Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутрипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫӗнчен пӳрте кӗрӗк тумланяӑ, пит-куҫне шаль тутрипе хупланӑ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар ывӑлӗ, Петӗр тетӗшӗ панӑ ҫыхха илсе, килне таврӑнчӗ, часах мӗн кирлине шпиль пӑтасемпе ҫапса лартрӗ, унтан, пысӑк ҫӑра ҫакса, питӗрсе илчӗ, уҫҫине, сӑмса тутрипе чӗркесе, шӑлавар кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Васкамасӑр куҫлӑх кӑларса кантӑкне ал тутрипе сӑтӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Пӗри, участок заведующийӗ, утмӑл ҫултан иртнӗ Ермолай Зиновьевич Печенкин, самӑр та лӳпперскер, тарланӑ ӗнсине ал тутрипе шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Ҫамкине вӑл сӑмса тутрипе шӑлса типӗтет, карттусне тӳр-етсе тӑхӑнать.

Утерев лицо носовым платком и поправив картуз, он браво говорит:

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ученӑй куҫлӑхне сӑмса тутрипе шӑлса тасатрӗ, ӑна ҫӗнӗрен сӑмси ҫине лартса ячӗ, унтан, тулӑ капанӗ ҫине кӑтартса, хавхаланса калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пулӑшсам, турӑ, ҫав Сахиб-Гирее ҫӗнтерме! — терӗ III Василий шывланнӑ куҫӗсене ал тутрипе шӑлса.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь тарланӑ ҫамкине ал тутрипе шӑлса илчӗ, кӑшт тӳрленсе ларнӑ пек пулчӗ те калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Филимон Гордеич малтан ҫилленнӗ пек пулчӗ, пит-куҫне сӑмса тутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лешӗн вӑл вӑхӑтра ӳпкерен юн тапса аннӑ иккен, сӑмса тутрипе ҫӑварне хупласа юнне юхма чарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Эппин, Кутемере кӑнтӑрлапа ҫитме пулать», — тарланӑ ӗнсине сӑмса тутрипе шӑлса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Феопемпт Анисимович ҫемҫе кресло ҫинче сӗтел патӗнче ларнӑ, хулпуҫҫийӗсене шаль тутрипе витнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫапла-и-ха?.. — терӗ те хура ҫӳҫлӗ, мӑнтӑр ҫын — пукан ҫине вырнаҫрӗ, тутрипе хупланӑ сӑмси ҫийӗн пӳлӗмри ҫынсене пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Так, — сказал толстый, черноволосый человек, садясь и плавно осматривая присутствующих поверх скрывающего нос платка.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сӑмса тутрипе шӑлӑннӑ май шывалла тӗлсӗррӗн тӗмсӗлчӗ те унта нӗрсӗр-асси хӗрарӑмӑн тискер куҫӗсене курать.

Она вытирала его платком, бессознательно смотря в воду, и увидела там дикие глаза уродливой женщины.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ҫак вырӑна ҫитсен яланах йӗретӗп, — терӗ Дэзи Тоббоган кӗсйинчен хӑй туртса кӑларнӑ сӑмса тутрипе тарӑхса шӑнкарса.

— Всегда плачу, когда доходит до этого места, — сказала Дэзи, сердито сморкаясь в вытащенный ею из кармана Тоббогана платок.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гез шыҫӑнчӑк тутине сӑмса тутрипе сӑтӑрать.

Гез вытирал платком распухшую губу.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл хысаклӑ ҫыранран сулланкаласа килет, хӗрӳллӗ хӑй, тарне сӑмса тутрипе сӑтӑркалать, мана курсан пуҫне аякранах сӗлтрӗ; ун патне пырса тӑтӑм — хам питех кӑмӑллӑ мар, мӗншӗн тесен ҫухатрӑм, — о, хумхантаракан мӗн чухлӗ сӑмахпа парне ҫухатмарӑм-ши! —

Он брел от берегов выступа, разгоряченный, утирая платком пот, и, увидев меня, еще издали покачал головой, внутренно осев; я подошел к нему, не очень довольный, так как потерял, — о, сколько я потерял и волнующих слов, и подарков!

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм кӗпи ҫухавине вӗҫертрӗ, йӗпе кӑкӑрне сӑмса тутрипе шӑлса типӗтрӗ, карра аллипе сирчӗ те чӳречерен пӑхрӗ.

Блюм расстегнул воротник рубашки, вытер платком мокрую грудь, отвел рукой штору и выглянул.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Эпӗ хамӑн арӑмпа тӑтӑшах ятлаҫаттӑмччӗ, — терӗ старик вырнаҫса ларса тата питне сӑмса тутрипе шӑлкаласа.

— Я ругался с моей женой довольно часто, — сообщил старик, усаживаясь и вытирая лицо платком.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫапах та крупьен мӑн кӑмӑллӑрах асӑрхаттарӑвӗсене илтсен вылякансен сӑнӗсем хыпса тӗлкӗшеҫҫӗ е тӗксӗмленеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри вара, хевтесӗррӗн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхкаласа, ункӑран авӑккӑн айккине тухать те — ассӑн сывла-сывла тарланӑ ҫамкине сӑмса тутрипе шӑлса типӗтет.

Однако от этих небрежных его замечаний лица играющих вспыхивали или тускнели, а некоторые, беспомощно оглянувшись, резко выбирались из круга прочь и, вздохнув, вытирали платком потный лоб.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех