Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшрӗ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мӗншӗн туртнӑ-ха? Мӗнпе?» — тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Аманмарӑн-и? — ыйтрӗ сиксе тӑрса Ваҫиле, чӗлпӗртен ярса тытса лашана лӑплантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн тума? — хӗрарӑм хӑйне лӑпкӑ тытма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пулас салтак хӑйне алӑра тытас тесе питӗ тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ермолай куҫҫулӗсене вӑрттӑн шӑлма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уполномоченнӑй, пӗшкӗнсе, хӗрарӑм мӗн ҫырнине пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа кӑна, хӗр-тусӗ, чӗмсӗрленнӗ хӗрсене хаваслантарас тесе тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юльӑн амӑшӗ Нина аппа колхозра, каярахпа шкулта повар пулса тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Чун-чӗрин тӗпӗнче вӑл ҫав туйӑма пусарма тӑрӑшрӗ пулин те, ӑнланчӗ: кунта ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинче пин те тӑват ҫӗр хӗрӗх хутчен хӗвел аннине курса киленме май пулӗччӗ!

за двадцать четыре часа на ней можно любоваться закатом тысячу четыреста сорок раз!

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов хӑйне хӑй ку вӑл пулма пултараймасть, ку вӑл куҫ улшу курни ҫеҫ, тесе каларӗ, ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл куҫӗсем ыратакан пуличчен пӑхрӗ, Павлик ҫав тери уҫҫӑн курнӑ кӗмӗл пӑнча курма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл васкасах ҫул урлӑ каҫрӗ, хытӑ утса ҫав хӗрарӑмран иртсе кайрӗ те лешӗ сисиччен ӑна питрен пӑхса илме тӑрӑшрӗ

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӗҫӗшӗн редакцире пӗр ҫын кӑна чӗререн тӑрӑшрӗ — Коростылева.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн ҫинчен пур обязательствӑсен йывӑрлӑхне те сирсе яма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Прохорова сасси тӑрӑх Завьялов тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ: ӗнер каҫ мӗн пулса иртни ҫинчен Лиза ӑна каласа панӑ-ши, ҫук-ши?

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паллах ӗнтӗ, Коростылева ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӗ, малашне те унта та кунта ҫырасси, мӗн те пулин паллӑ пулсан, хӑех шӑнкӑравласси е ҫыру ҫырса ярасси ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл, Прохорова патнерех пырса, унӑн ҫурӑмӗ хыҫне тӑчӗ те мӗн май килнӗ таран ӗнентерӳллӗрех калама тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйне хӑй Оля епле пулсан та кунтах, пӑрахут ҫинчех, палуба ҫинче е трюмра, хӑй кӑшт хускалма пултарсанах ӑна шыраса тупатӑп, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна ҫынсен юхӑмӗ Ольӑна малалла, пристань патнелле илсе кайнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫине тӑрсах, хӑвӑрттӑн, ҫавӑнталла, мӗлтлетекен ҫутӑсем еннелле, хӗсӗнсе пыма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена шурӑ платйӗпеччӗ, ҫил ӑна хывса илесшӗн лӑскарӗ, унӑн вӑрӑм та тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫесене сапаласа яма тӑрӑшрӗ, вара вӑл пуҫне Завьяловӑн сӑмса тутрипе ҫыхрӗ — косынкине хӑйпе пӗрле илме маннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех