Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑхра (тĕпĕ: хуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх — 2492 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 117,8%), ҫав шутра ӗне 850 пуҫ (ҫулталӑк каяллахинчен 109,7%) шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ объектсем хута кайрӗҫ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/sienie-obektsem- ... ta-kayries

Хуҫалӑхра пӑру тытмалли витене ҫӗнетсе юсанӑ, унта 300 пуҫ пӑру тытма май пур, вӗсене кӑкармасӑр, хулӑм айсарӑм усрама май пур.

В хозяйстве проведена реконструкция телятника на 300 голов, на беспривязном содержании, на глубокой подстилке.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн ертӳҫин лавне кӳлӗниччен тӑван хуҫалӑхра яваплӑ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ, кунтах ҫуралнӑ, кунтах пурӑнать, ял ҫыннисене хумхантаракан, канӑҫ паман ыйтусене те лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне 461 хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Халь хуҫалӑхра мӗн кирлине туян.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫалӑхра туртӑм вӑй тӑтӑш кирлӗ пулнӑран фермӑра унпа усӑ курма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хуҫалӑхра ар алли ҫукки сисӗнет ҫав.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тӑван хуҫалӑхра та ӗҫ тумалли тупӑнсах тӑрать-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗрисем пусма-тавар, теприсем хуҫалӑхра кирлӗ япаласем туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Мирлӗ вӑхӑт пулсан тиха е така та пулин пусмаллаччӗ те, «ирӗклӗ» заемсемпе, налогсемпе юхӑнтарнӑ хуҫалӑхра ун ҫинчен паян ӗмӗтленмеҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

- Районти Туктамӑш ялӗнче вырнаҫнӑ пӗр хуҫалӑхра вилнӗ бройлер чӗпсенчен пробӑсем илнӗ хыҫҫӑн кайӑк грипӗн А типӗн H5 подтипӗн ҫӑлкуҫне тупса палӑртнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн июлӗн 18-мӗшӗнчи 296-рг № хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ ялта республикӑри патшалӑх ветеринари службин июлӗн 18-мӗшӗнчи 70 № хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ «Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районӗн уйрӑм территорийӗсенче кайӑк грипне пӗтерес тата сарӑлассине пӳлес мероприятисен планне» пурнӑҫланӑ тапхӑрта карантин туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Иртнӗ хаҫатра Туктамӑш ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра вилнӗ чӗпсен материалӗсене тӗпчеве янине пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Районти Туктамӑш ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра бройлер чӗпӗсем кайӑк грипӗнчен вилни тӗпчевсем тунӑ хыҫҫӑн иртнӗ эрнере ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun

Коминтерн ячӗпе хисепленекен хуҫалӑхра тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Михаил Ильич ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан пулса ӗҫленӗ.

Всю жизнь Михаил Ильич трудился в родном хозяйстве животноводом.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Арҫын ачасем ашшӗне хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ, хӗр ачасем амӑшне – кил-ҫуртра тата кухньӑра.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Кашнин хулпуҫҫийӗ хыҫӗнче - хуҫалӑхра тӑрӑшса ӗҫленӗ темиҫе теҫетке ҫул.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Сентябрь уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне хуҫалӑхра кӗрхи ҫӗртмене 600 ытла гектар ҫинче тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Хуҫалӑхра 1 460 гектар ҫинче ҫитӗннӗ тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Ку ӗҫ 10 хуҫалӑхра пырать.

Куҫарса пулӑш

Вырма вӗҫленнӗ, хирсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех