Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑхра (тĕпĕ: хуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хуҫалӑхра ҫӗрулми суйлассине, тиессине механизациленӗ. Ҫакӑ ӗҫе чылай ҫӑмӑллатма май парать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» сутлӑх хатӗрлеме куллен 20 ҫын хутшӑнать», — пӗлтерчӗ хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ С.И. Филиппов.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Хуҫалӑхра вӑй хуракансем пӗрлехи пухура колхоза Василий Иванович Баранова ертсе пыма шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

1965 ҫулта ӑна хуҫалӑхра культура строительствине хастар хутшӑннӑшӑн ЧАССР Верховнӑй Совет Президиумӗн, 1968 ҫулта ҫамрӑксене спортпа патриотла воспитани парас ӗҫе активлӑ туса пынӑшӑн ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн Хисеп грамотисемпе наградӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Хуҫалӑхра пӗр пин ытла пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраҫҫӗ, ҫав шутра сӑвакан ӗнесем — 440 пуҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

2022 ҫулта пур категорири хуҫалӑхра 2 млрд тенкӗне яхӑн ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илнӗ, ял хуҫалӑх производствин индексӗ 2021 ҫулхи шайӑн 133,6 проценчӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Паянхи кун Раиса Филиппова асӑннӑ хуҫалӑхра 380 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха, вӗсен шутӗнче 100 сумалли ӗнене, пӑхса тата производство ӗҫ-хӗлне йӗркелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Ӗнине суса ӑна сурӑхсемпе пӗрле кӗтӗве хӑваласа ярсан, кӑтьӑр-катьӑр тумланкаларӗ те, кӗпи аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе саппун кантринчен хӗстерсе, пӳрт тата ҫенӗк урайне сӗрсе тухрӗ, унтан кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнчӗ те хашш сывласа илчӗ: ку яхӑнта хуҫалӑхра арҫын алли ҫитменни самаях сисӗне пуҫларӗ — ку ваннӑ, вӑл катӑлнӑ, лешӗ ҫӗрсе юрӑхсӑра тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кӗҫех вӗсем, спичка йӗнни тата чӑлантан, витререн, ҫӑмарта илсе, кил хушшине тухаҫҫӗ, унтан хӑма витнӗ, хуҫалӑхра кирлӗ япаласем (ҫав шутра краҫҫын-бензин кӗленчисем те!) лартса тултарнӑ тип сарая кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ӗҫ кунӗн «ешӗл» ир кӳлӗмне кура вӑл кӗшӗл-кӗшӗл «кӑткӑ йӑвинех» ҫаврӑнма ӗлкӗреймен-ха, килти хуҫалӑхра кирлӗ япаласем е апат-ҫимӗҫ (ытларах пӗлтӗрхи ҫӗрулми, сӗтелсем ҫинче — сӗт-ҫу, тӑпӑрч-чӑкӑт, ытти ӗне юр-варӗ) сутакансем-туянакансем йышлах мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӑмарта туса илесси мӗнпур хуҫалӑхра 22,7 процент чакнӑ, ҫав шутра ялхуҫалӑх организацийӗсенче - 31,7 процент.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ялхуҫалӑх продукцийӗн туса илнӗ калӑпӑшӗ тӗрлӗ категорие кӗрекен хуҫалӑхра 2014 ҫулта вӑйра тӑракан хаксемпе 37,8 млрд тенкӗпе е пӗлтӗрхи шайӑн 102,8 проценчӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ним латти-пӑтти ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Хуҫалӑхра энергипе ҫунтармалли-сӗрмелли материалсене ытларах перекетлеме май паракан ял хуҫалӑх техники туянасси ҫине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Апла пулин те, ытти ҫӗрти пекех, хуҫалӑхра ӗҫлекенсенчен ытларахӑшӗ аслӑ ӳсӗмри — 50 (хӗрарӑмсем), 51 (арҫынсем) ҫулхи ҫынсем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Ҫитменнине, шалӑвне те паян хуҫалӑхра начар мар тӳлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Йышӗпе те пӗр-пӗринчен уйрӑлсах тӑмаҫҫӗ: Ҫӗньял тӑрӑхӗнче виҫӗ ялти 609 хуҫалӑхра 1340, Нӑрваш Шӑхаль тӑрӑхӗнчи виҫӗ ялта 687 хуҫалӑхра 1536 ҫын пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Пирӗн пек пысӑк хуҫалӑхра парниксӗр юрамасть.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Магазинсем пушанса юлчӗҫ, хуҫалӑхра чи кирлӗ таварсем ҫитми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл мӗнле тӑпра ҫинче хӑш йывӑҫ лайӑх ӳсессе тата хуҫалӑхра вӗсем мӗнле усӑ парасса васкамасӑр, тӗплӗн каласа ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тата укҫи хуҫалӑхра кирлӗ пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех