Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗсӗнкелесе (тĕпĕ: хӗсӗнкеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳрех вӑл купӑс сассисем илтӗннӗ ҫӗрелле халӑх хушшипе хӗсӗнкелесе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ларнӑскерсемех хамӑр вырӑна ваттисене патӑмӑр та сехет ытла хӗсӗнкелесе тӑрса пырса Э. район вокзалне аран-аран ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Анюта, — терӗ алӑ ҫуса кӑмака хыҫӗнчен хӗсӗнкелесе тухнӑ Илле, — Раман ҫак пӳлӗмрех сан ӗмӗрне ирттересшӗн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитоновичпа Рамана вӑл хӗсӗнкелесе хӑйпе юнашар вырӑн туса пачӗ те, хулӑн чикарккине пӑклаттара-пӑклаттара, пуҫланӑ юмахне малалла ҫаптарчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем кивӗ сӗвек ҫырмасем тӑрӑх лара-лара тухнӑ, мӑн шывсемпе пӗчӗк юханшывсем хӗррине хӗсӗнкелесе лараҫҫӗ.

Они ютятся по балкам — старым оврагам с пологими склонами, жмутся к рекам и речкам.

Вӑрманлӑ ҫеҫенхирпе хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирте пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн ҫеҫ ҫырмасемпе пӗчӗк юханшывсем хӗрринче пӗчӗк ҫеҫ ҫӑра вӑрмансем хӗсӗнкелесе лараҫҫӗ.

Только местами небольшие, но обычно густые лески жмутся к оврагам и речкам.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Андрон Андрейч Андронов, хӑйне никам та кӗтсе илес ҫуккине пӗлсе, тӳрех станци ҫуртне кӗчӗ те, унта кӑткӑ пек йӑшӑлтатакан ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе, тепӗр алӑкӗнчен урам енне тухса, картлашкасем тӑрӑх анма васкамасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Эсир, Думитру Георгиевич, вӑхӑтӑра ирттерсе ан тӑрӑр, черетсӗрех епле те пулсан хӗсӗнкелесе кӗрӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗсӗнкелесе, турткалашса, аран-аран хам остановкӑра анса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Ак ӗнтӗ анчӑк, ӑсатакансен урисен хушшипе хӗсӗнкелесе, шӑвӑнкаласа, вӑшт! кӑна дебаркадер хӗррине ҫитсе тӑчӗ, мана куҫранах витӗрлесе вӗрмест — татӑлсах йӗрет, тейӗн, хӑй — ах, тур, тур! — виҫ ури ҫинче ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чи малтан картишне урамран хапха айӗпе хӗсӗнкелесе кӗнӗ чӑпар чӑх сулланкаласа чупса-вӗҫсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

«Хулана килнӗ пек чух лавккисене те кӗрсе курам-ха, — шутларӗ мучи, ҫынсем хыҫҫӑн малалла хӗсӗнкелесе иртсе.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Хӑй каласа пани те аса хӗсӗнкелесе юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе мала тухса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сыхланма кирлине те манса, халӑх хушшинчен хӗсӗнкелесе сӗтел умне тухрӗ те: — Мана сӑмах парӑр-ха! — терӗ Касмуххана хӑюллӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ тунӑшӑн тытасран хӑранӑ пек, ҫынсем ҫинелле пӑхмасӑр, айккӑн хӗсӗнкелесе, чиркӳ старӑсти патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир, — терӗ вӑл Кӗприянпа Данилӑна — халлӗхе Северьян патӗнчех хӗсӗнкелесе пурӑнӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн урлӑ каҫарас-ха сана, пичче? — кулса ыйтрӗ кӑмака хыҫӗнчен хӗсӗнкелесе тухнӑ Чечекпи, ун йӑмӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Макаров ҫынсем ӗҫленине сӑнасах ҫӳрет, вӑл, мӑнтӑрскер, Гаврила патне те, тӑвӑртарах алӑкран хӗсӗнкелесе, кӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр кӗтессе хӗсӗнкелесе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех