Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисепленине (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ӗнтӗ уйрӑмлӑхне ҫеҫ — иудейсем Турра урӑхла хисепленине, ӗҫме-ҫиме тӗлӗшӗнчен урӑхла пулнине — асӑрханӑ: ку ҫынсем патшана та, патша лартнӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем — кӗвӗҫ ҫынсем, патшалӑхӑн пысӑк тӑшманӗсем тесе, вӗсене юриех хурласа ҫӳренӗ.

Они замечали только различие в богопочтении и пище, и говорили, что эти люди не допускают общения трапезы ни с царем, ни с вельможами, что они завистники и великие противники государства, и таким образом разглашали о них намеренные хулы.

3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Алким вара, вӗсем пӗр-пӗрне хисепленине, хӑйсем хушшинче килӗштерсе пурӑннине курсассӑн, тӳрех Димитрий патне кайнӑ, вӑл ӑна Никанор патшалӑха хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытнӑ: Иудӑна — патшалӑха хирӗҫ усал ӗҫ тума шухӑшлакана — хӑйӗн хыҫҫӑнхи ҫын пулма лартнӑ тесе каласа панӑ.

26. Алким же, видя взаимное их друг ко другу расположение и состоявшийся между ними союз, собрался с духом, пришел к Димитрию и сказал, что Никанор имеет враждебные для царства намерения, ибо назначил Иуду, злоумышленника против царства, своим преемником.

2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Эпӗ вара чирлӗ выртатӑп, эсир мана хисепленине, манпа кӑмӑллӑ пулнине юратса аса илетӗп.

21. Я же лежу в болезни и с любовью воспоминаю о вашей почтительности и благорасположении ко мне.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тӑван ҫӗршыв чыс-хисепне вӗсем нимӗн вырӑнне те хуман; эллинсем мӗне хисепленине ҫеҫ чи лайӑххи тесе шутланӑ.

15. Ни во что ставили они отечественный почет; только Еллинские почести признавали наилучшими.

2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

64. Элекҫӗсем вара, ӑна ҫапла тум тӑхӑнтартса хисепленине курсассӑн, пурте тарса пӗтнӗ.

64. Когда клеветавшие увидели славу его, как он был провозглашаем и как облечен в порфиру, все разбежались.

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ӑслӑлӑх пӳлминче — ӑс-хакӑлӑн ытарлӑ сӑмахӗ, ҫылӑхлӑ ҫын вара Турра хисепленине кураймасть.

25. В сокровищницах премудрости - притчи разума, грешнику же страх Господень ненавистен.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех