Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшрӗ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним тӗлӗнмелли те ҫук вӗсем хӑйсене ҫапла чурӑс тытнинчен, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ Ирина хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр кӳренчӗ, хӑй ют маррине ӗнентерме тӑрӑшрӗ, дипломне кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ку чухне мӗн пулса иртнине мур пӗлет-и, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Салтак ӑна манран хӑратса илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Мирун, аран сывлаканскер, пушшех аптӑраса ӳкрӗ, хӑй айӑпсӑр иккенне ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Шарламасӑр тӑракан Дубов хумханнине, тарӑхнине кӑтартас мар тесе хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, министр заместительне лӑпкӑн тавӑрса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лишайкин ура ҫине сиксе тӑчӗ, кӑрн! та кӑрн! тутарчӗ пырне, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ, Арсентьева хӑйне кирлӗ-кирлӗ марпа варалама пӑхрӗ, анчах ӗҫӗ тухмарӗ ун.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫитӗ-ҫке сана, Тамара, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ ӑна Раман, — килмесӗрех кулянса ан ӳк-ха.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Апла кайӑр… хальлӗхе, — ҫиллине пытарас тесе тем пек тӑрӑшрӗ пулин те, ӑна шӑлӗсене усаллӑн шатӑртаттарни сутрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пирӗн ҫӗнтерӳпе, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ следователь.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чи лайӑх дояркӑсӑр хӑвартӑр эсир пире, — вӗриленсе ӗнентерме тӑрӑшрӗ колхоз пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑй вӑйсӑрлӑхне кӑтартмасӑр чӑтма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй вӑрттӑн кулнине пытарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ну, хальлӗхе, — Нюҫҫа пӗлес килнине, тата хӗрарӑмсен яланхи кӗвӗҫӗвне пытарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле мӗнле пултарнӑ таран черетлӗ тӑлӑх арӑма лӑплантарма тӑрӑшрӗ, чӑтса тӑраймрӗ, хӑй те йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӳршӗ Лашман арӑмӗ тӑтӑшах ун патне каҫса тӑчӗ, мӗн май пур таран лӑплантарма тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирхине, маларах тӑрса, ачасем ан курччӑр тесе чаршава карса хучӗ, ӑнланма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тен, окопра тӗттӗмре вуламалла пулӗ, лайӑх курӑнтӑр», — тесе тӑрӑшрӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫутӑ ҫине тытса туртса хунӑ саспаллисене уйӑрса илме тӑрӑшрӗ, виҫкӗтеслӗхе чӳрече патне илсе пычӗ — нимӗн те палӑрмасть.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗншӗн туртнӑ-ха? Мӗнпе?» — тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех