Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗнче (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасен канӑвне йӗркелеме тата сывлӑхне ҫирӗплетме июнь уйӑхӗнче вӑтам шкулта лагерь ӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Чи малтанах ӑна 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - Пӗтӗм тӗнчери IХ кинофестиваль // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Дорэкс» пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов предприяти РФ Правительстви 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑ 167-мӗш номерлӗ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессипе тимленине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Тӗслӗхрен, ҫулсеренех пуш уйӑхӗнче депутат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртет.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Пирӗн тӗлпулу, Андрей Юрьевич, сире хӑвӑра пырса тивекен ырӑ сӑлтавпа та ҫыхӑннине пытармӑпӑр: илемлӗ ҫу уйӑхӗнче эсир тӗнчене килнӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Эпӗ 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пулса иртнӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн суйлавӗнче хамшӑн сасӑланӑ мӗнпур ҫынна чунтан тав тӑватӑп.

Я глубоко признателен всем, кто поддержал меня на всенародных выборах Главы республики в сентябре 2015 года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче районтан вӑрҫа 10 хӗр тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1906 ҫулта Улӑх-Шӗмшешре ҫуралнӑ Николай Андрианович Казаков судья тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтрах 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче фронта ӑсаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче фронтра стрелоксен полкӗ йышӗнчи 169-мӗш дивизийӗ хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Штанашри вӑтам шкул директорӗ, гвардин аслӑ лейтенанчӗ Василий Матвеевич Келлер 1941 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ҫар ретне тӑнӑ, политрук Сталинград патӗнчи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, ӑна 1943 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе награ-дӑланӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Виҫӗ хутчен аманнӑ, 1944 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Иван Иванович Кассиров Хӗрлӗ Ҫар ретне 1939 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тӑнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗ-сенчен пуҫласа ҫапӑҫнӑ, гвардин техник-лейтенанчӗ Яппун вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ (26.08.1945 ҫ.).

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Йышӑнӑва килмелли ҫын кун пирки манса каясран СМС-пӗлтерӳпе аса илтерме пуҫланӑ хыҫҫӑн электронлӑ майпа тухтӑр патне маларах ҫырӑннисем пыман тӗслӗх иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 35 процентран кӑҫалхи ака уйӑхӗнче 22 таран чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗрлехи call-центр йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫе кӗртнӗ «Пациент ырлӑхӗшӗн» проектпа килӗшӳллӗн пӗтӗмӗшле тӗрӗслеве лекнӗ малтанхи учреждени «Шупашкар хулинчи П.Н.Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница» БУ пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пуш уйӑхӗнче кафере ача-пӑча валли ятарлӑ вӑйӑ пӳлӗмӗ уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Раҫҫей МЧСӗн ертӳлӗхӗ Чӑваш Республикине кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ҫӗршывӗпех иртнӗ команда-штаб вӗренӗвне вӑйсемпе хатӗрсене явӑҫтарас тӗлӗшпе Раҫҫейри чи лайӑх субъекчӗсен йышне (Мордовипе, Коми Республикипе тата Тверь облаҫӗпе пӗрле) кӗртнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулнӑ ку.

Это было в мае 1942 года.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл районти санэпидемстанцире дезинфекторта ӗҫлеме пуҫланӑ.

С сентября месяца 1941 года он начал работать дезинфектором в санэпидемстанции.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗнче эпир «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх шкул» конкурса хутшӑнса чӑваш уявӗ ирттернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех