Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫисем (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусана кайсан, эпир, тетепе, Захар Петровичпа, чи пуян та чи чаплӑ Хусан хуҫисем патне чарӑнатпӑр, — суйрӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку енчен, ҫулсеренех темелле, хуҫисем сисиччен вӑрттӑн пусма ларнӑ ик-виҫӗ чӑх мамӑк ҫӑмхи пек чӗпписене киле ертсе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирхине кил хуҫисем те ҫунакан пӳлӗмрех пулма пултарнине лайӑх ӑнланнӑ - вӑхӑта ҫухатма юраман.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Эсир халь — пирӗн хӑна, эпир Ондрейпа иксӗмӗр, — хуҫисем.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унсӑрӑн хуҫисем ҫӗрле кӗртесшӗн те пулмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен хуҫисем хыҫҫӑн Иливанпа Аттеней те, Акпарспа Алттыш тарҫисем те, кӑшт каярах юлса пыраканскерсем, юхан шыв хӗрнелле анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртен-ҫӳренсене бустан ҫывӑхпе ямаҫҫӗ, хӑнана хуҫисем чӗнмесӗр килме юрамасть кунта.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫисем уйра…

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Ҫавӑнпа та Росреестр сотрудникӗсем вырӑнти администрацисен ӗҫченӗсемпе пӗрле хуҫисем пирки даннӑйсем ҫук объектсене тӗплӗн тишкереҫҫӗ, приватизацие вӗҫлеймен ҫынсене палӑртсан вӗсем патне ҫийӗнчех уведомленисем яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Раҫҫей ҫарӗ Парижа (ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм Францие) парӑнтарнӑранпа вунӑ кун та иртмен-ха, магазин хуҫисем ҫӳлӗксем ҫине пусма-тавар кӑларса купаланӑ.

Не прошло и десяти дней, как Россия покорила Париж, да и всю Францию, а владельцы магазинов уже выложили товар на полки —

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ун хуҫисем пирӗнпе пӗрле пуп панче ӗҫлесе пурнаҫҫӗ.

— Его хозяева вместе с нами живут и работают у попа.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил хуҫисем: «Чим-ха, тӑхта, ӑсатса ярӑпӑр», — теҫҫӗ.

Хозяин тут же предлагает: «Мы тебя проводим, не торопись».

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Вӑл урӑх ҫӗре куҫасси пирки тапратсан халиччен пурӑннӑ пӳрт хуҫисем хӑратмах тытӑнчӗҫ Янтула.

Когда Яндул завел речь о переезде на другую квартиру, хозяева принялись его всячески стращать.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул хуҫисем пӗр-ик кунран ҫунса кайрӗҫ ун чухне, кӳршӗсем юлчӗҫ.

Спустя два дня дом хозяина Яндула сгорел, соседский же уцелел.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чемчем курӑк айӗпе темиҫе ҫул юппи тунӑ та таракансем Янтул хуҫисем енчен кӳршелле куҫаҫҫӗ.

И увидел, как тараканы по проложенным ими же ходам бойко перебирались от хозяйского дома к соседнему.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳрт хуҫисем кӑмака хутса янӑ, сывлӑшра ҫуннӑ ҫатӑркапа тул шӑрши тӑрать.

А хозяева, видать, уже давно проснулись и затопили печку — в избе запахло горящим хворостом и талым снегом.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мул хуҫисем — эсрел таврашӗ — Унран тӑвасшӑн чун илли, Ҫӗртен масар туса хурасшӑн Цивилизацимӗр валли.

Куҫарса пулӑш

Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Клиентсем ытларах Урмаел, Тукай Мишер ялӗсенчи ҫӗнӗ пӳрт хуҫисем.

Куҫарса пулӑш

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Эй, хуҫисем!

Эй, хозяева!

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑвар хуҫисем те кӑштах сыпнӑ пулас.

Солеторговцы тоже немного приняли.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех