Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратнӑ (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай ачаллӑ 243 ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр участокӗ илме учета тӑратнӑ, 210-шне тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Малтанах мероприятие хутшӑнакансемпе хӑнасем ачасен пултарулӑх изделийӗсен выставкипе, художество ӗҫӗсемпе, «Следопыт» шырав отрячӗн экспоначӗсемпе, «АККОНДСӖТ» ООО, «Тӑвайри ҫӑкӑр завочӗ» тата «Тӑвайри общепит» ООО тӑратнӑ сӗт юр-варӗпе тата ҫӑкӑрпа булка изделийӗсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Мӑшӑрӗпе Александр Ивановичпа икӗ ывӑл ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Ҫухависене тӑратнӑ аҫампа, майрисем сӑхманпа, тет.

Говорит, воротники шерстяные, а дамы в кафтане.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Урам алӑкӗ умне тӑратнӑ та хӗрлӗ машинне ҫухӑртаҫҫӗ те ҫухӑртаҫҫӗ.

Поставили у уличных ворот, и так и гудят на красной машине.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Кам вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗпрен арканнӑ хуҫалӑха ҫӗклесе ура ҫине тӑратнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ку ҫав-ҫавах чавса тӑратнӑ тунката пек («Епле-ха апла, арестлеместӗр те-и?» тенӗ евӗр), вырӑнтах юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Тӑнкӑл-тӑнкӑл пускаласа, вӑл мӑйтӑк-мӑйтӑк уҫӑ алӑкпа тул картана кӗчӗ, аслӑк ҫине хӑпармалли тӑратнӑ пусма патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Фельдшер, чавса тӑратнӑ тункаталанса, шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, ваткине темиҫе татӑка пайларӗ, татӑкӗсене спиртпа ислетрӗ те вӗсене суранланнӑ вырӑнсене хурса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Экзамен тытса саккӑрмӗш класа вӗренме кӗнӗ ачасене ҫак ушкӑнсен малти речӗсене тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тахҫанхи-тахҫанхи, пӗрремӗш класри пекех, пӗве кӗрес ҫул ҫине тухнӑ ачасене икӗ ушкӑна пайласа хире-хирӗҫле тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасене икӗ ушкӑна пайласа хире-хирӗҫле икшер ретлентерсе тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уҫланкӑн пӗр енче, Ула Тимӗр ҫулӗ ҫинче, ҫӗр ӑшне чавса тӑратнӑ ик метр ҫӳллӗш тимӗр-бетон тунката курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑ этем сывлӑхӗшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ /сӑмахран, шыҫӑпа чирлисен йышӗ ӳснӗ/.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ҫакна тума Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин чӗртсе тӑратнӑ ГТО комплексӗ те пулӑшать.

Этому способствует в том числе возрожденный Президентом России Владимиром Владимировичем Путиным комплекс ГТО.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Раҫҫей Федерацийӗн 5 регионӗнчен - Чӑваш енрен, Тутарстанран, Ульяновск, Чулхула, Ярославль облаҫӗсенчен - 54 тӗрлӗ пыл тӑратнӑ.

Из 5 регионов Российской Федерации было представлено 54 разновидностей меда — из Чувашии, Татарстана, Ульяновской, Нижегородской, Ярославской областей.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ ыйтӑва - 5,5 пине яхӑн ҫыннӑн шыв ыйтӑвне уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

2023 ҫулта йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ 5 объектри ӗҫсене уҫӑмлатма, граждансене хваттерсемпе тивӗҫтерме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

2022 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пурӗ республикӑри Пӗрлехи реестрта йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ объектсем 16 пулнӑ, 2367 граждан вӑхӑтра хваттерлӗ пулайман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех