Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗнче (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html

Август уйӑхӗнче утмӑл пиллӗк тултарчӗ вӑл.

Как-никак в августе ему исполнилось шестьдесят пять.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл апрельте пуҫланчӗ те май уйӑхӗнче чарӑнчӗ.

Он начался в апреле и кончился в мае.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Пӗлтӗр, август уйӑхӗнче.

— В прошлом году, в августе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Июль уйӑхӗнче эпӗ Киркенес ҫинелле бомбӑсем турттарса ҫӳреттӗм-ха, ӳкерчӗксем кӑтартнӑ тӑрӑх пит ӑнӑҫлӑ ҫӳренӗ вара.

В июле я ходил ещё с бомбами на Киркинес — и довольно удачно, как показали снимки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ февраль уйӑхӗнче Катьӑн гемоглобинӗ хӗрӗх икӗ процент ҫеҫ пулнине пӗлсен, ӑнтан каясса ҫитетӗп, врач ҫакна курсан кулсах ярать.

И от души смеётся, когда я прихожу в отчаяние, узнав, что в феврале у Кати было всего сорок два процента гемоглобина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрӗх иккӗмӗш ҫулхи март уйӑхӗнче сывалнӑ хыҫҫӑн тухса кайнӑ.

Выписалась в марте сорок второго года.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Май уйӑхӗнче.

— В мае.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Декабрӗн ҫурма уйӑхӗнче, самолетсем «вӗҫме юрӑхлӑ» кунхине, мӗн иртенпе е, тӗрӗсрех каласан, ҫӗрлехи вӑхӑтранах пӗр чарӑнми бомбӑсем тӑкнӑ вӑхӑтра, Берта вилсе кайрӗ.

Берта умерла в середине декабря, в один из самых «налётных» дней, когда бомбёжка началась с утра, или, вернее, не прекращалась с ночи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, август уйӑхӗнче эпӗ Ленинград фронтӗнчен кайнине.

 — Вы знаете, что в августе я уехал с Ленинградского фронта.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-хӑш ҫул Карск вӑхӑтӗнче вара (Заполярьӗнче августпа сентябрь уйӑхӗнче хамӑр пӑрҫӗмренсем Карск тинӗсӗнчен Совет пӑрахучӗсемпе ют ҫӗршывӑннисене ӑсатса ҫӳренӗ самантсене ҫапла калаҫҫӗ) ҫав куккӑшсемпе тӑванӗсем, Анна Степановна пекех, пысӑк сӑмсаллӑ, сухаллӑскерсем, ҫӳлӗ те ҫирӗпскерсем, килсе каяҫҫӗ.

Иногда во время Карской — так называют в Заполярье месяцы август и сентябрь, когда наши ледоколы проводят через Карское море советские и иностранные пароходы, — эти братья и дядя появлялись в доме, такие же высокие и крепкие, как Анна Степановна, с большими усатыми лицами, с большими носами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1935 ҫулхи март уйӑхӗнче, ҫурҫӗр варринче эпӗ ҫак дневникӑн юлашки страницине, хам вуласа кӑларма пултарнине, таса хут ҫине куҫарса пӗтертӗм.

Поздней ночью в марте 1935 года я переписал последнюю страницу этого дневника, последнюю, которую мне удалось разобрать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑлчансен ҫурҫӗр экспедицийӗ 1897 ҫулхи август уйӑхӗнче, Джексон ертсе пынипе, Флор сӑмсахӗнчен тухса кайса, Мэри Хармсворт сӑмсахӗ патне ҫитнӗ.

Английская полярная экспедиция под начальством Джексона, отойдя в августе месяце 1897 года от мыса Флора, прибыла на мыс Мэри Хармсворт.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1933-мӗш ҫулхи август уйӑхӗнче эпӗ отпуск илсе Мускава кайрӑм.

В августе 1933 года я получил отпуск и поехал в Москву.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Татаринов капитан Петербургран 1912 ҫулхи май уйӑхӗнче тухнӑ, 1913 ҫулта Карск тинӗсӗнче тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫухалнӑ.

— Капитан Татаринов вышел из Петербурга в мае 1912 года, пропал без вести в Карском море осенью 1913 года.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пуҫарнипех 1992 ҫулхи ака уйӑхӗнче пӗрремӗш хут «Чӑваш пики» конкурс иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405

Вуниккӗмӗш ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл Энск хулине хӑйӗн ҫемйипе сывпуллашма килнӗ, июнь уйӑхӗн варринче вара «Св. Мария» шхунӑпа Петербургран Владивостока тухса кайнӑ…

В мае двенадцатого года он приехал в Энск проститься с семьей, а в середине июня вышел на шхуне «Св. Мария» Из Петербурга во Владивосток…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Декабрь уйӑхӗнче пирӗн фабрикӑра ҫӗнӗ фильмӑн хупӑ просмотрӗ пулчӗ.

В декабре на фабрике был устроен закрытый просмотр почти уже готового фильма.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Июнь уйӑхӗнче Расщепей Бородино ҫапӑҫуне ӳкерчӗ.

В июне Расщепей снимал Бородинский бой.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку сентябрь уйӑхӗнче пулчӗ.

Это было в сентябре;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех