Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫисем (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫисем мораль вулаҫҫӗ ҫамрӑксене; Хирти Ҫӗмӗртлӗхрен вӗл-вӗл вӗҫсе килекен ҫырусем, Тамара амӑшӗ — ирӗксӗртен хуняма пулнӑ шеремет — янӑскерсем, шӑла шантарса яма пӑхаҫҫӗ пӗрре, тепре ҫӳҫе вирелле тӑратаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫӗ апла хӑтланать, хваттер хуҫисем, ҫамрӑксене чӑл-чал тӗсесе: «Эсӗр, — теҫҫӗ, — пепкеллӗ-мӗнлӗ пулас тетӗр-тӗк… Вушпӗм, уа-а, уа-а тапраниччен урӑх вырӑн шыраса тупма тӑрӑшӑр. Иксӗр кӑна пурӑнма шутлатӑр пулсан — пашалстӑ, хӑть пин ҫул пурӑнӑр — чару ҫук».

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Рим хуҫисем Спартакран хӑранӑ пек…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вӑл салтак тумӗпе тата икӗ туяпа пулнӑ, кил хуҫисем унӑн хӑрах ури ҫуккине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Вӑл кунтан тухса кайни шӑпах пӗр эрне ӗнтӗ, — пӗлтерчӗҫ ӑна хваттер хуҫисем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ытти 13-шӗнчи хваттерсен хуҫисем укҫана ятарлӑ шутсем ҫинче пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Тарават кил хуҫисем те парӑмра юлмарӗҫ, вырӑнти артистсене сӗтел хушшине лартса хӑна турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/c%d0%b8%d1 ... %87%d0%b5/

Пурте тутарла калаҫатпӑр, хуҫисем тутар та-ха.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн хваттер хуҫисем ватӑ ҫынсем пулчӗҫ — ырӑ кӑмӑллӑ мучипе калаҫма юратакан кинемей.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫисем килте-и? — илтӗнчӗҫ ҫенӗкрен кӗрекен сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫисем сӑмавар лартма шухӑшламаҫҫӗ пулсан, сӑмахне вӑл хӑй пуҫласа ярать: — «Ара, сирӗн хӑма чей ҫук-им? Е сӑмаварӑр шӑтӑк-и? Сахӑртан татӑк пурӑнмастӑр пуль-ҫке? Кивҫен пӗрер стакан пыл парас мар-и?..» — тата темтепӗр ыйтма тапратать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хуҫисем, шур сухаллӑ старикпе сарлака белорус хӗрарӑмӗ, салтака ҫӑвӑнма тесе, валашка тулли шыв хатӗрлесе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ырӑ кил хуҫисем чӑваш йӑлипе мунча хутса кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кил хуҫисем ал айӗнчи мӗнпур пек апата сӗтел ҫине вӑр-вар кӑларса лартрӗҫ: пысӑк кӑна графинпа ханша, апат-ҫимӗҫ, сӑра, кӗрчеме.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кил хуҫисем пурне те сӗтел хушшине чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хуҫисем кӑмӑллӑран-ырӑран пире кунта яланах ӑшӑ, лайӑх.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Кӗркунне илсе каяҫҫӗ те ак хуҫисем, хам валли тислӗкӗ ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лампӑн та тӳсӗмӗ пӗтрӗ, ҫулӑмӗ туртӑнма пуҫларӗ, краҫҫынӗ пӗтет ахӑр, совет хуҫисем лӑпланмаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫисем ӑна Йӑмраллӑ тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуҫисем хӑйсем шалти стена ҫумӗнчи тюлень тирӗсемпе витнӗ вырӑн ҫине ларчӗҫ.

Сами хозяева уселись вдоль задней стены на кровати, покрытой слоем тюленьих шкур.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех