Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутаҫҫине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Купӑсҫӑ купӑсне манса хӑварман киле, халап-юмах ӑсти хӑйӗн юмах хутаҫҫине манса хӑварман.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирӗке тухрӑм пулсан эп ыйткалакан хутаҫҫине тытиччен малтан алла хӗҫ тытатӑп, ҫав Салтыковсене, Лупинсене аркатма тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тен, кӗрӗп те, — терӗ Ахтупай пуш хутаҫҫине ҫурӑм хыҫне ҫакса.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чим, ку хутаҫа камӑнне шӑхӑртрӑн, пиччем? — терӗ вӑл Ахтупай хутаҫҫине карт! туртса.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна тек питех итлесе тӑмарӗҫ, ҫурӑм ҫинчи хутаҫҫине сӳсе илчӗҫ те унти апат-ҫимӗҫе ҫерем ҫине силлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫурӑм ҫинчи тулли хутаҫҫине тӳрлеткелесе Ятламас вӑрман ҫулӗпе малалла утать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас хутаҫҫине салтса пӗр татӑк ҫӑкӑрпа капӑртма кӑларчӗ, вӗсене амӑшӗн салам юпи патне хуҫса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виктор Андреевич пӑтана ҫакса янӑ сахӑр хутаҫҫине илсе салтрӗ, кӑмака ҫинчи чейникрен алюмини кружка ҫине чей ярса, сахӑрне яшка кашӑкӗпех пӑтратрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Катя эп тӑнине курсанах, темӗн тултарнӑ хутаҫҫине урапа ҫине хурса, мана ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пичче апат ҫинӗ хыҫҫӑн юлашки ҫӑкӑрпа сухана ӗнерхи пек кӗсйине чикрӗ, хутаҫҫине мана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сӗлӗ тултарнӑ хутаҫҫине Янтул ула лаша ӳречи ҫине уртса ячӗ, пӗр ҫӑкӑр, ҫур шӑрттан, темиҫе тӗп сухан илчӗ те ут утланса Шурчаран тухса кайрӗ.

Яндул приторочил к седлу пегой лошади мешок с овсом, караваем хлеба, половинкой ширтана и несколькими луковицами, вспрыгнул на коня и тронулся в путь.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫҫӗмӗш хут тӗксен шӑчи вӗҫӗ хуҫӑлса ӳкрӗ, хутаҫҫине нимӗн те пулмарӗ.

На третий раз сломалось острие шеста.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара малтанах хатӗрлесе хунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ шӑчӑ илсе кӗчӗ те мӑйӑр хутаҫҫине курӑнман айккинчен так! тӗкрӗ.

и быстро сбегала во двор за спрятанным в углу остроконечным шестом.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм хутаҫҫине пушатасси ӑнсӑртран килсе тухнӑ-мӗн.

а получилось так, что постепенно они опустошили весь мешок.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хутаҫҫине ҫумӗнчи пеккипе чашт тутарчӗ те вӑл, пылчӑк ҫине ҫӗре улӑм муклашки тухса ӳкрӗ.

Он полоснул по мешку складным ножом, и на землю вывалился туго сбитый пук соломы.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хутаҫҫине ҫӗклерӗ те вӑл анӑраса тӑчӗ.

И так и застыла с ним в руках.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫук — хутаҫҫине, Ульти — кӗреҫине ывӑтрӗҫ те витене-лаҫа вирхенсе кӗчӗҫ.

Побросав ношу, дети наперегонки пустились к сторожке.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑтӑр градуслӑ сивӗре ҫӗтӗк сӑхманне йӳле янӑ вӑл, хутаҫҫине пуҫӗ айне хунӑ.

Мороз тогда был не меньше тридцати градусов, нашли его в распахнутой ветхой одежонке, а под головой дорожная сума.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Старик хутаҫҫине ҫурӑм хыҫне ҫакать.

— Старик закинул мешок за спину.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старик хутаҫҫине ҫыхма ӗлкӗрнӗ…

Старик уже успел завязать мешок…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех