Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хучӗҫ (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чул хӳшше кӗрсен, пӗр хуллине ункӑ туса аврӗҫ те, вӗҫӗсене пӗрлештерсе, ҫыхса хучӗҫ….

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫех вӗсем сумкипе сеткӑри япалисене майласа хучӗҫ, ҫири пиншакӗсене хыврӗҫ, курӑк ҫӑлма тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Муниципаллӑ районсем вырӑнне муниципаллӑ округсем туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Кайран вара тухатмӑш кӑкӑрӗ тӗлне ӑвӑс юпа ҫапса хучӗҫ те каллех тӑпрапа витрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Варарахпа вӗсем унтан ҫӗрулми тӑнк! тултарнӑ михӗ ҫӗклесе тухрӗҫ те тарантас ҫатанӗн хыҫал енне, ҫиелти каштисем ҫине меллештерсе хучӗҫ, вара миххе ун ҫумне ҫинҫе вӗренпе таччӑн сармакласа ҫыхса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хайхискерсем шкальккӑсене чӑнкки тусах ҫавӑрса хучӗҫ те, ырӑ сӑмах чӗрешӗн, ырӑ апат хырӑмшӑн, текелесе, япшар шӳтлекелесе (шӳт туса ҫисен ахаль шӳрпе те тутлӑ, теҫҫӗ) пуҫларӗҫ яшкана ҫавӑрттарма.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ӗнтӗ вӗсем, пӗлӗтсем, катрамланса, тӳпене талккишпех вӑш-ваш тӑрласа та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Бомбӑсем тӑкӑнчӗҫ, шел, вӗсем пирӗн нумай салтакӑн пурнӑҫне татрӗҫ, ӳт-пӗвне суранлатса-вакласа, пӑрпа та шӑннӑ ҫӗрпе хупла-хупла хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫимӗҫӗн пылчӑк тивнӗ, тусанпа варӑннӑ юлашки пайне хутран ҫавӑрса тунӑ (таҫтан хаҫачӗ те тупӑннӑ тата?) кулека пуҫтарса, хупласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыйтӑва апла та капла сӳткелесе-явкаласа ларнӑ хыҫҫӑн туссем паян ҫӗр ҫӗрлемелли «люкс» вырӑнне Атӑл хӗрринчен чылай аякри, чӑнкӑ, тӑмлӑ ҫыранти хуйха ӳкнӗ лӑс, кахӑр ҫӳҫе айӗнчи пӗр ӳпӗнчӗк вӑрӑм кимме куҫласа хучӗҫ (ун йышшисем ку таврашра сахал мар).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самант — ҫаксем юпахсен ҫулне пӳлчӗҫ те хучӗҫ.

Мгновение — они загородили дорогу к стригункам.

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Владимир Сергеевича больницӑна хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чирлӗ ҫынна ҫап-ҫутӑ лампочкӑсемпе ҫутатса тӑракан операци сӗтелӗ ҫине хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Халӗ ҫавсене ҫутӑ пакетсем ҫине пӗрпекшеррӗн уйӑра-уйӑра хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗлӗнмелле, темӗнле куҫа курӑнман сӑнчӑрпа хӑйсен ҫумне кӑкарса хучӗҫ пулмалла вӗсем, хамӑн чӗппӗмсене пӗр кун курмасанах тунсӑхласа ҫитетӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паллӑ пулӑма халалласа февралӗн 15-мӗшӗнче Афганистан ҫулӑмӗ витӗр тухнисем, саппасри пограничник-ветерансем, Тинӗс-ҫар флотӗнче службӑра пулнисем интернационалист-салтаксен ячӗпе Луцки ялӗнче лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем, веноксем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/

Хӑйӑр утти ҫине строительсем малтанхи юпасене ҫапрӗҫ, ҫав юпасем утрав яланлӑхах ҫыранпа пӗрлешмелли ҫула — анатри пӗве пулмалли вырӑна паллӑ туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ӑна алӑра тытнипех ҫыхрӗҫ те тимӗр ункӑран ҫакса хучӗҫ.

Держа на весу, они подвязали его к железным кольцам.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашкинчен вӗсем Горовица ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ те тимӗре вӗрентен ҫакса хунӑ ункӑсем ӑшне майлаштарса ҫыхса хучӗҫ.

И, связав руки, просунули ему под колени железную палку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Виктора наҫилкка ҫине хучӗҫ те сигуранецсен «хура каретине» кайса пӑрахрӗҫ.

Перед рассветом Виктора положили на носилки и бросили в «черную карету» сигуранцы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех