Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхласа (тĕпĕ: тӑрӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Василий Львовича тӑрӑхласа ҫырнӑ-ҫке Пушкин ҫав йӗркене.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Полк командирӗ каланӑ тӑрӑх, офицерсем малтан священник сӑмахӗсене тӑрӑхласа итленӗ, анчах кайран малти линири чӗрчунсен ӗҫӗ, чи малтан боецсем патне пӗр сас-чӗвсӗр турттарса пырас ӗҫре усӑллӑ пулма пултарнине ӑнланса илнӗ.

По словам комполка, офицеры сначала с юмором отнеслись к словам священника, но потом поняли, что работа животных на передовой может стать эффективной при выполнении тех или иных задач, прежде всего в бесшумной доставке груза к бойцам.

Пушкӑртран СВО зонине илсе килнӗ лашасем ҫар задачисене пурнӑҫлама тытӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3399693

— Тӑван кӗтес ҫав териех туртать пулсан, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ӑна, те тӑрӑхласа, те ун кӑмӑлне чунтанах ӑнланса, — чарса тӑмалла мар пуль сана.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ҫавӑтас пуль ӗнтӗ сана, вӑйӑран таврӑннӑ чухнехи пеке-ех ҫавӑтас пуль, — терӗ тӑрӑхласа.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл: «Никифор Ильич пирӗн ҫинчен, ялти тӗп фигурӑсем, механизаторсем ҫинчен, ҫав-ҫавах тӑрӑхласа ҫырать, — тесе Таранов кӗсйинчен ҫирӗм пилӗк тенкӗ укҫа кӑштӑрт! кӑларса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Варламовсен пӗр хӗрача пур пек астӑватӑп, ӑна ӑҫта чикрӗ тата Верук? — сиввӗн тӑрӑхласа ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пӗлетӗп санӑн чӗрӳ хӑҫан ыратма пуҫланине, — тӑрӑхласа кулчӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак сӑмахсене тарӑхса, тӑрӑхласа каланӑ Герасим Федотович улӑх тӑрӑх Урпаш хӗррипе анаталла ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн халь, Мамарлановпа сиввӗн калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӑван тавралӑхри хӑй пӗлекен, хӑйне пӗлекен ҫынсемпе тӗл пуласах та килмест: кашниех тиркессӗн, кашниех тӑрӑхласа кулассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта кулӑш мар, хаяррӑн тӑрӑхласа кулни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Верӑна-и? — тӑрӑхласа ыйтрӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑйӗнчен тӑрӑхласа кулни Ишмука пӗрре те тарӑхтармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑрӑхласа юрӑра Мӑшкӑлаҫҫӗ халь вӗсем:

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ман юлташсем фашистсенчен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ: совет снайперӗ килте ларать, фашистсем вара ним ҫук ҫӗре, суккӑрсем пек, ислетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ха-хэ-хэ! — тесе, ҫӗнтерӳллӗн тӑрӑхласа кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Какой же ты дилетант! — терӗ вӑл, манран тӑрӑхласа.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫынна туратлӑ, хылчӑк сӑмахсемпе тӑрӑхласа тинкелентерес йӑли те пурччӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫук, ытлашши йӗплесе те тӑрӑхласа мар, юратуллӑн та шӳтлӗн-мӗнлӗн шӑварса ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Халӗ кӑна каччӑсенчен тӑрӑхласа тӑракан хӗрсем шӑпӑртах пулчӗҫ, пурте купӑсҫӑ умне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫиелтен пӑхма вӑл питӗ лӑпкӑ, сӳрӗк ҫын темелле, анчах ялкӑшакан куҫӗсем ҫын ҫине питӗ тинкерсе, витӗр курасла пӑхаҫҫӗ; вӗсенче тӗпчевлӗ шухӑш та, темрен тӑрӑхласа кулас туртӑм та палӑрать.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех