Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тепре хускал тулӗк, тӳрех вилсе выртатӑн! — хумханса тытӑнчӑклӑ саспа каласа хучӗ Женя.— Одно движение и ты труп, — срывающимся от волнения голосом произнесла Женя,
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл, темле, айванла кулса илчӗ те, тытӑнчӑклӑ сасӑпа: — Монтекристопа перетӗп, — терӗ.Он обалдело улыбнулся и, почти заикаясь, пролепетал: — Из монтекристо.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмах хушрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сӑмах мӗнрен пуҫламаллине пӗлменни уҫҫӑнах курӑнать: унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, ҫемҫе пӳрнисемпе сӗтел ҫине шӑлкалать, каярахпа вара тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмахне вӑл ҫапла пуҫласа ячӗ:
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Шӑпланнӑ кабинетра унӑн тытӑнчӑклӑ сасси янраса тӑчӗ.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Эсир тытӑнчӑклӑ ҫын, ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне вара вӗриленместӗр те.Вы человек очень сдержанного характера, и вы горячитесь, когда говорите об этом.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна шуралса кайрӗ, унтан хӗрелсе кайрӗ, тата ытларах шуралса кайрӗ, ун питҫӑмартийӗсем вут хыпнӑ пек ялкӑшма пуҫларӗҫ — самант ҫеҫ, вӗсем ӗнтӗ юр пек шуралса кайрӗҫ, вӑл, куҫӗсем алчӑраса кайнӑскер, упӑшки пӳлӗмне чупса кӗрсе, ун умне чӗркуҫленсе ларчӗ, ӑна ҫатӑртаттарса ыталаса илчӗ, шуса анасран, питне пытарас тесе, пуҫне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, тытӑнчӑклӑ сассипе: «Савнӑ тусӑм, юрататӑп эпӗ ӑна», — тесе кӑшкӑрса йӗрсе ячӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Пӑх-ха, пӑх, мӗн вара ҫав? — мӑкӑртатать хӑй тытӑнчӑклӑ сассипе.И почти шепотом, запинаясь, проговорила: — Погляди, погляди, что это там?
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.