась бы в арену короткой и кровавой схватки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ним тума та ӗлкӗреймесӗр тата ним тума та ҫуккине ӑнланса илсе, Озеров капитан каялла чакса, танкран хӳтӗленме шутланӑ пек, аллисене ҫӗклерӗ те самантрах хӑйӗн аллисем ӑшӑ броня ҫумне сӗртӗннине туйрӗ.

Не успев ничего сделать, и понимая, что ничего нельзя сделать, капитан Озеров, пятясь, как будто пытаясь спастись от танка, поднял руки, и тут же почувствовал, что его руки прикоснулись к теплой броне.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл, персе амантнӑ хурчка пек, йӑлтах юнпа пӗвеннӗскер (унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчен юн юхрӗ), шурса тата тӗксӗмленсе ларнӑскер, шӑлӗсене ҫыртса тата ҫиленнӗ пысӑк куҫӗсене чарса пур еннелле те пӑхкаласа, татах та хӳтӗленме хатӗрленсе кинжалне тытса кукленсе ларчӗ.

Он, точно подстреленный ястреб, весь в крови (из-под правого глаза текла у него кровь), стиснув зубы, бледный и мрачный, раздраженными, огромными глазами озираясь во все стороны, сидел на корточках и держал кинжал, готовясь еще защищаться.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех