Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхласа (тĕпĕ: тӑрӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кут хыҫӗнче унран кӑшт-кашт тӑрӑхласа кулкалаҫҫӗ те ӗнтӗ, хӑйне пур пӗрех савӑнсах ӗҫке-ҫике чӗнеҫҫӗ.

Над Терушем беззлобно посмеивается вся деревня, но в любом доме он встречает привет и его приглашают на все застолья.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара ун ҫинчен хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа темиҫе ҫул хушши асӑнса пурӑнать.

Вспоминал же потом об этом «пиршестве» в течение нескольких лет.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле Ухтиван ҫине тӑрӑхласа пӑхать.

Илле Щеголь насмешливо глядит на Ухтивана.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗтри Ҫитӑрччӑ шӳте ӑнланакан ҫын тесе ҫамрӑкраххисем унран тӑрӑхласа куласшӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

— Ун пеккине астумастӑп-ҫке эпӗ, — кӑшт тӑрӑхласа, анчах тавлашмасӑр каларӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫма мар, тӑрӑхласа та пӗр сӑмах каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашмарина ун сӑмахӗсенче каллех хӑйне тӑрӑхласа каланине туять — машина е ирех таҫта тухса кайнӑ ӗнтӗ е ҫӗмрӗк ларать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ унта халӗ колхоз председателӗ мар пулӗ вӗт? — тӑрӑхласа ыйтать Левентей.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта кашни ушкӑнра хӑйне евӗр калаҫу пуҫланать: ваттисем килти ӗҫсем ҫинчен сӑмахлаҫҫӗ, ҫамрӑксем ҫав-ҫавах пӗр-пӗринчен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ кам, мӗнле пуҫлӑх? — хӑй пекех тӑрӑхласа ыйтрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑнланатпӑр, ӑнланатпӑр, — тӑрӑхласа хыттӑн тавӑрчӗ агроном.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ, Кӑтра Михала, ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсем ытлашши вӑтанса тӑмасӑр Сехрене нумайччен тӑрӑхласа ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл нихҫан та кун пек калаҫакан марччӗ-ҫке, мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсан ялан тӑрӑхласа, сӑмахпа айккинчен тӗртсе систерекенччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Е эс ун пирки Хусана кайса пӗлсе килтӗн-и? — тӑрӑхласа ыйтрӗ аслашшӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫне пӗтерсен кӳршисенчен тӑрӑхласа та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗтел хушшинче улан алманчӑпа ытлашши шӑл йӗрсе хуҫана хисеплемен пек тӑрӑхласа калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑмла аври, ав! шалча тавра ҫаврӑнать, а эсӗ лартма кӑна шутлатӑн! — тӑрӑхласа кулчӗ Паймук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа, куракансене култарма ҫеҫ тӑрӑшсан, чухӑн чӑвашран тӑрӑхласа кулни кӑна пулӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑт мыскара, — тӑрӑхласа илчӗ унран Костя.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпир сирӗнтен мар, хамӑр хӗрсене тӑрӑхласа юрлатпӑр!

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех