Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапха сăмах пирĕн базăра пур.
хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи малтанах хапха умӗнче мӑнуксене ярӑнса киленме юртан тӑвайкки туса патӑм.

Сначала перед воротами сделал горку, чтобы внуки смогли вдоволь накататься.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ачисем хӑйсен лабораторине пӑрахрӗҫ те, чӑлантан тӗк татнӑ пек тухса тарса, хапха хыҫне пытанчӗҫ.

Сыновья бросили свою лабораторию, с быстротой ветра выскочили из чулана и скрылись где-то за воротами.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гинка та унта кӗме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, вӑл хӑйне васкаварлӑн тирпее кӗртрӗ, ашшӗ кӑшкӑрашса тӑнипе хапха умне халӑх пуҫтӑрӑнма тытӑннине асӑрхарӗ.

Гинка ужо была там и торопливо приводила себя в порядок, заметив, что крики ее родителя привлекли к воротам толпу любопытных.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко тухтӑра хапха патне ҫити ӑсатнӑ хушӑра Иванчо кӗҫӗн алӑк патнелле васкарӗ, ӑна арӑмӗ уҫса кӗртрӗ.

И пока Марко провожал доктора до ворот, Иванчо спешил к калитке, которую ему открыла жена.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапха патне ҫитрӗм те урамалла пӑхатӑп — тӗнчипех шӑп та канӑҫлӑх.

Вышел на порог, посмотрел на улицу — всемирная тишина.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арсенӑр мӗнлерех халь сирӗн? — хапха патне ҫитиччен ыйтрӗ вӑл.

Скажите, Асену лучше? — спросил он, еще не дойдя до ворот.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич тарса хӑтӑлнине тӗшмӗртсен, Марко, хапха уҫрӗ те хӑй умӗнче онбашипе жандармсем тӑнине курах кайрӗ.

Когда Марко, убедившись, что Кралич исчез, открыл ворота, перед ним предстал онбаши со своими подчиненными.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем хуҫана кӗтсе илме васкаҫҫӗ, пурте хапха умне яштах тӑсӑлса тӑчӗҫ.

за ворота встречать хозяина и стояли навытяжку, руки по швам.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Ӑслӑ выльӑх ҫынна ӑнланать тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ ҫав; хапха курӑна пуҫласанах, лаша чуппине чакарчӗ, хуҫи пекех пуҫне усрӗ те, килӗре пӑри тӳнӗ евӗр, йывӑрран пусса ута пуҫларӗ — ярса пусать те чарӑнса тӑрать…

Умное животное всегда понимает хозяина: завидев ворота, конь сразу замедлил шаг, понурил, как и всадник, голову и побрел, спотыкаясь: шагнет — и остановится, будто рис в ступе толчет.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Хапха ҫине ҫапла ҫырса ҫапӑпӑр: «Кунта хусахсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ».

А на воротах напишем: «Тут живут одни холостяки».

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хапха умӗнче халӑх кӗпӗрленет, Чжао Гуй-вэнпе йытти те пур унта.

За воротами стоит толпа людей: среди них и Чжао Гуй-вэнь со своей собакой.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫакна интересленсех сӑнаса пӑхса тӑракан Давыдов Молчун кӗлет умне тӑратнӑ лума илсе хапха патне пынине курчӗ.

С интересом наблюдая за ним, Давыдов увидел, как Молчун взял стоявший на приклетке лом, подошел к воротам.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех