Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратнӑ (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗ патне тӑратнӑ материалӗсенче, Чӑваш Енре наставниксем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнине, вӗсене хавхалантарассипе те лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Яштака кӗлеткеллӗскер, кӗске кӗрӗк тӳмисене вӗҫертнӗ, хӑлхисене тӑратнӑ ҫӗлӗкне чалӑш лартнӑ, хӑмӑр куҫӗсем хӗсӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак тапхӑрта вӑл упӑшкин тупӑшне кӑтартакан суя справкӑсем тӑратнӑ.

В течение этого времени она представляла ложные справки о доходе своего мужа.

Суя справка тӑратса 3 ҫул ача-пӑча пособийӗ илсе тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36778.html

— Тен, унта каяр мар-и? — сасартӑк Ванюш савнине тӗртсе илчӗ, тепӗр аллипе аслӑк ҫинелле тӑратнӑ пусма картлашки ҫинелле сӗлтсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тӑратнӑ хутсен шӑпи паллӑ мар пулин те, мӗнле сӑлтава пула пирӗн ентеш вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пысӑк наградӑна тивӗҫейменнине пӗлейместпӗр пулсан та, Яков Андреевич Инедеркин пирӗншӗн - чӑн-чӑн герой.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Вӗсем Татьянӑна кукашшӗне 1945 ҫулта Одер юханшывӗ хӗрринчи ҫапӑҫура плацдарма ярса илнӗ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне илме тӑратнӑ хута панӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ҫак ӗҫ-хӗлӗн кашни ҫул-йӗрне тӑватӑ отрасль тата экспозицире уҫӑмлӑн тӑратнӑ 40 профессирен кая мар хутшӑнать.

Каждое из этих направлений деятельности включает 4 отрасли и не менее 40 профессий, наглядно представленных на экспозиции.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти вуннӑмӗш класра вӗренекенсем выставкӑна ҫитсе курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3481677

Ачасен умне электронлӑ презентаци тӑратнӑ, ҫав презентаци пулӑшнипе вӗсем сывлӑхшӑн усӑллӑ тата сиенлӗ хӑнӑхусем ҫинчен, наркоманипе токсикомани йышши усал йӑласем ҫинчен аса илнӗ.

Ребятам была представлена электронная презентация, с помощью которой они вспомнили о полезных привычках и наиболее опасных для здоровья вредных, таких, как наркомания и токсикомания.

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... na-3480261

Мирзиеев вара Узбекистана ҫак ҫутҫанталӑк ресурсне тӑратнӑ сферӑри вӑрах вӑхӑтлӑх ӗҫтешлӗхе аталантарма шухӑшланине палӑртнӑ.

Мирзиёев же указал, что Узбекистан настроен на развитие долгосрочного партнерства в сфере поставок этого природного ресурса.

Путин, Мирзиеев тата Токаев Раҫҫей газне Узбекистана тӑратма старт панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3470279

«Ӑру ҫулӗсемпе» персональлӗ куравра Уфари технологипе дизайн колледжӗн виҫҫӗмӗш курсри студенткин Марина Щелконогован ӗҫӗсене тӑратнӑ.

На персональной выставке «Дорогами поколений» представлены работы студентки третьего курса Уфимского колледжа технологии и дизайна Марины Щелконоговой.

Пушкӑртра СВОна хутшӑнакан ҫынсене халалланӑ персональлӗ курав уҫӑлнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3464652

Эпир лайӑх пӗлнӗ вӗт-ха, Ольга Алексеевна, ку таранччен тӗпчесе пӗлмен йышши топливӑсемпе ӗҫлесе, хӑй пурнӑҫне хӑрушлӑх умне тӑратнӑ).

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна хирӗҫ вӑйлӑ ҫил вӗрчӗ, сквер пуш-пушахчӗ, пӗр тенкел ҫинче ҫеҫ, темшӗн ҫил хытӑ вӗрнӗ ҫӗртех, ҫухавине тӑратнӑ ҫутӑ плащлӑ хӗр кӗнеке вуласа ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку информацие республикӑри журналистсен Союзӗн представителӗсем тӑратнӑ.

Эту информацию предоставили представители Союза журналистов республики.

Пушкӑрт журналисчӗсем Сочире хальхи "Пӗтӗм Раҫҫей-2023" журналистика форумне хутшӑнаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... na-3449913

Форумра темиҫе экспозици тӑратнӑ, юртӑна, фотовыставкӑна тата кӗнекесен выставкине кӗртнӗ.

На форуме представлены несколько экспозиций, включая юрту, фотовыставку и выставку книг.

Пушкӑрт журналисчӗсем Сочире хальхи "Пӗтӗм Раҫҫей-2023" журналистика форумне хутшӑнаҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/mass-ll-info ... na-3449913

Унсӑр пуҫне кунта Раҫҫейре теттесем туса кӑларакансен пин ытла таварне тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

Палӑртнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫланисем патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫӗҫ, документсене хатӗрлесе регионти Ял хуҫалӑх министерствине тӑратнӑ хыҫҫӑн тӑкаксен ҫуррине (вӑрман каснӑшӑн, йывӑҫсене турттарса тухнӑшӑн, уя кӑктымартан тасатнӑшӑн, ҫӗре акма хатӗрленӗшӗн) субсиди парса саплаштарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Пушкӑрт культура министрӗ Амина Шафикова оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, «Атя выляма» фестиваль шайӗнче пурӗ ача-пӑча таварӗсен 140 производителӗнчен таварсем тӑратнӑ.

Как сообщила на оперативном совещании министр культуры Башкирии Амина Шафикова, всего на выставке-продаже в рамках фестиваля «Айда играть» были представлены товары от 140 отечественных производителей детских товаров.

Радий Хабиров Пушкӑрт Промышленность министерствине тетте индустрине пулӑшмалли программа хатӗрлеме хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... hn-3444683

Пӗтӗмӗшле конкурса хутшӑнма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулисенчен 90 заявка тӑратнӑ пулнӑ.

Всего было подано более 90 заявок из разных городов страны.

Ӗпхӳре 90 панноран кӗҫҫе кавир ҫӗлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/al-sti/2023-09-1 ... -l-3443133

— Анчах генерала ӑшӑ пӳрте вырнаҫтарнӑ, ӑна мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ, алӑкӗ патне часовой тӑратнӑ — те хураллама, те ахаль ҫеҫ, хисепшӗн.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юратнӑ ӗҫӗнчен уйӑрнӑ, унран аякка кайса тӑратнӑ Завьялов пурнӑҫ малалла кайнине, хӑй вара, Завьялов, пӗр вырӑнтах тӑнине чунӗ ыратмаллах туять.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех