Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тутӑр (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наталья кухня варринче тӑрать, хӑйӗн ҫийӗнче — хӗлле тӑхӑнмалли кӗске кофта, пуҫӗнче тутӑр.

Наталья в платке и куцей зимней кофтенке стояла посреди кухни.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мамак тутӑр айӗнчен ҫӳҫ пайӑркисем тухса кайрӗҫ, Аксинйӑн питне-куҫне кӑтӑклама пуҫларӗҫ.

Из-под пухового платка выбились пряди волос, щекотали щеки.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сивӗ тытнӑ пек чӗтресе, пысӑк тутӑр ҫине арчаран юбкӑсем, кофтӑсем, пӗчӗкрех тутӑрсем ывӑтма тытӑнчӗ, кусене вӑл пӗтӗмпех качча тухнӑ чух илсе килнӗ, унтан, хашкама ерсе, куҫӗсене сапалантарса ярса, юлашки хут кухня тавра ҫаврӑнчӗ те, лампине сӳнтерсе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

В большой шалевый платок лихорадочно кидала из сундука юбки, кофточки, полушалки — девичье свое приданое, — задыхаясь, с растерянными глазами, в последний раз прошлась по кухне и, загасив огонь, выбежала на крыльцо.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫкаланчӑк ҫиҫӗм йӑлтӑркки пек касса татрӗ унӑн шухӑшне кӗске асаилӳ: вӑрман, капӑр кӗмӗл кутлӑх тӑхӑнтартнӑ пек шурӑ та элккем тумлӑ йывӑҫсен вуллисем; Аксинйӑн мамӑк тутӑр айӗнчи хӗрӳллӗ йӑлтӑртатса тӑракан нӳрӗ хура куҫӗсем…

Как вспышка зигзагистой молнии, перерезало мысли короткое воспоминание: лес, бурые стволы деревьев в белом пышном уборе, как в нарядной серебряной шлее; влажный, горячий блеск черных, из-под пухового платка Аксиньиных глаз…

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья вӗсене, шӑратнӑ сысна ҫӑвӗпе сӗре-сӗре, кашнинех уйрӑм тутӑр татӑкӗпе чӗркесе хурать.

Наталья смазывала их свиным растопленным жиром, аккуратно заворачивала каждый в отдельную тряпочку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анкарти тӑрӑх, тимӗр сенӗксем тытса уткаласа ҫӳрет, ӗҫленӗ чух сарлака та усӑнчӑк хулпуҫҫийӗсене силлентерет, хутран ситрен арӑмне пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах каласа хурать, вара Аксинья, тутӑр айӗн хура куҫӗсене вылянтарса, кулма тытӑнать.

Похаживал с вилами по гумну, шевелил в работе широкими вислыми плечами, изредка кидал жене шутливое словцо, и Аксинья смеялась, играя из-под платка черными глазами.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урлӑн-урлӑн выртакан хумсем ҫийӗн каҫа-каҫа кайса, кимӗ те вылянать: шыв тӗпӗнченех ҫӗкленнӗ кӑпӑклӑ сулхӑн сирпӗнчӗкӗсем Елизаветӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫине пӗрхӗнеҫҫӗ, юхса анаҫҫӗ тата тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе куҫ тӗкӗсем тӑрӑх тумласа тӑраҫҫӗ.

Плясал, перелезая через поперечные волны, баркас, и пенистые студеные брызги поднятой с глубин воды обдавали выпитое бледностью лицо Елизаветы, стекали и висли на ресницах и прядях выбившихся из-под косынки волос.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӳречерен шур тутӑр ҫыхнӑ Лизӑн кулакан пичӗ курӑнчӗ.

В окне показалось смеющееся лицо, повязанное белой косынкой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро Григорие тутӑр вӗҫӗ тыттарчӗ, вӑрӑм сак ҫине сиксе хӑпарчӗ, ӑна сӗтел хушшинелле, турӑш айӗнче ларакан хӗр патне пырса тӑратрӗ.

Петро сунул Григорию в руку конец платка, вспрыгнул на лавку, повел его по-за столом к невесте, сидевшей под образами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казак картузӗсен хӗрлӗ кӑшӑлӗсем, кӑвак та хура мундирсемпе сюртуксем, ҫаннисене шурӑ тутӑр ҫыхнӑскерсем, хӗрарӑмсен тутрисем ҫинче йӑлкӑшакан асамат вӑййи, тӗрлӗ-мӗрлӗ юбкӑсем, мӑкӑрланакан ҫутӑ тусан хӳрисем вӗлтӗртетсе юлаҫҫӗ кашни урапа-кӳме хыҫӗнчен.

Красные околыши казачьих фуражек, синие и черные мундиры и сюртуки, рукава в белых перевязях, рассыпанная радуга бабьих шалевых платков, цветные юбки, кисейные шлейфы пыли за каждой бричкой.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутӑр хӗррисене чӑмласа утса таврӑнчӗ вӑл.

Шла и жевала концы платка.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ну, Христос пил тутӑр сана.

Ну, Христос с тобой.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсӗ хӑвах шутласа пӑх, хаклӑ хӑта, шухӑшла-ха, ҫав тери йывӑр тӑвасшӑн эсӗ мана: гетрпала калуш — пӗрре, тӗрленӗ кӗрӗк — иккӗ, икӗ ҫӑм кӗпе — виҫҫӗ, пурҫӑн тутӑр — тӑваттӑ.

Ты вздумай, дорогой сват, вздумай, как ты меня желаешь обидеть: гетры с калошами — раз, шуба донская — два, две платьи шерстяных — три, платок шелковый — четыре.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗнтӗ каяс тесех шутланӑччӗ, тутӑр айӗнчи ҫӳҫӗсене майлаштаркаласа, ура ҫине те тӑнӑччӗ, анчах та ҫак вӑхӑтра алӑк вӑрӑммӑн чӗриклетсе уҫӑлни илтӗнчӗ.

Хотела уж идти, привстала, поправляя под платком волосы, — в это время тягуче заскрипели дверцы.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья пӳрте кӗчӗ, аллаппипе чӗрине тытса пӑртак тӑркаларӗ, унтан, пуҫӗ ҫине тутӑр уртса, Дон хӗррине тухса чупрӗ.

Аксинья вошла в дом, постояла, прижимая ладони к сердцу, и, накинув платок, побежала к Дону.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Амӑшӗ, ҫанӑ вӗҫӗпе куҫне тата хӗрелсе кайнӑ сӑмсине тутӑр кӗтессипе шӑлса, картиш варрине тӑрса юлчӗ.

Мать, вытирая рукавом глаза и углом завески покрасневший нос, стояла посреди база.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллине кӗсйине тутӑр илме тесе чикрӗ — кӗсьере те арӑм, хӑлхинчен мамӑк туртса кӑларчӗ — унта та арӑм ларать…

Полез в карман за платком — и в кармане жена; вынул из уха хлопчатую бумагу — и там сидит жена…

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫутҫанталӑк ӑна, ахаль кунсенче хура-сӑрӑ, вӗтӗ пӗрӗмсемлӗ капот тӑхӑнса тата таса вырсарникунсемпе хӑйӗн менелникӗсенче хӗрлӗ кашемиртан ҫӗлетнӗ тутӑр ҫыхса ҫӳремелле туса, каҫармалла мар йӑнӑш тунӑ пек туйӑнать; ӑна драгун салтакӗсенни пек мӑйӑх, кавалеристсенни пек ҫӳлӗ атӑсем килӗшерех панӑ пулӗччӗҫ.

Казалось, что природа сделала непростительную ошибку, определив ей носить темно-коричневый по будням капот с мелкими оборками и красную кашемировую шаль в день светлого воскресенья и своих именин, тогда как ей более всего шли бы драгунские усы и длинные ботфорты.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хулана ҫитсе кӗриччен, юриех, Степан Ивановичран хӑй каласа панисем ҫинчен ыйтма манас мар-ха тесе, тутӑр вӗҫне тӗвӗлесе хутӑм.

Нарочно еще, не доезжая города, завязал узелок, чтобы не забыть попросить об этом Степана Ивановича.

Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Эп сана ертсе килмен, ҫавӑтса тухрӑм, пӑчӑ подвалтан хам аллӑмпа ҫӗклесе тухрӑм; пан Данило сана мӗн те пулин ан тутӑр тесе, алӑкне ҫӑраҫҫипе питӗрсе илтӗм».

— Я тебя не завела, а вывела; вынесла на руках моих из душного подвала; замкнула ключиком, чтобы тебе не досталось чего от пана Данила.

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех