Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапха сăмах пирĕн базăра пур.
хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапха уҫса хупаканӗ ӑна ӗненнӗ те урама хыҫалти хапхаран кӑларса янӑ.

Привратник поверил, он выпустил его заднего выхода.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартак, хапхана хытӑ шаккаса, хапха уҫса хупакан фессалиец-чурана вӑратрӗ.

Спартак несколькими ударами в ворота разбудил привратника, старого фессалийца-раба.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартакпа Эномай, ниме тӑман чурасем пек пулса, калаҫмасӑр утрӗҫ; вӗсем пирвайхи хапхаран кӗчӗҫ; кунта сӑнчӑр ҫинче ҫакӑнса тӑракан решетке пулнӑ; ҫӗр купаланӑ ҫӗрелле тата хурал ҫуртнелле каякан пусма патӗнчен иртрӗҫ; хулана кӗмелли тӗп хапха айне кӗме хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра хула енчен центурионпа вӑтӑр легионер килни курӑнчӗ.

Спартак и Эномай молча и смиренно продвигались вперед и уже прошли первую арку ворот, внутри которой была подвешена кверху посредством специальных цепей спускная решетка, пересекли проход, где помещалась лестница, ведущая к земляной насыпи и в караульные помещения, и уже готовились войти под вторую арку, в которой собственно и находились ворота в город, как вдруг со стороны города навстречу им появился центурион в сопровождении тридцати легионеров.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Оппидумран сылтӑм еннелле, хапха ҫывӑхнерех, Вилӗм хапхи пур.

А с правой стороны оппидума были расположены Ворота смерти.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑтаҫӗрте цирка кӗмелли тӗп хапхасенчен пӗри, Чыслӑ хапха текенни пур.

Под средней в в цирке находился главный вход — так называемые Парадные ворота.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Бал-маскарадпа тата хапхи умӗнче мӗн илтнипе-курнипе хыпӑннӑран, вӑраха пынӑ варшӑну вӗҫленнипе тивех лашш! шӗлтӗркесе, ял ҫийӗн тӑлӑх хуракӑшла вӑйӑн та вӑйӑн вӗҫсе хӑпаракан пӗччен хуткупӑс сассине кӑшт тӑнлакаласа тӑчӗ те Дина, яланлӑхах тем ҫӗтернӗн те тем туяннӑн хашш сывласа ярса, картишне кӗрсе, хапха питӗр кӗҫне-кӗлине шалтӑрт тӗкрӗ…

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла майпа вӑл хапхан тепӗр еннех усӑнчӗ, аллисемпе ҫеҫ хапха тӑрринчен тытӑнса тӑчӗ, анчах ҫапах ура пусмалли вырӑн тупаймарӗ.

Таким образом он уже совсем перевесился через арку, держась за ее край только пальцами вытянутых рук, но его ноги все еще не встречали опоры.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Хапхасем чӗриклетеҫҫӗ, валексем хапха юписене ҫакланса вӗҫерӗнеҫҫӗ те, эпир картишне кӗретпӗр.

Ворота скрипят, вальки цепляют за воротища, и мы въезжаем на двор.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Офицер хапха патне пырса ҫитрӗ те хапха ҫине касса кӗртсе лартнӑ тимӗр решеткеллӗ пӗчӗк чӳрече патне пӗшкӗнчӗ.

Офицер подъехал к воротам и, пригнувшись, крикнул в пробитое в них маленькое зарешеченное окошко:

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Настасья Ефимкӑна хытарсах хушса хӑварчӗ: енчен те Настасья хапха хыҫӗнче кампа калаҫни тата кампа пӗрле кӗни ҫинчен ыйтса пӗлме хушса Тит Титыч казачока ярсан, ҫӗвӗҫӗпе, Покровски хапха патӗнче пурӑнакан Ольга Петровнӑпа калаҫрӗ, унпа кӗчӗ, тесе каламалла, терӗ.

Настасья строго-настрого наказала Ефимке, если Тит подошлет казачка спросить, с кем она говорила за воротами и с кем взошла, сказать со швеей, мол, с Ольгой Петровной, что живет у Покровских ворот.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Вӑл ҫаплах хапха патӗнчен пӑраха-пӑраха кайрӗ, шӑпах ҫав вӑхӑтра пирӗн хапхана мечӗке тапа-тапа кӗртсе пычӗҫ.

Он то и дело выскакивал из ворот, и как раз в это время нам забивали голы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вӑл унта мечӗке ҫӗр ҫине хучӗ те, ӑна хапхана тапса кӗртесшӗнччӗ, анчах Игорь Грачев ҫавӑнтах мечӗке унран туртса илчӗ те Слава Ведерникова пачӗ, Слава Ведерников — Ваня Пахомова, эпир куҫпа пӑхса илме ӗлкӗриччен мечӗк пирӗн хапха витӗр тухса та кайрӗ.

Там он положил мяч на землю и уже хотел забить гол, но тут Игорь Грачев ловко отыграл у него мяч, передал его Славе Ведерникову, Слава Ведерников — Ване Пахомову, и не успели мы оглянуться, как мяч уже был в наших воротах.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Хапха хыҫӗнче йытӑ вӗрни илтӗнчӗ, тимӗр сӑлӑп чӑнкӑртатрӗ те, хапхи уҫӑлчӗ.

За воротами раздался собачий лай, загремела железная скоба, и ворота открылись.

13. Машина ҫинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ун умӗнче картишӗн хапхи; вӑл, хапха урлаҫҫинчен ҫапӑнса пуҫне ҫӗмӗрес мар тесе, вӑхӑтра пӗшкӗнме ӗлкӗрет ҫеҫ — ӑйӑр ҫавраҫил пек вӗҫтерсе, тепӗр картишнелле кӗрсе каять.

Пред ним ворота черного двора; он вовремя успевает наклонить голову, чтобы не разбить ее о перекладину, и вихрем влетает на черный двор.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Еремей, кучерсем тӑхӑнакан хӑйӗн пир сӑхманне тӑхӑнать, хырӑмӗ тӗлӗнче сӑхманне ҫу лектерсе аллаппи пек паллӑ тунӑ; лӳчӗркенсе пӗтнӗ клеенка шӗлепкине пуҫӗ ҫине пусса хурать те, ларкӑч ҫине улӑхса ларать; унтан лашине хӳтерет, пылчӑклӑ картишне таса картишӗнчен уйӑрса тӑракан хапха витӗр тухнӑ чухне, яланхи пекех, ураписем унӑн хапха юпинчен ҫакланса иртеҫҫӗ.

Еремей надевает свой кучерской парусиновый кафтан с громадным сальным пятном на животе, клеенчатую с поломанными полями шляпу, садится на козлы, трогает, задевает обязательно за ворота, отделяющие грязный двор от чистого.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл хурал пӳлӗмӗнчен иртсе, алӑкран тухакан Черняк хыҫӗпе пӑрӑнса, картишне тухрӗ, картишӗнчен хапха патне, хапхаран урама сирпӗнчӗ.

Пробежал караулку и за спиной выходившего Черняка проскользнул во двор, оттуда в калитку и на улицу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юлашкинчен эпир пӗр хапхаран кӗтӗмӗр, килхушши витӗр тӑкӑрлӑка тухрӑмӑр та — каллех хапха умне ҫитрӗмӗр.

Наконец мы вошли в ворота, прошли через двор в проулок — и опять ворота.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хапха патӗнчи тӗкӗсем ӳке-ӳке пӗтнӗ, ҫивитти йӑтӑнса аннӑ хапха пулнӑ вырӑна питӗрсе хунӑ.

Передние подпорки там, где должны были быть ворота, обвалились, и крыша осела, наглухо завалив вход.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Эпӗ чупса тухрӑм, мана курсан сӑсарсем улма йывӑҫӗ ҫинчен вутӑ куписем айне, вутӑ куписем айӗнчен хапха патне, хапха патӗнчен — вӑрмана тарса пӗтрӗҫ.

Выбежал я, а куницы с яблони на поленницу, с поленницы под застрех, через двор и в лес.

Сӑсар — пыл вӑрри // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.

Учӗ хапха умӗнчи кӑштах ирӗлнӗ пысӑк кӗрт урлӑ сикрӗ те малти урисемпе юр ӑшне анса кайрӗ, тулхӑрса илсе, кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ, унтан хапхапа ҫатан карта тӗлӗнчи ҫӳллӗ кӗрт урлӑ ашса каҫрӗ.

Конь прыгнул через огромный подтаявший сугроб, лежавший у ворот, провалился передними ногами в снег и, всхрапнув, выправился, перелез через сугроб, заваливший ворота и плетень по самую макушку.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех