Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхана (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саша хапхана уҫса ячӗ те ҫӗлӗкне хыврӗ:

Саша распахнул воротца и сдернул шапку:

Ҫӗрулми уйӗнчи ҫапӑҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Акӑ, Якур мучи хапхана яр уҫса ячӗ те, лашасене чӗлпӗртен тытса шкул картишне ҫавӑтса кӗчӗ, унтан ҫӗлӗкне хывса: — Ну, ырӑ сунса кӗтетпӗр сире, пӗчӗк кайӑкӑмсем! — терӗ.

Вот уже дядя Егор распахивает ворота, вводит лошадей под уздцы на школьный двор и, снимая шапку, говорит: — Ну, добро пожаловать! — И, помолчав, добавляет: — Пичужки вы малые!

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Якур мучи чӗриклетекен хапхана уҫрӗ.

Дядя Егор открывает скрипучие воротца.

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Тухсан вӑл, Хвеччис, ҫамрӑксем мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха текелесе, картишӗнче кӑшт тӑнлакаласа тӑчӗ, вара, шалтисем шутсӑрах сас чӗвӗленменнипе лӗкӗрт савӑнса, хапхана сӑлӑп ячӗ (аре, кин кӗртес вӑхӑтсем те ҫитрӗҫ вӗт-ха: хӗрӗ сӑпай, тарават, ӑҫчен.

Постояв у двери и прислушиваясь к тому, что происходило в доме, Хвечис не уловила чутким ухом никакого шума и пошла закрывать ворота (вот и пришло время невестки: девушка скромная, работящая.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Питӗрӗнсе таракан хапхана шаккани те усӑсӑр, кам та пулин килмӗ-и тесе кӑшкӑрни те усӑсӑр — урам пуш-пушах, тен, урам тӑрӑх ирччен те пӗр ҫын та утса иртмӗ.

Бесполезно стучать в запертые ворота, бесполезно кричать, придет ли кто-нибудь, — улица пуста, и, может быть, до утра по ней не пройдет ни один человек.

3. Ҫӗнӗ ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Российӑн Балти ҫыранӗсене ҫирӗплетес шутпа 1-мӗш Петр шведсенчен Ригӑпа Ревель хулисене туртса илнӗ, Финляндине пырса кӗмелли хапхана — Выборг хулине ярса илнӗ.

Что бы упрочить положение России на балтийских берегах, Петр I захватил у шведов Ригу, Ревель, овладел ключом к Финляндии — городом Выборгом.

Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Утламӑш укӑлчи хапхи хупӑччӗ, йӑрӑ Ваҫилей темле сиксе анма ӗлкӗрнӗ, хапхана уҫса та ячӗ.

Они оказались у околицы Утламыша, ворота были закрыты, но неповоротливый Васьлей в одно мгновение слетел с тарантаса и услужливо распахнул их.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хуҫа килте ҫук, — хапхана лап хупса хучӗ лешӗ.

— Хозяина нет дома, — бросил тот и захлопнул ворота.

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Верандӑн хӑрах аякки ҫавра хапхана тӗкӗнет.

Один край веранды упирается в круглые ворота.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хапхана Кантюк пыриччен уҫмалла мар.

И не открывать ворота до тех пор, пока не появится Кандюк.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Авалхи йӑла тӑрӑх «килӗшсе илнӗ» пулсан, ҫуна ҫинчен анмалла марччӗ, халӗ тесен, хапхана санӑн анса уҫмалла пулать.

— Если бы мы сосватали Селиме по старинному обычаю, из саней нам не надо бы выходить, а сейчас тебе самому придется открыть ворота.

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унта инкек карнӑ ывӑса, вутран хӑранӑ пек акӑш-макӑш сыхланса, аллисемпе ярса илет, ывӑс айне шӑпӑрпа шӑлкалам пек тӑвать, вара, вӗрлӗк хапхана уҫса, шӑпӑр ҫине хунӑ ывӑса ик аллипе ярса илет те ун ҫинчи пӗтӗм «туприне» пахчаналла илсе каять.

Осторожно взяв в руки, будто боясь обжечься, кружок со всей дребеденью, обмахнула его низ веником и, войдя во двор уже через калитку, понесла все в огород.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗрре, вырсарни каҫ, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, килсене саланма вӑхӑт ҫитсен, йытӑ вӗрсе ячӗ те хапхана такам чулпа пырса шаккарӗ.

В один из субботних вечеров, после чая, когда впору было расходиться по домам, залаяла собака и кто-то постучал в ворота камнем.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ те хапхана яриех уҫса пачӗҫ: «Тархасшӑн».

Оттого и теперь ворота раскрыли: «Пожалуйте».

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хапхана уҫӑ хӑварнӑ.

Ворота же были открыты.

II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Часовойӗ туземец, калас пулать, хапхана питӗ начар сыхлать.

Довольно небрежно, надо сказать, охраняемым часовым-туземцем.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Карабинне авӑрласа вӑл хапхана хураллама тытӑнчӗ.

Зарядив карабин, он встал на караул у входа в загон.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑваласа кӑларчӗҫ пире картишне прикладсемпе тӗртсе, тӑватшарӑн тӑратрӗҫ те, хапхана уҫса, урама илсе тухрӗҫ.

Выгнали нас прикладами во двор тюрьмы, по четверо построили и, открыв ворота, повели на улицу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унтан, калинкке хапхана тӗртсе уҫса, картишне кӗчӗ.

Затем, толкнув калитку, вошла во двор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тоня вуласа пӗтереймен романне аллине тытрӗ, веранда алӑкне уҫса, пусма тӑрӑх сада анчӗ, сӑрлӑ калинкке хапхана тӗртсе уҫрӗ, унтан станцири водокачка патӗнчи пӗве еннелле майӗпен утрӗ.

Тоня взяла недочитанный роман, открыла дверь на веранду, спустилась по лестнице в сад, толкнула маленькую крашеную калиточку и медленно пошла к станционному пруду у водокачки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех