Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хучӗҫ (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑ ҫулалла ҫитнӗскер, районти тӗрлӗ вырӑнсенче ӗҫлесе курнӑ, ял Совет председателӗнче темиҫе ҫул тӑрмашрӗ, халӗ акӑ колхоз председателӗ туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун хыҫӗнчен татах йӑтса тухрӗҫ, малтанхи купа ҫинех хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Платун, каласа пар, кӗмӗле ӑҫта хучӗҫ вӗсем?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ултӑ крючник ещӗке Ахметӑн подушки ҫине хуллен илсе хучӗҫ те: — Ну, мӗнле туятӑн, Ахмет? — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫ мими нейронӗсем хӑвӑрттӑн кӑна мана артистпа калаҫӑва кӗме хушса та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Ҫав саксене Кешӑпа икӗ Ҫеруш меллесе тӑваткал кӗтеслӗ крепость манерлӗ хӳтлӗх вырӑн вӑр-вар туса та хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Урапа айне юман пуленккисем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӑна антарса айккинелле кайса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман пушарӗпе кӗрешме чрезвычайлӑ комисси туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӑнукӗ касмасӑр хӑварнӑ ват юман айне халӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ палӑк лартрӗҫ, ун ҫине паттӑрӑн ятне ылтӑнпа ҫырса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман ӗҫлекенсем ӗҫ хатӗрӗсене будкӑна кӗртсе хучӗҫ, киле пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пирӗн ҫурӑмсем хыҫӗнче вӗсем пачах урӑх система туса хучӗҫ, унӑн ячӗ ҫавах пулсан та тӗллевӗсем урӑх, халӑха хирӗҫле, фашистла, — тет пек хырӑмне тӑшман хӗҫҫи ҫурнӑ сотник вилес умӗн.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Никӗсне апат хучӗҫ, тиркӗсем ҫине ҫуртасем ҫутрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карта ӑшне ҫиме хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Палӑксене пурне те асӑрханса вырӑн ҫине хучӗҫ, ҫиелтен фронтран таврӑнсан тӑхӑнма хатӗрленӗ кӗписемпе витрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хутаҫсене курӑк тултарчӗҫ — виҫӗ минтер пулса тӑчӗ, вӗсем ҫине виҫӗ палӑк пырса хучӗҫ те килелле тапранчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ещӗк уҫӑлса кайрӗ, унтан ҫӗмӗрӗлнӗ ҫӑмартасем сирпӗнсе тухса кино юратакана хупласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен тин ҫеҫ ывӑннипе вилӗм тӗсӗ ҫапнӑ, халӗ вара савӑнӑҫ туйӑмӗсемпе улшӑннӑ пичӗ ҫумне пепкене илсе пырса хучӗҫ, амӑшӗ ӑна тытас тесе аллине ҫӗклерӗ, памарӗҫ, чӗркеме илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кун ӑна Хура кӳлӗре камерӑна хупса хучӗҫ те чекистсем виҫӗ каҫ пӗрин хыҫҫӑн тепри допрос туса чунне илчӗҫ, анчах та персе пӑрахма сӑлтав тупаймарӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗпе амӑшӗ шӑпланчӗҫ, ывӑлӗ ҫине хӗрес хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех